Конституципе пăхнă ирĕкпе

Паян, электричествăпа «кăвак çулăм» кашни киле çитнĕ ансат вăхăтра, çак хăтлăха кĕтсе илеймен ялсене шутласа кăларма хăрах алăри пÿрнесем те çителĕклĕ-тĕр. Вĕсенчен пĕри – Лапсар ял тăрăхĕнчи Çатракассинчи çĕнĕ урам. Унта виçĕ çурт кăна ларни, кунта пурăнакан Александр Зиновьев шухăшĕпе, халăхăн газсăр нушаланмалли сăлтав мар.

Граждансене йышăнмалли пĕтĕм Раççейри кун, декабрĕн 12-мĕшĕнче, район çыннисем влаç представителĕсемпе тĕл пулма хăйсене хумхантаракан ыйтусемпе кăна мар, ентешĕсене пăшăрхантараканнисемпе те çитрĕç. Шупашкар райадминистрацире вĕсене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ – бюджет, финанс тата налог комитечĕн председателĕ Альбина Егорова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ – социаллă политикăпа наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Вячеслав Рафинов, район пуçлăхĕ Андрей Николаев, райадминистрацин пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Димитриев, унăн çумĕ Зоя Маслова итлерĕç.

Алькеш поселокĕн старости Роза Алексеева тĕл пулăва поселокра пурăнакансене хумхантаракан ыйтупа килнĕ. Вăл халăхпа пуху ирттерме вырăн çукки пирки ÿпкелешрĕ – тăпăлкка та пулсан клуб кирлĕ-мĕн. Ăна валли спорт площадкипе юнашар вырăн та пăхса хунă. Хыркассинче Николай Чудотворец чиркĕвне хăпартма тĕллев лартнă Николай Сурков вара çакна валли уйăрнă вырăн тĕлĕшпе ыйтăва уçăмлатасшăн пулчĕ. Кăнтăрла 12 сехетре пуçланса каçхи 8 сехетчен тăсăлнă йышăну вăхăтĕнче уйрăм çынсенчен те ыйтусем пулчĕç.

Патшалăх Канашĕн вице-спикерĕн шухăшĕпе, çакнашкал мероприятисем халăхшăн чи малтанах влаçпа куçа-куçăн тĕл пулса хăйсене хумхантаракан ыйту хуравĕсене хăвăрт илме май панипе пĕлтерĕшлĕ. «Çынсем хăйсен законпа, Конституципе пăхнă прависемпе усă курни савăнтарать», – терĕ Альбина Егоровна.

«Йышăннă ыйтусене пурне те татса пама пулать. Хÿтлĕх шыракансене патшалăх пулăшăвĕн тĕрлĕ майĕпе усă курма сĕнтĕмĕр. Çак кун компетентлăха кура вĕсене профильлĕ ведомствăсене çитерме те май пур. Социаллă учреждени, объект строительствипе çыхăннисене тĕплĕ тишкерме вара, паллах, чи малтан халăх шухăшне пĕлмелле», – пĕтĕмлетрĕ райадминистраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Димитриев.

Çак кун Кÿкеç, Ишлей, Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕсенче пурăнакансем уйрăмах хастар пулнине палăртмалла. Вĕсем çул-йĕр инфраструктури, çĕрпе пурлăх хутшăнăвĕсем, йăлари хытă каяша пухса тирпейлесси çинчен пĕлесшĕн пулнă.

Граждансене йышăнмалли пĕтĕм Раççейри кунра çитнĕ пур ыйтăва та влаç представителĕсем контрольлесе тăраççĕ. Çырусене вара 10 кунра хуравлĕç.

Сăмах май

Декабрĕн 12-мĕшĕнче, Халăха йышăнмалли пĕтĕм çĕршыври кун, Шупашкар район администрацине тата ял тăрăхĕсене пурĕ 61 çын пынă. Çавăн пекех 3-шне видеоконференципе итленĕ, 4 çыру илнĕ.

ТАТЬЯНА МАЙОРОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости