Ку кин хăех тĕрленĕ-ши?

Этем хăйне темĕнле профессире те, тем тĕрлĕ ĕç вырăнĕнче те тĕрĕслеме, вĕсене улăштарма та пултарать, анчах та чун суйланă тивĕç – пĕрре кăна тата ĕмĕрлĕх.

Кашăкпа та…

Апашра пурăнакан Мария Иванова та 33 çул каялла Çĕрпÿ районĕнчен куçса килсе кунта тĕпленнĕ хыççăн ферма заведующийĕнче те тăрăшнă, столовăйра та вăй хунă. Çапах та чунĕ ыйтнипе ялти клубра ирттернĕ виçĕ теçетке çула хăйĕн пурнăçĕнчи чи савăк вăхăт пек йышăнать. Кунта унăн пултарулăхĕ хăйĕн пирки систерме пуçланă. Паян та вăл хаваспах театра выляма çÿрет, концертсене те кăмăлтан хутшăнать. Театрсен Аслă çĕнтерĕве халалланă фестивалĕнче «Çулсем иртсен, кунсем юлсан» спектакльпе вĕсен пултарулăх ушкăнĕ кăçал чи малти вырăнта тивĕçнĕ. «Тĕп хулари П. Хусанкай ячĕллĕ культура çуртĕнче чысларĕç пире», – çитĕнĕвĕсемпе паллаштарать пултаруллă хĕрарăм.

Сарă, хĕрлĕ, кĕрен тĕсĕпе куçа йăмăхтаракан тюльпансем… Çывăхран пăхсан чĕрĕ чечексем пекех курăнаççĕ. Çак илемсен хуçипе ялти клуб-музейра Апаш вулавĕсем хыççăн тĕл пултăмăр. Сумлă мероприятисен вăхăтĕнче Мария Германовнăн ал ĕçĕсем яланах вырăн тупаççĕ. Кашни ĕçĕн – хăйĕн ăсталăх тупсăмĕ. «Ăна вара чи малтанах чунпа туйма пĕлмелле», – вăрттăнлăхне уçать вăл. Алăпа тытса пăхман пулсан çак чечексене пĕр хут усă курма юрăхлă пластик кашăксенчен тунине ĕненмен те пулăттăм. Лайăх çыпăçакан çилĕмпе ÿсен-тăран «тунисен» çумне çирĕплетнĕ хыççăн çеçкесене ятарлă сăрăпа витеççĕ. Симĕс çулçисем вара – пластик савăтран. Минерал шывĕ е шĕвек ĕçнĕ хыççăн пушанакан пĕр савăт та ытлашши мар. Вĕсем мастерскойра тепĕр хут пурнăç тупаççĕ. Кĕрен кĕлчечек вырăнне – хăюсем: куравра куçа туртакан тепĕр илем хатĕр те. Вĕсене пĕре-пĕре, çавăра-çавăра тем тĕрлĕ чечек ăсталама пулать: салтак тÿми те, шăнкăрав курăкĕ те, утмăлтурат çеçки те… Ÿнерĕн çак тĕсĕ пирки ăна мăнукĕ каласа кăтартнă. Интернетра çĕннипе усăллине те нумай тупма пулать иккен. Пĕрле ăсталаççĕ. Кукамăшĕнчен юласшăн мар пĕчĕкскер. Светлана ăна кура сцена çинчен те анасшăн мар. Пĕрле юрлать-ташлать. Халĕ акă çак ĕçе пиллĕкри чи кĕçĕн мăнукне те явăçтарма пуçланă. Лешĕ клубри репетицисене те хаваспах çÿрет.

Бисерпа та

Нумай пулмасть иртнĕ тепĕр курава вара ăстаçă тĕрленĕ турăшсене кăларнă. Бисерпа чĕртсе тăратать вăл сăнсене. Кашнине хăйĕн чунне хунă.

Мария Германовна – ветерансен вырăнти уйрăмĕн председателĕ. Çавна май унăн ваттисем патне килĕрен те çÿреме тивет – уяв е юбилей ячĕпе саламлама, сывлăхĕ пирки ыйтса пĕлме… Илеме куçпа курса чунпа туйма хăнăхнăскертен ним те пытараймăн – çакăн пек тĕл пулусенче астаçă аллине тÿрех асăрхать. Пĕлĕшĕсен ĕçĕсене курава кăларассишĕн те çине тăрать вăл. «Акă кĕçех кÿршĕ ялтан 88 çулти кинемейĕн ĕçĕсене илсе килĕпĕр»,– калаçăва тăсать хастар. Вĕсене грамотăсемпе, тав хучĕсемпе те хавхалантарма май тупать.

Ăсталăх ялан туптасан кăна аталанать. Мария Германовна çакăнпа килĕшмесĕр тăраймасть. «Çемьере аслисем тĕрлесе ларнине калаймастăп, ун чухне ал ĕçĕпе аппаланма вăхăчĕ те, майĕсем те хĕсĕкрех пулнă-тăр. Хамăра вара мĕн ачаранах ĕç урокĕсенче тĕрлеме вĕрентнĕ. Кунта куçса килсе хваттерте пурăнма пуçласанах чаршавран пуçласа сĕтел çитти, çиввитти, пукан, вырăн çитти таранах пĕтĕмпех тĕрĕллĕччĕ. Анчах та йăлтах пилĕк çул каялла пушарта çунса кĕлленчĕ, – чĕрери ыратăвĕ пирки пĕлтерет Мария Германовна. – Пирĕн çуртра тĕрлемен пĕр япала та пулман. Пĕр килте ÿснĕ çичĕ хĕртен виççĕшĕ, çав шутра эпĕ, каçса кайсах тĕрлетпĕр». Качча илсе кайнă чухне те ку кин хăй тĕрлемен пулĕ тесе иккĕленнĕ-мĕн. Ун чухне ал шăлли, тур умĕ тĕрлесе çакас йăлана хĕр-упраç çирĕп пăхăнса пурнăçланă. Мария Иванова çичшер-тăхăршар алшăлли çĕнĕ киле пĕрле илсе кайнине каласа парать. Вăхăт шăвать. «Пĕр тикĕссĕн тĕрлесси манăçсах пырать. Ун вырăнне халĕ бисерпа тĕрлесси йăл илсе пырать», – тет вăл. Апла-и, капла-и пултаруллă алă валли вара яланах ĕç тупăнать.

ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости