Кĕнекерен… Костюм?!

Пултарулăх – пĕр вĕçĕмсĕр аталану. Ăна нимĕнле чикĕпе те картман, çирĕп законпа та палăртман, çавăнпа та темĕн те ăсталама, шухăшласа кăларма пулать. Фантази çеç çителĕклĕ кирлĕ.

Çакна Пархикассинчи клубри пĕр куравра пăхса ĕненме тиврĕ. Хутран тунă кĕпе тăхăннă пике тÿрех куçа туртрĕ. Унпа пырса калаçмасăр, тумне алăпа тытса пăхмасăр ăçтан чăтăмлăх çиттĕр?! Çавăнпа та тÿрех ун патне васкарăм, хутран кĕпе, тĕрĕсрех – блузăпа юбка, тăхăннă çынна çавăрса йĕри-тавра сăнарăм. Хăйне евĕрлĕ ку моделе кам тунине те пĕлтĕм, Кăшавăш ял библиотекин пуçлăхĕ Галина Иванова иккен. Тĕрĕссипе, вăл пĕччен кăна ăсталаман, ăна ачасем те пулăшнă.

– Ку моделе эпир Литература тата Константин Иванов çулталăкне халалларăмăр, – каласа парать унăн хуçи. Юбкăпа блуза «çĕлес» вăрттăнлăхра уйрăмлăх та пур-мĕн. Сăмахран, костюмăн çÿлти пайне кĕнеке листисенчен модульсем туса пĕр-пĕрин çине тăхăнтарта-тăхăнтарта лартнă. «Хулпуççийĕсене уйрăм тума тиврĕ, тăхăнмассерен вĕсене скотчпа çыпăçтарса хуратпăр», – ăнлантарса парать Галина Иванова. Хут юбкăн никĕсĕ вара – ахаль юбка. Аялтан пуçласа кĕнеке листисене пĕрерĕн-пĕрерĕн çыпăçтарса пынă.

Пурĕ çак костюма ăсталама виçĕ кĕнекепе усă курнă, паллах, кивĕ кăларăмсене расхута янă. Юбкăн листисене пĕр вĕçĕнчен пуçласа вуласан мĕнле хайлав пулнине те пĕлме пулнă малтан, шел, костюма тăхăна-тăхăна пăхнăран унăн хăш-пĕр листи туха-туха ÿкнĕ. «Ачасем пулăшнă та-ха, çавăнпа та вĕсем тăхăнса пăхасшăнах», – ăнлантарчĕ вулавăш пуçлăхĕ. Костюма кĕске вăхăтра тума тивнĕ, районта Литература çулталăкне уçнă çĕре шăп та лăп ĕлкĕртнĕ.

Константин Иванов çулталăкĕнче çакнашкал япалана пурнăçа кĕртме шухăш мĕнле çуралнă-ха? Хуравне илтичченех интернетран пуль тенĕччĕ те, çук иккен, Галина Иванова пĕр журналтан курса хăйĕн шухăшне тата та аталантарнă. Пĕр экземплярпа кун çути курнă хут костюм ахаль чухне пакетра выртать. Вăл питĕ ачаш, çавăнпа та ăна лайăх упрамалла.

ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости