Ял вулавăшне çÿретĕп
Эпĕ мĕн ачаранпах.
Çĕнĕ хыпарсем пĕлетĕп
Алăк урлă каçсанах.
Çÿлĕксем çинче куратăп
Çĕр-çĕр тĕслĕ кĕнеке.
Кĕç хаçат алла тытатăп,
Пĕлмелли – кашни çинче!
Стендсемпе куравăшсем те
Çĕнĕрен çĕнни кунта.
Ял, республика çинчен те
Кăсăкли нумай тата!
Тепĕр пÿлĕме кĕрсессĕн
Вулакан валли – салон!
Интернет, тархасшăн,
ксерокс,
Телевизор та пур ун!
Чи кирли вăл – чун ăшшийĕ,
Вашават пырса чĕнни.
«Тусăм, мĕн-ши сана кирлĕ?»
Тимлесе çапла ыйтни.
Тав тăватăп чĕререн эп
Çакăнта ĕçлекене.
Кирлĕ вăхăтра пурне те
Кăмăл тупма пĕлнипе.
2011 çул
Кĕнеке вулама эпĕ мĕн ачаранах юрататăп. Ас тăватăп: вырăс е тăван литературипе килте паллашма панă произведение библиотекăран чи малтан илес килнипе уроксем вĕçленессе кĕтмесĕрех унта вĕçтереттĕм. Кăшавăш ял библиотекине паянхи кун та юратса çÿретĕп.
Урамри харкашу – ятлаçу, пĕр – пĕрне кÿренсе калаçни, пăтăрмахсем – вулавăша кĕрсен пĕтĕмпех манăçаççĕ. Пачах урăхла, ниçта та çук, каласа ăнлантарма та çук асамлă кĕтесе лекнĕн туятăп эпĕ хама кунта. Алăкран кĕрсенех сăмсана кĕнекесенчен тухакан хăйне евĕрлĕ шăршă кăтăклать, илемлĕ ÿкерчĕксемпе капăрлатнă ача-пăча кĕнекисем, тĕрлĕ куравсем куçа тыткăнлаççĕ. Куравсем тенĕрен, кунта пĕр стенд та пĕр-икĕ эрнерен ытла çакăнса тăмасть. Вулама пит юратсах кайман çын та вĕсемпе паллашнипех пурнăçра паян пулса иртнĕ ĕç-пуçпа, саккунсенчи çĕнĕлĕхсемпе, пĕр-пĕр çыравçă пултарулăхĕпе тĕплĕнрех паллашса пĕлме пултарать. Капла пăхсан, библиотекăри кĕнекесен шучĕ нумаях та мар темелле. Ку тĕрĕс мар шухăш: наука тĕсĕсем, литературăри тĕрлĕ жанрпа хайланă произведенисем, энциклопедисемпе словарьсем, тĕрлĕ хаçат-журнал, дисксем – пурте кунта хăйсен вырăнĕнче типтерлĕ упранаççĕ. Чи пĕлтерĕшли – пĕр кĕнеке те тусанпа витĕнмен: шкул çулне çитмен ачаран пуçласа алла туя тытнă асатте-асанне таранах библиотекăра хăйĕн «чун апатне» тупма пултарать.
Паян компьютер тата интернет кашни килех çитрĕ. Студент хăйне мĕн кирлине ун урлă тупса хатĕрлет. Ачамсем иккĕшĕ те аслă пĕлÿллĕ. «Университет пĕтертĕр-ха, наци библиотеки ăçтарах вырнаçнине пĕлетĕр-и?» – ыйтатăп çапла çурма шÿтпе, çурма кÿренÿпе хам хĕрĕмсенчен. «Кирлине интернетра та тупса вулама пулать вĕт», – теме пăхаççĕ вĕсем. Ку тĕрĕсех. Çапах та чуна килĕшекен кĕнекене алла тытса, унта пулса иртекен ĕç-пуçа тĕп сăнарсемпе пĕрле пурăнса ирттерес килет, килĕшнĕ вырăна темиçе хут та вуласа тухас килет. Кĕнеке страницисене хуллен уçса, малалла мĕн пулассине чăтăмсăр кĕтсе вулас килет манăн хайлава.
Кăшавăш ял библиотекинче тимлекен Галина Ивановăна ырламасăр тăма çук: кашни килекене пулăшма, ăшă калаçупа кăмăлне тупма васкать вăл. Шкул ачисемпе пĕрле мĕн чухлĕ килти ĕç пурнăçламасть-ш
РЕГИНА ЧЕРНОВА, КĂРМĂШ