Кĕркунне – кĕр сăри уявĕ

Авалхи йĕркепе, кĕрхи ĕçсене вĕçлесен чăвашсем кĕр сăри уявне паллă тунă. Ăна хатĕрленессипе çыхăннă пуху иртнĕ эрнекун Вăрман-Çĕктер ял тăрăх администрацийĕнче иртрĕ.

Мероприятие Чăваш таврапĕлÿçисен пĕрлĕхĕн ертÿçи Сергей Сорокин, ЧНК пайташĕ Эдуард Бахмисов, ял тăрăх депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсемпе культура ĕçченĕсем тата ыттисем хутшăнчĕç. Ял тăрăх пуçлăхĕ Олег Ерманов кĕр сăри уявĕ Халăх пĕрлĕхĕн кунĕпе тĕл килнине, ăна историпе çыхăнтарса Пăрттас кнеç ячĕпе Шупашкаркассинче уява унăн юманĕ умне асăну чулне хурса хăварнинчен пуçланассине пĕлтерчĕ. Ирхине 9 сехетрех Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕ хăнасене йышăнма тытăнĕ. Шупашкаркасси клуб ертÿçи Любовь Иванова каланă тăрăх, вĕсен йышĕнче «Драконы морей» тата «Русский егерь» вăрçăпа истори клубĕсем те пулĕç. Чул хунă хыççăн авалхи çар тумĕсене тăхăннă пăхаттирсем Мускав çулĕпе ялавсене вĕлкĕштерсе Станъял çумĕнчи Чемен хулашне пырса кĕреççĕ. Вĕсем «Мускав çулĕпе» Пăрттас кнеç ертсе пыракан халăх ополченийĕ 1612 çулта Мускава поляксенчен ирĕке кăларма кайнине сăнарлĕç. «Яланхи пекех 16 ял тăрăхĕ хăйĕн тĕрлĕрен апат-çимĕçĕпе, чăваш сăрипе сĕтел хатĕрлет, концерта та хутшăнма пултарать», – терĕ вăл. Сергей Сорокин культура ĕçченĕсене уяв валли хатĕрленĕ сценари программипе паллаштарчĕ. Уява хутшăнас текен хăнасемпе пултарулăх ушкăнĕсене этнопаркри Краеведенипе туризм центрĕнче 10 сехетре регистрацилеме пуçлаççĕ. Унтан Эдуард Бахмисов сăмах илчĕ: «Ĕçе май тăватпăр. Кĕр сăри ирттерме çăмăл та, йывăр та мар. Сĕтел кăна хатĕрлемелле: килти юратнă апат-çимĕç, кукăль, хуплу, сăра. Çуртсене илемлетмелле. Кашни ял тăрăхĕн хăнасене кăсăклантармалли пулмалла».

Авалхи йăлапа сцена çинче çĕнĕ сăра пички пуçлаççĕ. Уява ветерансемпе учительсене тата шкул ачисене явăçтарнин пĕлтерĕшĕ пысăккине палăртрĕç. Çÿлтикасси шкулĕн директорĕ Татьяна Майорова шкул ачисемпе сывлăш çĕленĕсене вĕçтерессипе конкурс ирттерĕ. Спорт вăйисем, пултарулăх коллективĕсен концерчĕсем, кашни ялăн сĕтелĕпе картишĕсен конкурсĕсем иртĕç. Жюри членĕсем – ял тăрăх депутачĕсем. Уяври çĕнтерÿçĕсене тĕрлĕрен парнесем кĕтеççĕ. Ăна хатĕрленсе ирттерме яваплă çынсене суйларĕç.

Николай Смирнов, Атăлъял

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости