Кĕрĕк арки йăваласа лармасăр

Патшалăх программи сусăрсене ĕç тупма пулăшать

Сусăрсене тимлĕх уйăрасси, вĕсене пулăшу кÿресси – патшалăх политикин тĕллевĕсенчен пĕри пулса тăрать. Министрсен Кабинечĕн 2012 çулти октябрĕн 24-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе, Чăваш Енре 2013-2015 çулсенче сусăрсене, инвалид-ачасене пăхса çитĕнтерекен ашшĕ-амăшне, нумай ачаллă ашшĕ-амăшне ĕçе вырнаçма пулăшас тĕллевпе ятарлă программа йышăннă.

Сывлăхран хавшаккисене – пулăшу

Асăннă категорири граждансене ĕçе илнĕ организацисемпе предприятисене ĕç вырăнне йĕркелеме каялла тавăрса памалла мар субсидипе те тивĕçтереççĕ. Сусăрсене ĕçпе тивĕçтерессипе çыхăннă патшалăх программине пурнăçа кĕртес тĕллевпе районти ĕçпе тивĕçтерекен центр 2015 çулхи ноябрĕн 13-мĕшĕ тĕлне организацисемпе 5 килĕшÿ тунă. Паянхи куна III ушкăнри 4 сусăра тата II ушкăнри 2 инвалида ĕçе вырнаçма пулăшнă. Çав шутра Кÿкеçре пурăнакан 59 çулти Иван Богданова та.

Вăл Новгород облаçĕнчи Колокол ялĕнче çуралса ÿснĕ. Иван Александрович Узбекистанра хĕсметре тăнă вăхăтра çемйи тăванĕсем чĕннипе Чăваш Ене куçса килет. Салтакран тÿрех Кÿкеçе выртать каччă çулĕ. Хĕсметре водитель пулнăскер поселокри пĕр предприятие тракториста вырнаçать. Пурнăç тăршшĕпе ăçта кăна вăй хума тивмест унăн – трактористпа водительте, сантехникре, платникре, дворникре, хăй вăхăтĕнче Мускава та шапашкăна çÿресе курнă. Ăс енчен аталансах çитеймен ачасен çурчĕн котельнойĕнче вăй хунă вăхăтра пулас мăшăрĕпе – çакăнтах инструкторта вăй хураканпа – паллашать, çемье çавăрать. Вĕсем ывăлпа хĕр пăхса çитĕнтереççĕ, мăнуксем те пур.

Инкек куçа курăнса килмест

Ĕç стажĕ Иван Александровичăн сахал мар – 1972 çултанпа. Ултă çул каялла ăнсăртран инкек сиксе тухман пулсан хальчченех те çирĕп вăй-халпах вăй хурĕччĕ-ха вăл. Кĕтмен чир шала кайса сывлăха самаях хавшатнă. Унччен маларах Мускавра шапашкăра ĕçлесе пурăнни те витĕм кÿнĕ-тĕр. Пурнăçри хумханмалли те сахал мар пулнă – чĕри чăтайман. Микроинфаркт тÿссе ирттернĕ хыççăн II ушкăн инвалидлăхне илнĕ.

Сывлăх енчен хавшанă Иван Александровича çăмăлах килмест, вăл ĕçрен хăтарма ыйтса çырать. Виçĕ çул ĕçсĕр пурăнса йăлăхнипе вăл пулăшу шыраса ĕçпе тивĕçтерекен центра пырать. Ăна Кÿкеçри пĕр кафене ĕçе вырнаçма сĕнеççĕ. 2015 çулхи ноябрь уйăхĕнче вăл çур ставкăпа кукăль-пÿремеч пĕçернĕ çĕрте кăмака ĕç-хĕлне сăнаса-йĕркелесе тăракан пулса вăй хума тытăнать. «Кукăльсене пĕçернĕ çĕрте вĕсене пăхса тăракан çын темле пулсан та кирлĕ. Иван Александровича йывăр ĕçлеме юрамасть, çак ĕç уншăн чухах», – çапла пĕлтерчĕ кафе ĕçĕ-хĕлне йĕркелесе яракансенчен пĕри – Ольга Сюзюкина.

«Килте ларни мар…»

Сусăрсене патшалăх программипе ĕçе илекен организацисене ĕç вырăнне йĕркелеме федераци бюджетĕнчен 79 пин тенкĕ уйăрса параççĕ. «Кÿкеçре кафе тытакансем те çак çăмăллăхпа усă курнă: кукăльсем тата пицца пĕçерме çĕнĕ кăмакасем туяннă. Вĕсем автоматика мелĕпе ĕçлеççĕ. Иван Александровичăн тивĕçĕ – кăмакасем тĕрĕс-тĕкел ĕçленине пăхса тăрасси, температурăпа вăхăта шута илесси. Манса кайсан вара – кафене килекенсем тутлă кукăльпе, пиццăпа киленеймĕç. Патшалăх тивĕçтернĕ кадра валли ĕç вырăнне йĕркелеме массаж тăвакан ятарлă кресло та туяннă.

«Пур ĕçе те тăрăшса пурнăçлать, ылтăн алăллă çын. Чи кирли – кăмакасен ĕçне ăнкарать», – çапла хак параççĕ унăн ĕçне кафе ĕçченĕсем.

Хăйĕн пурнăçĕн пысăкрах пайне Чăваш Енре ирттернĕ Иван Александрович тăван тăрăхне кайса курас килнине пытармарĕ. «Анчах унта никам та юлман çав», – тет вăл. «Чăвашсемпе вырăссене ытлах уйăрман пулăттăм – вĕсем пĕрешкелех. Икĕ халăхăн та лайăх çынсем ытларах. Чăвашсем уйрăмах ырă, кăмăллă пек туйăнаççĕ», – терĕ вăл калаçăва малалла тăсса.

«Ĕç килĕшет, килте ларни мар», – пĕтĕмлетрĕ Иван Александрович тĕл пулу хыççăн.

ВЕРА ШУМИЛОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости