Кĕтмен тĕл пулу

Валериан Иванович Шаров 1951 çулхи декабрĕн 13-мĕшĕнче Ырашпулӑх ялĕнче çуралнӑ. Çемьере тӑватӑ ачаран вăл чи асли. Арçын ача ултӑ çулта чухне темле майпа пÿрте кĕнĕ шар çиçĕмĕ кӑмака мӑрйине ватса хӑварнипе çырлахман, çывăракан амӑшне те вĕлернĕ.

1958 çулта Валерий Ырашпулӑхри пуç­ламӑш шкула каять, Ишек шкулĕнче тӑватӑ çул ăс пухнă хыççӑн Сĕнтĕрвӑрринчи училищĕне çул тытать. Унта шофер-тракторист специальноç­не алла илет. Çуллахи вӑхӑтра каччă вĕренме Ырашпулӑхран велосипедпа Сĕнтĕрвӑррине çӳренĕ. 1968 çулта алла документ илсен Валерий тӑван «Слава» совхозра тракторист ĕç­не кӳлĕнет.

1971 çулхи майӑн 3-мĕшĕнче хĕсмете кайма ят тухать унăн. Самар (Куйбышев пулнӑ) хулинчи учебкӑра унпа пĕрле 84 чӑваш каччи вĕреннĕ. Командир кашни ачана алӑ парса ӑсатнӑ. Валерий БМП наводчик-операторĕ пулнӑ. Вӑл вӑхӑтра çак машинăна пысӑк вӑрттӑнлӑхра тытнӑ. Вĕрентнĕ чух тетрадьри кашни страницăна номерлесе панӑ, салтаксем çырса пынине тĕрĕслесех тӑнӑ. Тетрадьрен пĕр страницăна та çухатма юраман. Самарта пĕр уйӑх вĕреннĕ хыççӑн салтаксем ноябрĕн 7-мĕшĕнче парадра утма тивĕç­нĕ. Пӑхса тӑракансем: «Идет отличная рота Антошкина», – тесе хавхалантарса тăнă. «Учебкӑра Черноречье полигонĕнче ĕç­ме юрӑхлӑ шыв пĕр тĕлте анчахчĕ. Ачасем çывӑрса тӑриччен шыв тултарса килеттĕмччĕ. Чӑвашсем ĕç­леме хӑнӑхнӑ вĕт», – аса илет салтак çулĕсене Валериан Иванович.

Учебка хыççӑн салтаксене 1971 çулхи ноябрĕн 18-мĕшĕнче службăна тӑсма Германие илсе каяç­çĕ. Валерий 280-мĕш командӑри мотострелоксен чаç­не Перлеберг хулине лекет. Çитсенех çĕлеме пĕлнине кура Марка каччине çĕвĕ машини шанса параç­çĕ. Вӑл ачасене бытовкăра çӳçĕсене те касса ярать. 8 уйӑх Валера полк ялавĕ умĕнче караулта тăрать. БМП-па Эльба юханшывĕ урлӑ та каç­ма тӳр килет салтаксен.

Тĕнче хĕсĕк тесе ахаль каламаç­çĕ: Валера Перлебург хулинче хĕсметре тӑнӑ вӑхӑтра хӑйсен ялĕнчи Леонид Алаевпа тĕл пулать. Вӑл Витенберг хулинче службӑра тӑнӑ. Иккĕшĕ те питĕ тĕлĕннĕ вара.

Валериан Иванович «Отличник СА» кӑкӑр паллине тивĕç­нĕ, 1973 çулта ефрейтор званийĕпе яла таврӑнса «Слава» совхозра трактористра ĕç­леме тытӑнать. Тырӑ пуç­тарнӑ вӑхӑтра 26 çул комбайнпа та ĕç­лет. Вăл 2011 çултанпа тивĕç­лĕ канура.

Мӑн Марка хĕрĕпе Галина Геннадьевнӑпа пĕрлешсе çемье çавӑрнă Валериан Шаров. Вĕсен 6 ача тата 10 мӑнук.

Екатерина Григорьева, Мӑн Марка

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости