Кĕтнĕ тăваткал метрсем

Чăваш Енре пая кĕрсе çурт-йĕр тăвасси чакать, çав вăхăтрах Росреестр управленийĕнче çĕнĕ мар хваттерсене туянасси вăй илсех пынине палăртаççĕ. Çакă мĕнпе çыхăннă? Паян çĕкленекен хваттер хакĕсем çамрăк е нумай ачаллă çемьесемшĕн шăл çемми-и?

Банксем мĕнпе илĕртеççĕ?

Росреестрăн юлашки информацийĕпе, çулталăк пуçланнăранпа вăл куçман пурлăха регистрациленипе çыхăннă 177 пин операци пурнăçланă. Ку вăл – çулталăк каяллахинчен 13% сахалрах. Çакăн пысăк пайне – 134 пин – пурлăха харпăрлăха çыртарнипе çыхăннисем йышăнаççĕ. Çурт-йĕре строительство тапхăрĕнче пая кĕрсе туянасси пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 7,6% чакса 5233 (2015 çулхи çак тапхăрта – 5669) çитнĕ. Республика çыннисем хăйсен куçман пурлăхĕсене е приватизацилесе пĕтернĕ, е çакна пурнăçламалли вăхăта 2017 çулхи март уйăхĕччен тăснине кура ырана хăварнă – кун пирки тавçăрмалли кăна юлать, анчах та Росреестр специалисчĕсем çакăнпа çыхăннă кăтартусем чакнине палăртаççĕ. «Дача амнистийĕн» цифрисем те 61% пĕчĕкленнĕ: пĕлтĕрхи çак тапхăрта вĕсем 15025 пулнă, кăçал 5856 – е 61% сахалрах.

Çав вăхăтрах республикăра суту-илÿ килĕшĕвĕсемпе çурт-йĕре харпăрлăха регистрацилесси ÿссех пыни паллă. Ипотека кредичĕн рынокĕнче те регистрацисен шучĕ çулталăк каяллахи çак тапхăртинчен 17% ытларах – 8818 (7317). Çурт-йĕр ипотекин килĕшĕвĕпе регистрациленисем икĕ хута яхăн ÿснĕ: шăп çулталăк каялла 549 пулнă тăк, кăçал регистрациленĕ ипотекăсен шучĕ 990.

«Кăçал республика çыннисем хваттерсене строительстви вĕçленмен çĕнĕ çуртра мар, ипотека кредичĕпе усă курса «иккĕмĕш рынокри» çурт-йĕрте туянаççĕ. Харпăрлăхрине салука хурса хăтлăраххине, пысăкраххине туянакансем те пур», – пĕлтерчĕ управлени ертÿçин çумĕ Ирина Пудова.

Атăлçи тăрăхĕнчи регионсенче «иккĕмĕш рынокри» çурт-йĕр кăçал йÿнелсех пынине сăнама май пулчĕ. Çулталăк пуçланнăранпа çак туртăма округри 13 регионра асăрхаççĕ. Тăваткал метрсен хакĕ пысăк хăвăртлăхпа чакнине Чăваш Енре те шута илнĕ. Пĕтĕмлетÿсемпе вăл 7,6%, е 3,2 пин тенкĕ йÿнелнĕ. Иртнĕ уйăх тĕлне регионри иккĕмĕш рынокри çурт-йĕрĕн пĕр тăваткал метр пуçне тивекен хакĕ 39,4 пин тенкĕпе танлашнă. Уйăхра вăл 0,25% чакнине асăрхама пулать.

Кăçалхи 11 уйăхра республикăра пĕтĕмпе 469,5 пин тăваткал метр чухлĕ 7353 хваттер тунă. Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан хута янă тăвакал метрсен лаптăкĕ 18,2% чакнă. Пĕтĕмĕшле çурт-йĕрĕн 1 тăваткал метр строительстви çынсем хăйсен шучĕпе тата кредитсене явăçтарса тунă çуртсемсĕр, вĕсен çумĕнчи çенĕксемсĕр 34189 тенке кайса ларнă.

Çав вăхăтрах банк учрежденийĕсем «Ипотека – патшалăх пулăшăвĕпе» программăна çуркуннеччен тăсса çынсене пурăнмалли çĕнĕ кĕтеслĕ пулма шанăç парасшăн курăнать. Патшалăх банкĕсем çак программăпа çирĕплетнĕ процент ставкисем 10,4-11,4% шайĕнче выляççĕ. Процент ставкисен уйрăмлăхне патшалăх шучĕпе спалаштараççĕ. Вăл ипотека килĕшĕвне кура çемьери ачасен шутĕнчен, хваттер туянма малтан хуракан укçа виçинчен килет. Патшалăхăн шутланакан пысăк банкăн ипотека суту-илĕвĕн департаменчĕн директорĕ Андрей Осипов ипотека рынокĕ хăйне çирĕп тытнине тата халăха тивĕçтерекен кредитсен пысăк пайне ÿстерекен вăй пулса тăнине палăртать. «Ипотека патшалăх пулăшăвĕпе» программа пĕтĕм çĕршывра пурнăçланать. Унăн кирлĕлĕхĕ пирки пур регионта та клиентсем кăсăкланнă, усă курнă тăрăх та пĕтĕмлетÿ тума май пур. Çавăнпа та çулталăк вĕçлениччен йышăннă заявкăсемпе çурт-йĕр туянма кредит парассине март уйăхĕчченех тăсрăмăр»,– тет вăл. Банксен стандартлă сĕнĕвĕсемпе ыттисем, патшалăх пулăшăвĕн нихăш программине те хутшăнманнисем, кредита вăтамран 12,1%-па илеççĕ. Раççей банкĕ сентябрь уйăхĕнче тĕп ставкăна 0,5% пункчĕ чухлĕ пĕчĕклетсе 10% шайĕнче çирĕплетиччен вăл пысăкрахчĕ те.

Хаксем шăл çемми-и?

Ипотекăн процент ставкисем «Раççей çемйисене – çурт-йĕр» федераци программине хутшăнакансемшĕн те илĕртÿллĕ. Туянакан хваттер е çурт регионăн хăш кĕтесĕнче вырнаçни те пĕлтерĕшлĕ мар: администрацирен илнĕ справка тăрăх банксем хăйсен ирĕкĕпе çакнашкал çăмăллăх сĕнеççĕ. Шупашкар районĕнче вара çак программа шайĕнче Вăрман-Çĕктер тăрăхĕнчи Кайри Ункăпуç ялĕ çывăхĕнче 17,424 га çинче пилĕк хутлă 4 çурт тата 87 коттедж хăпартаççĕ – пĕтĕмпе пурăнмалли 51241 тăваткал метрлăх. Хальхи вăхăтра проекта сÿтсе явас ĕçсем пыраççĕ. Программа шайĕнче сутăнакан тăваткал метрсен хакĕсем Раççей Правительстви çирĕплетнинчен пысăкрах пулмалла мар. Эконом-класлисем паян 35 пин тенкĕ шайĕнче. Тĕп хулари хаксемпе танлаштарсан – вĕсем унта çурт вырнаçнă района, хваттере тунă строительство материалĕсене кура 45 пин тенкĕрен те иртеççĕ – Шупашкар районĕнче йÿнĕрех – 32 пин тенкĕ шайĕнче.

«Çурт-йĕр» федераци программин «Çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси» çумпрограммипе килĕшÿллĕн юлашки виçĕ çулта хваттер туянмашкăн е çурт çĕклемешкĕн районта пурĕ 46,7 млн тенкĕлĕх социаллă тÿлевлĕх 76 сертификат панă. Кăçал 15 çемье пурĕ 10,99 млн тенкĕлĕх пулăшăва тивĕçнине палăртмалла. Паянхи кун тĕлне 265 çамрăк çемье учетра тăрать.

Программа условийĕсемпе килĕшÿллĕн, çурт-йĕре лайăхлатма 2005 çулхи мартăн 1-мĕшĕччен заявлени çырнисене, 3 е ытларах ачаллă çемьесене сертификатпа чи малтан тивĕçтереççĕ. Юлашки виçĕ çулта нумай ачаллă 19 çемье çак пулăшăва илнĕ.

Кÿкеçре пурăнакан Павел Иванова вара патшалăхăн шăпах çак пулăшăвĕпе усă курма кредит та кирлĕ пулман. Пурăнмалли условисене лайăхлатма виçĕ çул каялла черете тăнă виçĕ ачаллă çемье 977 пин тенкĕлĕх субсиди сертификатне кăçалхи çуркунне кĕтсе илнĕ. Унччен пурăннă общежитири пÿлĕме сутнă та, пуçтарнă укçа-тенке, амăшĕн капиталĕнчине хушнă та поселокра нумай пулмасть хăтлă хваттер туяннă. Çемьери пĕр çын пуçне тивекен тăваткал метр виçи кÿкеçсемшĕн 12,5 тăваткал метрпа танлашать – Ивановсене 75-ли кирлĕ пулнă. Хăтлă кĕтес вĕсене тин туса пĕтернĕ кирпĕч çуртра пÿрнĕ. Иккĕри Тихонпа хальлĕхе килте ларакан Наталья черете вăрах кĕтме тивменнишĕн кăмăллă. Мăшăрĕпе патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ çинче ăна онлайн-режимра сăнаса тăнине паян хавхаланса аса илеççĕ. «Патшалăх программисем ĕçленине, çынсене пулăшнине хамăр курса ĕнентĕмĕр. Ачасене çитĕнме, пĕлÿ, воспитани илме лайăх условисем туса парасси вара – пирĕн тĕллев», – тет яваплăха туякан нумай ачаллă ашшĕ.

ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости