Кÿкеçсем савăннине пытармарĕç

Ĕнер Чăваш Республикинчи пекех Шупашкар районĕнче те Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. 2017 çулхи пенси индексацийĕ, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх объекчĕсене хутса ăшăтмалли сезона хатĕрлесси, РФ Патшалăх Думине тата ЧР Патшалăх Канашне депутатсене суйламалли сасăлава йĕркелесси – унăн тĕп темисемччĕ.

Районта темиçе ушкăн ĕçлерĕ. ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕнчен Александр Ивановран, райадминистраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Димитриевран, РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн пуçлăхĕн çумĕнчен Эдуард Филипповран йĕркеленни темиçе вырăна – Перекет банкĕн поселокри уйрăмне, «Ольдеевская» Агрофирма» ЗАО-на, Налог службин районсен хушшинчи 5-мĕш инспекцине, Çĕктерти пултарулăх çуртне, Кÿкеçри «Геологическая» урама – çитсе халăхпа тĕл пулчĕ. Тивĕçлĕ канурисене çитес январь уйăхĕнче 5 пин тенкĕ тÿлев тăвасси, çакнашкал йышăнăвăн сăлтавĕсем, çитес çул пенсие индексацилесси пирки Эдуард Филиппов каласа пачĕ. Çынсен ĕç-хĕлне çăмăллатмашкăн Пенси фондĕнчи «Личный кабинет» уйрăмпа усă курма май пуррине те асăнчĕ. Ку темăна малалла тăсса Александр Иванов патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче регистрациленме йыхравларĕ. «Регистрациленĕр кăна мар, унпа активлă усă курăр», – çакăн çине пусăм турĕ министр. Ку чăннипех те меллĕ ĕнтĕ, мĕншĕн тесен килтен тухмасăрах интернет урлă тĕрлĕ пулăшу илме пулать.

Паянхи куна актуаллă тема – хутса ăшăтмалли сезона хатĕрленесси. Владимир Димитриев районти лару-тăрупа паллаштарчĕ, ку енĕпе Ишлейĕнче, Çĕнĕ Тутаркассинче тата Çĕктерте йывăрлăхсем пур. Калăпăр, Ишлее илес пулсан, «ИЗВА» завод территорийĕнче вырнаçнă котельнăя юсас ĕç тата 10 куна тăсăлма пултарать иккен. Салара çĕнĕ котельнăй тăвас ыйтăва татса панă темелле: аукцион йĕркелесе строительствăна пуçăнмалли çеç юлнă. Ĕçсем тĕрĕс-тĕкел пурнăçлансан çĕнĕ «кăмака» кăçалхи декабрь уйăхĕнчех хута кайма пултарать. Ку темăна хускатнă май Владимир Димитриев халăхăн çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшушăн парăм пысăккине те асăнса хăварчĕ.

Кăçал Кÿкеçре пысăк ĕç туса ирттерчĕç, 4-мĕш котельнăя реконструкцилерĕç, сентябрь пуçламăшĕнче вун-вун хваттерте вĕри шыв юхма пуçларĕ. Ку ырлăха вĕсенче пурăнакансем палăртмасăр хăвармарĕç. «Питĕ лайăх! Крана мĕнле уçатăн – тÿрех вĕри шыв юхать», – çуллахи вăхăтра темиçе çул сивĕ шывпа кăна усă курнисем хăйсен савăнăçне чăннипех те пытармарĕç.

Кÿкеç сарăлсах пырать, поселокра тепĕр шкул туса лартас ыйтăва тахçанах хускатаççĕ, хальхинче те ăна асăнчĕç. «Кÿкеçре тепĕр шкул тăвасси планра пур, ун вырăнне палăртас ыйтăва татса парассипе калаçусем пыраççĕ халĕ», – пĕлтерчĕ налук инспекцийĕнчи тĕл пулăва хутшăннă Кÿкеç ял тăрăх пуçлăхĕн çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Павел Дочинец.

Райадминистраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан нумай хваттерлĕ çуртсене капиталлă юсани пирки те сăмах пуçармасăр иртмерĕ: кăçал 27 çурта çĕнетрĕç, вĕсенчен 15-не ятарлă комисси йышăннă ĕнтĕ. Капиталлă юсав фондне тÿлессипе район республикăра 4-мĕш вырăн (74%) йышăнать.

«Ольдеевская» агрофирмăн генеральнăй директорĕн канашçи Евгения Беликова хăйсен хуçалăхне патшалăх пулăшу панă тĕслĕхсене асăнчĕ, çав вăхăтрах палăртса хăварчĕ – кунта ĕне шутне ÿстересшĕн, хальлĕхе ку енĕпе калаçусем пыраççĕ.

Юлашкинчен пухăннисем çитес вырсарникун сасăлав иртессине пĕлтерчĕç.

ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости