Кÿмепе ăçта кĕме меллĕ?

Социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем сусăрсене хапăл-и?

Пĕр-пĕр лавккана, нумай хваттерлĕ çурта, е социаллă пĕлтерĕшлĕ объекта кĕмелле пулсан эпир, куçса çÿрес енĕпе йывăрлăха туйманнисем, шухăшласа тăмасăрах картлашкасене хыçа хăваратпăр. Кÿмепе çÿрекен сусăрсемшĕн вара кĕрсе-тухма пачах та çăмăл мар – ятарлă вырăнсем, анчах пандуссем вĕсен пурнăçне чылай ансатлама пултараççĕ.

Тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕсем

2011-2020 çулсене валли йышăннă «Чăрмавсăр хутлăх» патшалăх программипе килĕшÿллĕн предприятисемпе учрежденисен, предпринимательсен лавккисене кĕрсе çÿреме пандуссем вырнаçтармалла. Шел те, çакна шута хуман объектсем çук мар. Çапах та асăрхаттарнине шута илекенсем пурри те пĕлтерĕшлĕ. Район прокуратурин кăтартăвĕсемпе, 2016 çулта Кÿкеç лицейĕнче тата Çатра-Хочехмат шкулĕнче кÿмеллĕ сусăрсене тата хăйсем тĕллĕн куçса çÿреме йывăрлăх пур çынсене кĕрсе-тухма пандуссем те, порученьсем те пулман. Прокуратура асăннă вĕрентÿ учрежденийĕсене тавăçпа тухнă – 2017 çул тĕлне вĕсем çитменлĕхсене пĕтернĕ.

Районти почта уйрăмĕсенчи лару-тăрупа паллашнă хыççăн прокуратура ĕçченĕсем çакăн пек пĕтĕмлетÿ тунă – сывлăхран хавшакраххисене социаллă пулăшу кÿресси çинчен калакан федераци законодательствине хăшĕ-пĕри пăхăнмасть, Ваçликасси, Иккасси, Тăрăн, Тутаркасси, Лакăр почта уйрăмĕсенче пандуссем çук.

«Инвалидсене социаллă пулăшу парасси çинчен» федераци законĕн 15-мĕш статйипе килĕшÿллĕн инвалидсене социаллă, инженери тата транспорт инфраструктури, кану вырăнĕсем патне çитме условисем туса памалла. Пурăнмалли зданисен, инженер, транспорт тата социаллă пĕлтерĕшлĕ инфраструктурăсен проектне хатĕрленĕ тата тунă чухне те инвалидсемпе хăйсем тĕллĕн куçса çÿреме йывăр çынсене кĕрсе-тухма меллĕ пулассине шута илмелле.

Тĕслĕхлисенчен пĕри

Районти социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем патне пымалли çул-йĕр чылай çĕрте тавлаштармасть, пандуссене аван тунă, кÿмепе чиперех çаврăнса тухма пулать. Тепĕр çĕрте кивелнĕ, пулăшусăр кĕрсе тухма çук, юсамаллисем те самаях. Вĕсене çĕнетме тăрăшмалла, çук çĕрте вара çĕннисене, сусăрсене тухса çÿреме меллисене хута ямалла.

Лайăх тĕслĕхлисенчен пĕри – РФ Пенси фончĕн районти уйрăмĕн çурчĕ. Кунта сусăрсене йышăнма пур услови те пур. Çурт çывăхĕнчи машинăсем лартмалли лапамра ятарлă паллă вырнаçтарнă, вырăн уйăрнă. Шала чăрмавсăр кĕме пандуссем, порученьсем пулăшаççĕ, Пенси фончĕн ĕçченĕсене чĕнмелли ятарлă кнопка та çăмăллăх кÿрет. Мнемосхемăсем, çул-йĕре Брайль шрифтлă табличкăсемпе, тактильлĕ пиктограммăсемпе, полосасемпе тата плиткăсемпе кăтартни япăх куракан сусăрсемшĕн меллĕ. Пенси фондĕнчи кабинăсемпе алăксем те хăйсем тĕллĕн куçса çÿреме йывăр сусăрсене валли аван, санитари пÿлĕмне кĕрсе тухасси те чăрмавлă мар – порученьсем, пулăшу чĕнмелли кнопкăсем, костыльсене тыттармалли çекĕлсем вырнаçтарнă. Куç япăх куракансене пулăшма пусман пĕрремĕш тата юлашки картлашкисене йăмăх çутă тĕссемпе паллă тунă.

Медицина пулăшăвĕсĕр пуçне сусăрсене таврари çынсен тимлĕхĕ те кирлĕ, çавăнпа вĕсем çинчен манар мар, урамра курсан, пулăшу сĕнер.

Сăмах май

РФ Пенси фончĕн районти уйрăмĕ 4522 сусăра пăхса тăрать.

АННА ФИЛИППОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости