Кÿ​кеç тир​пей​ле​нет

Ял​сен​че те, по​се​лок-​са​ла​сен​че те та​са​лăх ый​тă​вĕ çи​вĕч тă​рать.

12 пин ыт​ла çын пу​рă​на​кан Кÿ​кеç по​се​ло​кĕ​шĕн те çакă ют мар. Урам​сен​чи йы​вăç-​тĕ​мĕ айĕн​че кĕ​лен​че​сем, тĕр​лĕ ăпăр-​та​пăр, çÿп-​çап выр​тать. Хă​шĕ-​пĕ​ри кил​те пу​хă​на​кан каяш​се​не кон​тей​нер пат​не те ил​се çи​те​рей​мест. Пĕр-​пĕр тĕ​мĕ ай​не вăшт! кă​на пе​рсе хă​ва​раç­çĕ. Кил​сĕр йы​тă-​ку​шак ху​таç­сен​чи çÿп-​çа​па тав​ра​ра са​па​лать…
Кÿ​кеç ял тă​рăх ад​ми​нист​ра​ци​йĕ​пе вы​рăн​ти де​пу​тат​сем ерт​се пы​ни​пе по​се​лок​ра пу​рă​на​кан​сем ирт​нĕ кан​мал​ли кун​сен​че «Советс​кая» урам​ри 84-мĕш çурт тĕ​лĕн​чи ача-​пă​ча вă​йă вы​рă​нĕн​че суб​бот​ник ирт​тер​чĕç. Ача-​пă​ча вă​йă вы​рăн​не çÿп-​çап​ран та​сат​ма, ÿс​се кай​нă тĕм​се​не кас​са тан​лаш​тар​ма çы​вăх​ри çурт​сен​че пу​рă​на​кан 20 яхăн çын пуç­та​рăн​чĕ, ачи​сем​пе уçăл​са çÿ​ре​кен амă​шĕ​сем те хут​шăн​чĕç çак пар​ха​тар​лă ĕçе. Çав вă​хăт​рах ача​сем​пе кил​ни​сен​чен хă​шĕ-​пĕ​ри тир​пей-и​лем кÿ​ре​кен​сем ĕç­ле​ни​не сак çин​че пăх​са лар​ни шу​хăш​лат​тар​чĕ. Пеп​ки​сем хă​йăр ку​пи çин​че ча​ка​лан​нă вă​хăт​ра суб​бот​ни​ке хут​шăн​нă пул​сан аванч​чĕ те… Теп​ри​сем ва​ра ачи​сем​пе пĕр​лех тă​рăш​рĕç. «Ну​май пул​масть «Советс​кая» урам​ри 84-​мĕш çурт​ра пу​рă​на​кан​сем​пе ирт​нĕ пу​ху​ра тав​ра​лă​ха тир​пей-и​лем кÿ​рес​си çин​чен ка​лаç­рă​мăр. Ка​мăн май кил​нĕ, çав​сем тух​рĕç», – пĕл​тер​чĕ çав çурт​ра пу​рă​на​кан. Шу​паш​кар ра​йон де​пу​та​чĕ​сен Пу​хă​вĕн де​пу​та​чĕ Алек​сандр Анд​реев ва​ра кă​çал кă​на 5-​мĕш суб​бот​ни​ке хут​шă​нать.

«Кÿ​кеç по​се​ло​кĕн​че суб​бот​ник​сем час-​ча​сах ирт​те​рет​пĕр, вăр​ман​та, урам​сен​че, тĕр​лĕ ла​пам​ра тир​пей-и​лем кĕр​тес​си​пе ĕç­лет​пĕр. «Сель​хоз​тех​ни​ка» ча​рă​ну çы​вă​хĕн​чи санк​ци​ле​мен свал​кă​на пĕ​тер​тĕ​мĕр. По​се​ло​ка та​са​лăх​ра ты​тас​си ну​май чух​не кун​та пу​рă​на​кан​сен​чен хăй​сен​чен ки​лет. Пĕ​ри çÿп-​çап пă​рах​са хă​ва​рать, теп​ри – çап​ла ва​ра çÿп-​çап ку​пи пул​са юлать те. Тир​пей​ле​нĕ çĕр​те мар, çÿ​пĕ​ле​мен çĕр​те та​са», – çап​ла ка​лаç­нă суб​бот​ни​ка хут​шăн​нă «Тă​ван Ен» ха​çат ре​дак​ци​йĕн кор​рес​пон​ден​чĕ​пе Ве​ра Шу​ми​ло​вă​па Кÿ​кеç ял тă​рăх пуç­лă​хĕ Анд​рей Ми​хай​лов.

ДЕО​МИД ВА​СИЛЬЕВ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости