Лаптăк – саплăк мар

«Тăван Ен» хаçат редакцине район çыннисем пулăшу ыйтса час-часах çыраççĕ. Хальхинче шăнкăрав йĕрĕ Кÿкеçри Мелиораторсен урамне илсе çитерчĕ.

Эпир çитнĕ çĕре эскаватор икĕ метр е ытларах тарăнăш шăтăк алтса та ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. «Ку вырăнта саккăрмĕш хут чаваççĕ, – çийĕнчех ăнлантарма пуçларĕ кил хуçи. – Иртнĕ çулхи август уйăхĕнче акă çакăнтан çĕр айĕпе иртекен шыв пăрăхне сапларĕç – вăл шăтнă иккен. Çак лаптăк çинчи çĕр улми те сая кайрĕ. Çакăн хыççăн пахчари çĕре тикĕслерĕм, сухаларăм. Тăтăшах чавни пирки хура çĕр юлман та, тĕпрен илсен тăм выртать».

Çак урамри шыв пăрăхĕсене 34 çул каялла хунă, кивелсе тутăхма пуçланăскерсем вăхăт-вăхăтăн шăтни çавăнпах кĕтменлĕх те мар тейĕн. Станислав Федоров вĕсене саплама час-часах шăтăк алтнипе анкарти юрăхсăра тухнăшăн пăшăрханнипе редакцирен пулăшу ыйтма шут тытнă та ĕнтĕ.

«Çак сăрă тĕслĕ пăрăх ĕçмелли шыв валли юрăхсăр», – тарăхуллăн калаçать вăл шăтнă шыв пăрăхне кăтартса. – Хут листи пек çÿхелсе кайнă вăл». Шыв пăрăхне çĕннипе улăштармалли пирки кил хуçи Кÿкеç ял тăрăх пуçлăхĕ патне те ыйтупа тухнă. Кивелнĕ пăрăхсем пахчари пĕр вырăнта кăна шăтса каймаççĕ-мĕн, юсав ĕçĕсене трасса тăршшĕпех тĕрлĕ вырăнта ирттерме тивет. «Пахчара тата кил çумĕнче шыв пăрăхĕ 12 хут ĕнтĕ шăтса юхрĕ», – тет Станислав Федоров пире «инкеклĕ» вырăнсене кăтартса çÿренĕ май. Мелиораторсен урамĕнче ятарласа шутларăмăр та – сакăр çурт таранах, 300 метра яхăн, çакăн пек кивĕ пăрăхсем выртаççĕ.

Кÿкеçри «Теплоэнергосеть» ООО специалисчĕсем шăтнă тимĕр муфтисене 50 çул таран чăтакан пластиклипе улăштараççĕ. Хĕрÿ калаçăва предприяти директорĕ Николай Елагин та хутшăнчĕ. Унăн сăмахĕсем тăрăх, шыв пăрăхĕ Станислав Федоровăн килкартинче выртмасть. Хуçаран калаçтаракан çĕр лаптăкĕ унăн харпăрлăхĕнче пулнине çирĕплетекен документа ыйтрĕ. Трансформатор та карта тепĕр енче лармалла иккен. Пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисемпе килĕшÿллĕн трансформатортан икĕ метр лаптăк хăварса чĕрнĕ йĕр выртмалли пирки те ăнлантарчĕ вăл. «Çак анкартинче 33 çул пахча çимĕç ÿстеретĕп», – тÿрре тухма тăрăшрĕ кил хуçи. Пахча хăйне çуртпах куçнине, анкартине хăй ирĕкĕпе тăсманнине ĕнентерме çĕр лаптăкĕн межевани планне те илсе тухрĕ. Унпа килĕшÿллĕн хушма хуçалăх тытма уйăрнă лаптăк 0,1059 га танлашать, кадастр картти çинче вăл трапеци евĕрлĕ. Пахча карти вара çулпа пĕр йĕрпе выртнине палăртса хăвармалла.

Апрель уйăхĕнче Росреестрăн Чăваш Республикинчи патшалăх инспекторĕсем Шупашкар район çывăхĕнчи Чантăр урамĕнче 13 çĕр лаптăкне тĕрĕсленĕ. Çынсем юнашар выртакан çĕр лаптăкĕсене закона пăсса хăйсен ирĕкĕпе йышăннă – çакна тĕрĕслев кăтартса панă. Йĕркене пăхăнман граждансене çитменлĕхсене пĕтерме хушу çырса панă. Кунсăр пуçне административлă йĕркене пăсни пирки ĕç пуçарассипе ыйтăва татса памалла. Йĕркене пăснă çакăн пек тĕслĕхсемшĕн 5 пин тенкĕ таран штрафланă тĕслĕхсем те пур-мĕн.

Граждансем административлă тĕрĕслевсем пирки малтан пĕлтерменнин сăлтавĕсем пирки, унăн пĕтĕмлетĕвĕсем çинчен час-часах ыйтаççĕ. Законпа килĕшÿллĕн çакăн пек тĕрĕслевсене инспекторсен çынсене систермесĕрех пурнăçлама ирĕк пур.

Ыйтăва уçăмлатма Кÿкеç ял тăрăх пуçлăхне Владимир Вершинина сĕнтĕмĕр. Унăн сăмахĕсене ĕненес пулсан, Станислав Федоров закона пăсса çак çĕре хăй тĕллĕн карта тытса çавăрнă. Çакна Интернетра пурте курма пултаракан кадастр картти çинчи çĕр лаптăкĕн схеми те çирĕплетни пирки каларĕ вăл. «Станислав Федорова çак çĕрсене харпăрлăха та, арендăна та паман, унăн лаптăкĕ хальхи вăхăтра йышăнаканнинчен сахалрах. Çавăнпа унăн ÿпкевĕ вырăнсăр. Трансформатор тата шыв пăрăхĕсем вырнаçнă лаптăк Кÿкеç ял тăрăх администрацийĕн территорине кĕреççĕ, – пĕлтерчĕ вăл. – Патшалăх регистрацийĕн, кадастрпа картографи федераци службин Чăваш Республикинчи Управленийĕ унăн çĕр лаптăкне виçсе закона пăснине тупса палăртнă хыççăн штраф çырса парасса иккĕленместĕп». Вырăнти пуçлăх шыв пăрăхĕсем кивелнипе, вĕсене улăштармаллипе килĕшрĕ, анчах çакна валли бюджетра хальлĕхе укçа-тенкĕ пăхса хуман-мĕн. Çавăнпа та шăтакан шыв пăрăхĕсене сапламалли кăна юлать. Пĕр-пĕр ир вăранса пахчи каллех шап-шурă тăмпа витĕннине курсан та каллех нимĕн те тăваймĕ-ши кил хуçи. Виçĕ теçетке çул тар тăкса ĕçленĕ çĕр лаптăкĕ саплăк мар, салтса пăрахаймăн çав.

Шута илме

Харпăрлăхри çĕр лаптăкĕсен чиккисене палăртассипе межевани ĕçĕсене туса ирттерме е вĕсен чиккисем ăçта пĕтнине тĕрĕслеме, çавăн пекех пурлăхăн Пĕрлĕхлĕ патшалăх реестрĕнче хăйсен çĕрĕсемпе усă курма паракан ирĕке çирĕплетме Раççей гражданĕсене 2018 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен вăхăт панă. Çак ĕçсене пурнăçламасăр вĕсене сутма, еткерлĕхе куçарма, залога е арендăна пама пултараймĕç.

АНЖЕЛИКА ТИХОНОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости