Лар тăван, кĕрекене!

Толиккассисем те ыттисенчен аякра тăрас мар терĕç. Питрав кунне (малтанхи ĕмĕрте çак кун ялсен уявĕ пулнă теççĕ ваттисем, ытти ялсенчен тăванĕсем, хурăнташĕсем пуçтарăнса савăннă) пĕрле пухăнса уяв ирттерме шухăшларĕç.

Çанталăк çумăрлă пулсан та кăмăла хуçаймарĕ. Кăнтăрла иртсен палăртнă вырăна ватти-вĕтти пуçтарăнма пуçларĕ. Шÿрпе шăрши (пĕçерекенĕсем – Аливанцевсен çемйи) ял тăрăх сарăлсан кам чăтса ларĕ!? Петровсен çемйи сĕтел хатĕрлерĕ. Сĕтел хатĕр, лар, тăван, кĕрекене!

Уява Çырмапуç ял тăрăх пуçлăхĕ Рамиль Гельметдинов уçрĕ, ырă йăлана малашне те тăсасса шаннине пĕлтерчĕ. Клуб заведующийĕ Роза Михайлова ялти çынсене тĕрлĕ конкурса хутшăнма йыхравларĕ. Чи сумлă ватăсене – Владимир Никонорова, Клавдия Гавриловăна, Анна Никоноровăна, нумай ачаллă Гурьевсен тата Егоровсен çемйисене парнесемпе чысларĕ. Нумай пулмасть ылтăн туй ирттернĕ Владимирпа Раиса Никоноровсем ыттисемшĕн тĕслĕх пулнине палăртрĕ, пурне те тату пурăнма сĕнчĕ.

Малалла Çырмапуçĕнче пурăнакан Владимир Геннадьевич тĕрлĕ спорт вăййисем ирттерме пулăшрĕ. Кунта та çĕнтерÿçĕсем пулчĕç, парнесене тивĕçрĕç.

Чăрăшкасси клубĕ çумĕнчи «Çăлтăр» ушкăн концерт лартса пачĕ. Каçченех юрă-кĕвĕ янăрарĕ таврара, ташă та савăнтарчĕ ял халăхне. Ял çыннисем малалла та çакăн пек уявсем ирттерме тĕв турĕç.

ДИАНА ПЕТРОВА, ТОЛИКАССИ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости