«Майри указсем»: ÿкерчĕк япăх мар

Раççей Президенчĕн 2012 çулхи май уйăхĕнче йышăннă указĕсенче палăртнă тĕллевсем Чăваш Енре мĕнле пурнăçланни республикăн Сывлăх сыхлавĕн, Вĕрентÿ, Строительство, Физкультурăпа спорт министерствисен коллегийĕсен эрне пуçламăшĕнче иртнĕ пĕрлехи ларăвĕн тĕп теми пулчĕ.

Вунă çулта – указра палăртнине 2020 çулччен пурнăçламалла – республикăра ĕçлесе пурăнакансем ачисене хăтлă, ытлă-çитлĕ регионра çитĕнтернине кăтартакан пĕтĕмĕшле ÿкерчĕк тухса тăмалла.

Вĕрентÿ тытăмĕнчи ÿсĕмсем пирки отрасль министрĕ Юрий Исаев каласа пачĕ. Вăл районсенчен çурринче икĕ çултан аслăрах ачасене шкулчченхи вĕрентÿпе тивĕçтерни пирки пĕлтерчĕ. 2016 çул пĕтĕмлетĕвĕсемпе виçĕ çулчченхи ачасене садике вырнаçтарас кăтарту 100%-па танлашнă. Юлашки пилĕк çулта шкул умĕнхи пĕлÿпе тивĕçтернĕ ачасен йышĕ 745 таран ÿснине палăртмалла. Шкул вĕрентĕвĕнчи çивĕч ыйтусене татса пама республикăра юлашки пилĕк çулта хушма 5 млрд тенке уйăрнă. Хушма вĕренÿ илме май туса парасси те «майри указсемпе» палăртнă тĕллевсен шутĕнченех. Районти «Приволжское» хуçалăх çумĕнче акă ял хуçалăхĕнчи пулас кадрсене хатĕрлес тĕллевпе агрокласс йĕркелени пирки аса илни вырăнлă.

Физкультурăпа спорт тытăмĕнчи çитĕнÿсем пирки регионри отрасль министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Эльвира Матренина пĕлтерчĕ. Вăл каланă тăрăх, спорт шкулĕсене çÿрекенсем 2012 çултанпа 4 пине яхăн нумайланнă. Куллен спортпа туслисен йышĕпе пирĕн регион чи лайăх кăтартуллисен шутĕнче – 40,7%. Çул-йĕр карттипе килĕшÿллĕн, ачасемпе спорт шкулĕсенчи тренер-преподавательсен ĕç укçи 2012 çултан пуçласа 2015 çулччен 11,5 пин тенкĕрен 18 пин тенкĕ таран ÿснĕ. Министр ку енĕпе лайăх кăтартупа палăрнă муниципалитетсенчен Шупашкар районне те асăнчĕ. Кÿкеçри «Улăп» спортпа сывлăх центрĕ юлашки çулсенче республика шайĕнчи ăмăртусен площадки пулса тăчĕ. Пĕлтĕр вăл 468 пин те 513 çынна йышăннă.

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ларура тĕп ĕçсем пурнăçланнине, анчах та ыйтусем те пуррине палăртнă. Вĕсене татса парасси çынсен пурнăç пахалăхне тÿрреммĕнех пырса тивет.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости