Май уйăхĕнчи указсене пурнăçласа

Çĕршыв правительстви регионсене халăх пурнăçĕн пахалăхне лайăхлатма, çынсен социаллă хÿтлĕхне çирĕплетме хистет, Раççей Президенчĕн «май уйăхĕнчи» указĕнче шăпах çак тĕллевсене палăртнă.

Владимир Путин çав указсенче экономикăри, социаллă политикăри, сывлăх сыхлавĕнчи, вĕрентÿпе наукăри пысăк план кăтартăвĕсене çирĕплетнĕ. Патшалăх ертÿçи хăй те интервьюсенче пĕрре кăна мар йышăннă: Правительство тата регионсен влаçĕсен умне лартнă тĕллевсене ятарласа ÿстеререх палăртнă. Вăл указсене мĕнле пурнăçланипе тĕпрен илсен кăмăллă, анчах ĕçлемелли те нумай-ха. Çакна Владимир Путин çак эрнере Мускавра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри Халăх фрончĕн ларăвĕнче палăртнă.

«Майри указсене» пурнăçлас тĕлĕшĕпе малти регионсен шутне пирĕн республика та кĕрет: вырăнти влаç органĕсен ĕçĕн кăтартăвĕсем тăрăх Чăваш Ен индикаторĕсен кăтартăвĕсемпе июль уйăхĕнчех чи лайăх 8 субъект йышне кĕнĕ.

Асăннă хушăва пурнăçа кĕртес ĕç бюджет тытăмĕнче тăрăшакансен ĕç укçине ÿстерес пайра мĕнле пурнăçланни пирки эпир район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕнчен Мария Сергеевăран ыйтрăмăр. Вăл пĕлтернĕ тăрăх РФ Президенчĕн, ЧР Пуçлăхĕн асăннă указĕсене пурнăçласа бюджет тытăмĕнчи хăш-пĕр категорири ĕçченсен ĕç укçине ÿстерме Шупашкар районĕнче бюджетран 2013 çулта хушма 45,8 млн тенкĕ уйăрнă. Çав шутран вырăнти бюджетран – 20,6 млн тенкĕ. «Районти вăтам ĕç укçин виçи 2012 çулта 16173,0 тенкĕпе танлашнă пулсан иртнĕ çул кăтартăвĕсемпе бюджет тытăмĕнчи уйрăм категорири ĕçченсен вăл çакнашкал пулнă: пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕрентÿ учрежденийĕсен педагогĕсемшĕн – 20378,9 ( ÿсĕм – 28,1%), ачасене шкул умĕнхи пĕлÿ паракан учрежденисенче вăй хуракансемшĕн – 17357,7 тенкĕ (ÿсĕм – 64,1%), культура учрежденийĕсенче тăрăшакансемшĕн – 11715,8 тенкĕ (ÿсĕм – 31,4%)», – пĕлтерчĕ районăн тĕп финансисчĕ.

ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости