Майăн 9-мĕшĕ: чăнлăхпа куçа-куçăн

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитрĕ. Пуриншĕн те пĕлтерĕшлĕ уява тивĕçлĕ те çÿллĕ шайра ирттермешкĕн çĕршывăмăрта, çавăн пекех районта та, тахçанах хатĕрленме тытăнчĕç: тĕрлĕ мероприяти, чылай ĕç пурнăçа кĕчĕ. Шупашкар районĕнчи кашни çын, ахăртнех, палăрăмлă тÿпе хыврĕ çакăнта. Уяв чăннипех те чаплă иртрĕ. Халиччен кун пекки пулман. Çакна майăн 9-мĕшĕнче юбилейлă çула халалласа Кÿкеçре йĕркеленĕ мероприятисене хутшăннă кашни çын хăйĕн куçĕпе курса ĕненчĕ. Çĕнтерÿ кунĕ мероприятисемпе пуян пулчĕ.

Официаллă пай

Митинга кăçал чылай сумлă хăна хутшăнчĕ: ЧР конкурентлă политика тата тарифсен патшалăх службин пуçлăхĕ Альбина Егорова, ЧР ачасен уполномоченнăйĕ Вячеслав Рафинов, район пуçлăхĕ Алевтина Исаева, райадминистраци пуçлăхĕ Георгий Егоров, Шупашкар район благочиннăйĕ Николай атте… Чи сумлă вырăнта – ветерансемпе тыл ĕçченĕсем.

– Майăн 9-мĕшĕ – куççульлĕ уяв. Вăрçă кашни çемьене йывăрлăхпа тĕрĕслерĕ, анчах та фронтовиксен хастарлăхĕ, тылра ĕçлекенсен чăтăмлăхĕ, пурте пĕрле кар! тăрса Тăван çĕршыва хÿтĕлени тăшмана çĕнтерме пултарчĕ. Çак уявран çутăраххи, астăвăмран сăваплăраххи урăх çук та пулĕ, – пухăннисен умĕнче калаçрĕ Альбина Егоровна.

Алевтина Михайловнăн сăмахĕсем те чуна пырса тиврĕç: «Çĕнтерÿ кунĕ – халăх никама пăхăнманлăхшăн, çутă пуласлăхшăн кĕрешнине ĕнентерекен паттăрлăхпа хăюлăх символĕ. Атакăна тухнă-и, тырă акса çитĕнтернĕ-и, станок умĕнче ĕçленĕ-и – кашниех çĕнтерессишĕн ăнтăлнă. Пурте пĕрлĕхре пулни кăна Çĕнтерÿ кунне çывхартнă. Вăрçă хыççăн Тăван çĕршыва çĕкленĕ ветерансене те чун-чĕререн тав тăватпăр. Çапăçу хирĕсенче выртса юлнисене вара ĕмĕрех асра тытатпăр…»

Георгий Иванович ентешĕмĕрсене аса илчĕ. «Çĕршывăн çар летопиçĕнче пирĕн ентешĕмĕрсен паттăрлăхĕн те тÿпи пуррипе эпир мăнаçланатпăр. Шупашкар районĕнчен фронта кайнисем Брест крепоçне, Мускава хÿтĕленĕ, Курск пĕккинче çапăçнă, Берлинта Çĕнтерÿ салючĕ панă. Шел, вĕсем пурте килĕсене таврăнайман. Районтан 15 пин çын ытла фронта тухса кайнă, вĕсенчен 6481-шĕ çапăçу хирĕсенчех выртса юлнă. Вăрçă кашни çемьерех тарăн йĕр хăварнă. Çĕнтерĕве туптанисене пурне те тав тăватпăр».

Вилнисене асăнса тавралăх самантлăха шăпланчĕ… Унтан Паллă мар Салтакăн палăкĕ умне чечек кăшăлĕсем выртрĕç: вĕсен шучĕ те çукчĕ.

«Вилĕмсĕр полк»

Официаллă пая вĕçленĕ хыççăн пурте харăс тăрса утма тытăнчĕç. Кăçалхипе пирвайхи хут иртекен «Вилĕмсĕр полк» акцие çакăн чухлĕ çын хутшăнасса тĕрĕссипе ĕненменччĕ те! Кунта ытларах шкул ачисем хастарлăх кăтартрĕç: вĕсем хăйсен мăн аслашшĕ-мăн кукашшĕ, тăванĕн пысăклатнă портречĕсемпе утрĕç. Владимир Худяков ветеранăн «сăнне» Кÿкеç лицейĕнче 4-мĕш класра вĕренекен кĕçĕн мăнукĕ Татьяна Иванова йăтса пычĕ. «Мăн кукаçие ас тумастăп пулин те эпĕ унпа мăнаçланатăп. Портретпа тепĕр çул та тухăп. Эпир класра 29-ăн, пурин те тенĕ пекех мăн аслашшĕсемпе-мăн кукашшĕсем вăрçа хутшăннă», – пĕлтерчĕ хĕрача.

Асăннă лицейра 4-мĕш класра ăс пухакан Иван Владимиров мăн аслашшĕн Александр Веселовăн портречĕпеччĕ. «Унпа эпĕ мухтанатăп. Хамăн та çар çынни пулас килет. Паян аслă класс ачисем мĕнлерех марша тăчĕç! Манăн та çавăн пекех утас килет». Килес çул та «Вилĕмсĕр полка» хутшăнассине пĕлтерчĕ мал ĕмĕтлĕ арçын ача.

Паллах, мăн аслашшĕн-мăн кукашшĕн, аслашшĕ-кукашшĕн сăн ÿкерчĕкĕсене кашниех тупайман. Хăшне-пĕрне пĕлĕшĕсем хăйсен тăванĕсене «шанса панă». Сăмахран, Кÿкеçри 1-мĕш шкулта аслă классенче вĕренекенсенчен чылайăшĕ юлташĕсен тăванĕсен портречĕсемпе утрĕç.

«Вилĕмсĕр полка» «Тăван Ен» хаçат ĕçченĕсем те хутшăнчĕç. Вĕсем вăрçăра пулнă калем ăстисен портречĕсемпе тухрĕç.

Çакăнтах çамрăксем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсен, тыл ĕçченĕсен ят-хушаматне тĕрлесе çырнă «Çĕнтерÿ пирне» йăтса пычĕç.

Иртнипе – куçа-куçăн

Пĕр харăссăн утса «Улăп» спортпа сывлăх центрĕ умне çитсен куç умне вăрçă вăхăтĕнчи чăнлăх тухса тăрать: акă тылри хĕрарăмсем чăлха-нуски çыхаççĕ, «пирĕннисем» нимĕçсене плена илнĕ – тĕпчеççĕ, çакăнтах штаб — ăçта мĕнле наступлени памаллине канашлаççĕ, юнашарах – çар кухни… Ытла та ĕнентермелле хатĕрленнĕ вăрçă вăхăтне!

Умра – партизан отрячĕ. Хÿшĕ, кăвайт çунать… Çавăнтах – суранланнă салтак. Ку «чăнлăха» Апашри клуб-музей ĕçченĕсем кăтартрĕç. «Сăнласа памалли пулăма хамăрах шухăшласа кăлартăмăр, камăн мĕн пур – çавна илсе килчĕ», – кĕскен каласа пачĕ асăннă клуб-музей заведующийĕ Елена Смородинова.

Апат пĕçерекен çĕре пытăмăр. Кунта хĕрÿ ĕç вăхăчĕ: хуран çакса янă, яшка сиксе вĕрет. «Çапăçакан салтакăн лайăх çимелле», – терĕç ăшталанакан хĕрарăмсем. Кухньăри «пурнăç» пирки Апашри халăх театрĕн режиссерĕ Ольга Ерилеева каласа пачĕ. Чи кăткăсси, паллах, çар формисене тупасси пулнă. Пĕри амăшĕн çи-пуçне, тепри мăшăрĕнне илсе килнĕ. Пĕрле тăрăшса вара килĕшÿллĕ те ĕнентерÿллĕ ÿкерчĕк пулса тухнă.

Кунпа кăна вĕçленмерĕ-ха тĕлĕнмелли. Чи пĕчĕккисем валли те киленĕç хатĕрленĕ. Кăмăл пуррисене аквагрим туса ячĕç, çавăнтах ÿкерчĕксен конкурсне те йĕркелерĕç. Чи кăсăкли вара хĕç-пăшал патĕнчеччĕ. Ăна салатса пухас тĕллевлисем черете тăрсах кĕтрĕç, арçын ачасем кăна мар, хĕрачасем те.

Уява яланхи пекех концерт вĕçлерĕ. Вăл ытти çултинчен анлăрах пулса тухнă. Аслисем, ачасемпе çамрăксем пĕр-пĕринпе ăмăртмаллах юрларĕç, ташларĕç тейĕн, халăх вĕсем çине куç илми пăхса ларчĕ. Тинкерсе сăнасан вĕсен ташши-юрринче вăрçă ветеранĕсене, тыл ĕçченĕсене каламалли тав сăмахĕсем сисĕнчĕç. Темĕнле ăшă-ăшă сăмахсем калас килет ветерансемпе тыл ĕçченĕсене пирĕн. Тĕрĕссипе вара, Георгий Иванович калашле, тав туйăмне каласа памашкăн сăмахсем те çителĕксĕр.

Сăмах май

«Вилĕмсĕр полк» акци пĕрремĕш хут виçĕ çул каялла Томск хулинче пулнă. Çултан-çул унта хутшăнакан хуласен шучĕ ÿссе пынă. Кăçал акци тĕнчери 15 çĕршывра иртнĕ.

ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости