Малта – хĕрÿ тапхăр

Чăваш Республикинче арçынсем футболла выляма питĕ юратаççĕ. Çавна пĕлсе тăрса Чăваш Ен чемпионатĕнче икĕ дивизион йĕркеленĕ.

Пĕрремĕш дивизонра пурĕ 30 команда, чи çÿлти дивизионра – 10. Пĕлтĕр Кÿкеçри «Ротор» футбол команди финалта Шупашкарти ветерансен «Волга» командине 6:2 шутпа парăнтарса çÿлти дивизионра выляма тивĕç илчĕ. Икшер гол кĕртсе Евгений Мамайкинпа Евгений Остапчук футболистсем палăрчĕç.

Çÿлти дивизионра кÿкеçсен «Бурилы» ятлă команди те ăмăртать. Вĕсем чемпионатра пĕрремĕш çаврăм выляса, 12 очко пухса, турнир таблицинче 6-мĕш вырăн йышăнаççĕ, «Ротор» 8 очкопа хальлĕхе 8-мĕш вырăнта çеç-ха. Чи малта 21 очкопа вăрнарсен «Химик» команди пырать. Вĕсем хыççăн «Динамо» – 21 очко, çĕмĕрлесем – 18, ДЮСШ – 16, «Волга» – 13, йĕпреçсем – 10, çĕрпÿсем – 7. Шупашкарсен «ОМОН» команди 9 вăйă выляса та пĕр очко та пухайман.

Иккĕмĕш çаврăм августăн 1-мĕшĕнче «Ротор» тата «Динамо» командăсем вăй виçнипе пуçланать. Тепĕр кун «Бурилы» «ОМОН» командăпа тĕл пулать. Икĕ вăйă та Кÿкеçри стадионра иртĕç. Мĕнех, хамăр ентешсене çивĕч кĕрешÿре ăнăçу пултăр.

НИКОЛАЙ АЛЕКСЕЕВ, КŸКЕÇ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости