Марс – планета мар, ветеринар тата спортсмен

Çамрăксем – çĕршыв малашлăхĕ. Чылайăшĕ пĕлÿ илнĕ хыççăн хăй çуралса ÿснĕ çĕртех тĕпленесшĕн мар. Çапах та ял пурнăçне суйлакансем те пур. Паян сăмахăм Чăрăшкассинче пурăнакан Марс Павлов çамрăк специалист пирки. Вăл Мăн Мамăшри «Прогресс» ЗАОра тĕп тухтăр-ветеринарта тăрăшать. 30 çула çитмен кĕрнеклĕ çамрăк сыснасене пăхса-сиплесе тăрать.

Амăшĕн çулĕпе

Мĕн ачаранах Марс ашшĕ-амăшĕпе пĕрле килти выльăх-чĕрлĕхпе аппаланнă. Ветеринар пулас ĕмĕт çакăнтан çуралнă та. Выльăхсене юратаканскер шкул хыççăн тĕп хулари ял хуçалăх академине çул тытнă, унта ветеринар профессине алла илнĕ. 2013 çулта ăна хĕрлĕ дипломпа вĕçленĕ. Çав çулах Мăн Мамăшри «Прогресс» ЗАОна ĕçлеме вырнаçнă. «Малтан икĕ çул ветврач пулса вăй хутăм, унтан тĕп тухтăрта тăрăшрăм», – тет çамрăк специалист. Марс Алексеевич юратнă ĕçе кăмăлпа çÿрет. Унпа пĕрле ветврачпа фельдшер сакăр пине яхăн сысна пăхаççĕ. Тĕп тухтăрăн кашни цех ĕçне тĕрĕслесе тăма тивет.

Марса ветеринар профессине суйлама амăшĕ сысна ферминче ĕçлени те хистенĕ – Регина Павлова пурнăç тăршшĕпе районти «Искра» колхозри сысна ферминче заведующире вăй хунă. Ача чухне вăл тăтăшах унта чупнă, амăшне пулăшнă. «Ветеринар тивĕçĕ çăмăлах мар – выльăх кăмăлне туймалла. Сысна хăтланăвĕнченех унăн сывлăхĕ пирки пĕлме пулать», – ăнлантарать специалист.

Ветеринар ĕçĕ анлă – выльăх-чĕрлĕх чир-чĕрне асăрхаттарассипе, тупса палăртассипе тата сиплессипе çыхăннă мероприятисене пурнăçлать, прививкăсем, тĕрлĕ тĕпчев ирттерет. Çав вăхăтрах çамрăк специалист ял хуçалăх академийĕнче куçăмсăр майпа вĕренсе пĕлĕвне анлăлатать, тĕрлĕ опыт тăвать, диссертаци çырма хатĕрленет, хăйĕн наука ĕçĕсемпе тĕрлĕ конференцие хутшăнать.

Ветеринар çемйипе ашшĕ-амăшĕн килĕнче тĕпленнĕ. Ялтах хуçалăха тытса пырасшăн. Мăшăрĕ те ветеринар, Комсомольскинчи ветстанцире тăрăшать. «Ялта выльăх-чĕрлĕхпе укçа-тенкĕ ĕçлесе илме пулать», – тет Марс Павлов. Ĕçе кайиччен ирех тăрса выльăхсене апат парать, каçпа таврăнсан та витене тухать.

Кăкăртан 170 кг тĕртнĕ

Çамрăк специалист сыснасене пĕр сăмахпа ăнланнисĕр пуçне, спортпа та туслă. Шкулта вĕреннĕ чухнех ирĕклĕ кĕрешÿпе кăсăкланнă иккен. Çак кăмăл еккине студент вăхăтĕнче професиллĕ шая кăшт çеç çитереймен. Пĕрремĕш курсранах ирĕклĕ кĕрешÿ секцине çÿренĕ, унтан пауэрлифтингпа кăсăкланнă. Çак спорт тĕсне штангăна кăкăртан тĕкнисĕр пуçне тата икĕ хăнăхтару кĕрет. Марс кĕлеткепе малалла тайăнса урасене кăштах куклентесе 205 кг таякан штангăна алăсемпе илсе тÿрлетме пултарнă. Штангăпа кукленмелли хăнăхтарусем тунă чухне 225 кг ним мар йăтнă. Диплом илсен Элĕкри физкультурăпа спорт комплексне тренировкăсене çÿренĕ. Спорт залĕнчи тренировкăсем лайăх кăтартусем патне çитернĕ. Ун чухне Марс 170 кг таякан штангăна кăкăртан пĕр шиксĕр тĕртнĕ. Спорт мастерĕн кандидачĕн ятне илме тата 5 кг кăна çитеймен иккен, анчах та çул çинчи инкек ĕмĕтне пурнăçлама май паман… Аварире суранланнă. Ашшĕ вара çак инкекре çурăм шăммине вăйлă амантнă. Тухтăрсем унăн сывлăхĕшĕн кĕрешнĕ вăхăтра Марсăн килти пысăк хуçалăха тытма, хĕл валли выльăх апачĕ хатĕрлеме тивнĕ.

Паян вăл – ашшĕ-амăшĕн тĕрекĕ, тĕп пулăшуçи. «Утă вăхăтĕнче ирхи тăватă сехетре тăрса тепĕр кун ирхи виçĕ сехетре ĕç пĕтерни те пулкалать. Йывăрлăхсем кăна çынна çирĕплетеççĕ», – тет ĕçчен арçын.

АНЖЕЛИКА ТИХОНОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости