Математикӑпа туслӑ

Пирӗн класра 5 ача. Эпир туслӑ пурӑнатпӑр. Пирӗн класс ертÿҫи, Татьяна Валентиновна Белова, математика предметне вӗрентет. Эпир ку предмета юрататпӑр. Кирилл Яргунинпа иксӗмӗр онлайн- олимпиадӑна хутшӑнтӑмӑр. Унăн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрах мана ҫентерӳҫӗ дипломне, Кирила вара грамота ярса пачӗҫ. Эпир питӗ хӗпӗртерӗмӗр. Малашне те тӗрлӗ конкурса, олимпиадӑсене хутшӑнса малти вырӑнсене йышӑнас кӑмӑл ҫуралчӗ.

РОМАН ШАМБИН, 5-МӗШ КЛАСС

Усăллă проектсем

Шкулта эпир вулама-ҫырма кăна мар, тĕрлĕ проект тума та вĕренетпĕр. Районта январĕн 15-мĕшĕнчен пуҫласа мартăн 15-мĕшĕччен «Хĕл каҫакан кайăксене пулăшар!» акци иртет. Унта пирĕн шкул та хутшăнчĕ.

Эпир, кĕҫĕн класра вĕренекенсем, сырăшсем туса килтĕмĕр. Ĕҫ урокĕнче пĕтĕм класпа пĕрле «Хĕл каҫакан кайăксем» пултарулăх проекчӗ ăсталарăмăр. Унсăр пуҫне кашни ача хĕл каҫакан пĕр кайăк ҫинчен тĕпчев ĕҫĕ хатĕрлерĕ. Вĕсене эпир пĕр альбома пухрăмăр.

Кунсăр пуçне эпир «Аннене пулăшатпăр» ятлă проект та хатĕрлерĕмĕр. Ку ĕҫре перремĕшпе виҫҫĕмĕш класра вĕренекенсем амăшӗсене мĕнле пулăшни пирки сăн ӳкерчĕксем туса килчӗҫ тата ҫырса пачĕҫ.

Проектсем тума эпир питĕ килĕштеретпĕр. Ҫак ĕҫсем пире ку е вăл пулăма тĕпчеме, пĕтĕмлетме, Тăван çĕршыва, атте-аннене, ҫут ҫанталăка пулăшма, юратма, перекетлеме, хӳтĕлеме вĕрентсе пыраҫҫĕ. Унсăр пуҫне пĕр-пĕринпе туслă пурăнма хăнăхтараҫҫĕ. Ҫак ĕҫре пире Инга Владимировна вĕрентекен пулăшса пырать.

КОНСТАНТИН МАРКИТАНОВ, 3-МĔШ КЛАСС

Чăваш тĕрриллĕ саппун

Эпӗ иккӗмӗш класра вӗренетӗп. Пушӑ вӑхăтра мана алӑ ӗҫӗ тума килӗшет. Ытларах тӗрлеме юрататӑп.

Уроксем хыҫҫӑн кружокра пире Людмила Кирилловна тӗрлӗ ҫӗвӗ кӑтартать. Унта ытти ача та хаваспах ҫӳрет. Пуҫламӑш классенче вӗренекен Константин Маркитанов, Алёна Григорьева, Александра Волкова, Артём Мастеров, Игнат Ильин, Димӑпа Марк Павловсем чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхӗсемпе савӑнсах паллашаҫҫӗ. Эпӗ чӑваш тӗррипе саппуна эрешлес терӗм. Людмила Кирилловна саппун пиҫиххине турпаспа тӗртсе тума вӗрентрӗ. Уроксем хатӗрленӗ хыҫҫӑн кашни кунах хамӑн юратнӑ ӗҫе тӑватӑп – саппуна хăвăртрах илемлетсе пӗтерес килет. Унпа шкулта иртекен курава хутшӑнас кӑмӑл пур. Тӑрӑшни сая ан кайтӑр тетӗп. Ал ӗҫне вӗрентни пирĕншĕн питĕ паха.

АННА МОРОЗОВА, 2-МӗШ КЛАСС

Вĕлле хатĕр! Килĕрех вĕçсе!

Çанталăк ăшăтма пуҫларĕ. Тинех ҫуркунне ҫитрĕ. Часах кайăксем те ăшă енчен вĕҫсе килĕҫ: малтан кураксем ҫитĕҫ, унтан – шăнкăрчсем.

Эпĕ кайăксене питĕ юрататăп, уйрăмах шăнкăрчсене кăмăллатăп. Ҫавăнпа та кашни ҫулах эпир аттепе, шăнкăрчсем ҫитиччен, вĕсене валли вĕлле тăватпăр та йывăҫ ҫине ҫакса хуратпăр. Акă кăҫал та эпир, канмалли кунсенче, шăнкăрч вĕлли тăвас терĕмĕр. Эпĕ те мăлатукпа, пăчкăпа тата ытти инструментпа ĕҫлеме вĕренсе пыратăп. Атте мана ăнлантарса, вĕрентсе тăрать. Акă пирĕн вĕлле пулса та тăчĕ. Эпир ăна йывăҫ ҫине ҫакса хутăмăр.

Шăнкăрчсем! Сире валли вĕлле хатĕр ĕнтĕ! Килĕрех вĕҫсе!

АНТОН МЕШКОВ, 2-МĔШ КЛАСС

Вăл – 127-ре

Чурачăк шкулĕ питĕ илемлĕ вырăнта ларать. Юнашарах икĕ пĕве, инҫе мар Пукшаш шывĕ, ҫырма хĕрринче шкул ачисем лартнă йывăҫсем ÿсеҫҫĕ. Çуллахи вāхăтра картишре тĕрлĕ чечек куҫа илĕртет.

Шкул 1889 ҫулта уҫăлнă. Хальхи вăхăтра кунта 68 ача шутланать: 48-шӗ – шкулта вĕренет, 20-шӗ – ача сачĕн ушкăнĕнче. Тĕрлĕ вăхăтра кунта 200-300 ача та вĕреннĕ. Чурачăк шкулне ултă ял ачисем çÿреҫҫĕ: Курак Чурачăк, Çĕньял Чурачăк, Кивьял Чурачăк, Виçпÿрт Чурачăк, Чармак, Матикасси. Мамка ялĕнчен килекенсем те пур.

Çирĕм пĕр ҫул шкула Антонина Кирилловна Павлова ертсе пырать. Вăл тăрăшнипе нумай улшăну пулчĕ: шкул ҫуртне юсаса ҫĕнетрĕҫ, чи пысăк класра сцена майлаштарса лартрĕç, унта тĕрлĕ мероприяти иртет. Антонина Кирилловна тăрăшнипе ача сачĕн пĕр ушкăнĕ ĕҫлет. Кĕскен каласан классенче вĕренмелли пĕтĕм майсем пур.

Шкулта уроксем хыҫҫăн тĕрлĕ кружок ĕҫлет. Ачасем музыка енĕпе йĕркеленине питĕ кăмăллаççĕ. Сергей Михайлович Емелькин ертсе пынипе купăс, гитара калама вĕренеҫҫĕ. Кунсăр пуҫне вĕсем тĕрĕ кружокĕнче чăваш тĕррипе паллашаҫҫĕ, ташă кружокĕнче тĕрлĕ ташă вĕренеҫҫĕ. Спорт кружокне те хаваспах ҫÿреҫҫĕ. Çут ҫанталăка юратакансем вара «Юный натуралист» кружока суйлаҫҫĕ.

Шкул пысăк мар пулин те малаллах талпăнать, хальхи пурнăҫпа пĕр тан пырать.

ДАРЬЯ ШАМБИНА, 9-МĔШ КЛАСС

Спортра маттуррисем

Вĕрентÿ учрежденийĕнче спортпа туслӑ ача чылай. Шкул команди районта иртекен тӗрлӗ ăмăртăва хутшӑнать. Шкулсен хушшинчи спартакиада ӑмӑртӑвӗсенче ку вӗренӳ ҫулӗнче пирӗн спортсменсен ҫитӗнӳ сахал мар.

«Наци кросӗ» ӑмӑртура пирӗн шкул ачисен команди 2-мӗш пулчӗ, С.К. Скворцов ячӗпе ирттернӗ ҫӑмӑл атлетика ӑмӑртӑвӗнче 1-мӗш вырӑн ҫӗнсе илтӗмер, шахматла выляса 3-мӗш, кире пуканӗ ҫӗклессипе 1-мӗш пултӑмӑр, «Раççей йӗлтӗр йӗрӗ – 2017» ӑмӑртура пирӗн команда виççĕмĕшчӗ. Физкультура учителӗ Валерий Михайлович Викторов ертсе пынипе аслӑ классенче вӗренекен Анастасия Матюшова, Оксана Мартынова, Ольга Филиппова, Максим Малатов, Александр Сундырев ҫитӗнӳсем турӗҫ.

Кӗҫӗн класс ачисем те вӗсенчен юласшӑн мар. Йӗлтӗрпе чупса Артем Мочеев, Игорь Филиппов, Антон Мешков малти вырӑнсене тухрӗҫ.

КРИСТИНА МОЧЕЕВА, 7-МӗШ КЛАСС

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости