Мунча кунĕ

инкек патне илсе ан çитертĕр

Çулталăк пуç­ланнăранпа республикăра 436 пушар пулнă. Вут-çулăмра 33 çын пурнăçĕ татăлнă, 37-шĕ суранланнă, 112 çынна çăлса хăварнă. «Хĕрлĕ автана» пула 45 млн тенкĕлĕх пурлăх çунса кĕлленнĕ.

Июлĕн 4-мĕшĕ тĕлне Шупашкар районĕнче пулнă 35 пушартан 11-шĕ кăмакана вырнаç­тарас тата усă курас правилăсене пăснин сăлтавĕпе тухни паллă. Акă июлĕн 2-мĕшĕнче кăнтăрла иртсен Шупашкар районĕнчи Загорское поселокĕнчи Долгопрудная урамри çĕнĕ йывăç çуртра вут-çулăм тухнă. Çак кун 37 çулти кил хуçи кăмака хутса янă, анчах вĕри мунчара милĕкпе çапăнса рехетленес вырăнне унăн ташша çапнă «хĕрлĕ автана» лăплантарма тивнĕ.

РФ МСЧĕн Шупашкар районĕнчи профилактика тата надзор ĕçĕ-хĕлĕн пуç­лăхĕ Денис Портнов пĕлтернĕ тăрăх, пушар мунча кăмакин тĕтĕм çулне тĕрĕс мар вырнаç­тарнине пула тухнă. Мунчана пурăнмалли çуртăн 1-мĕш хутĕнче тунă. Çулăм мăрье çумĕнчи пÿрт тăррин пĕр пайне тĕп тунă. Çулăмпа Кÿкеç­рен, Шупашкартан тата Çĕнъялтан çитнĕ тăватă пушар машини кĕрешнĕ.

МИЛЕНА СЕРГЕЕВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости