Мускавра – чăваш юрриллĕ салам

Мартăн 17-мĕшĕнче каçхине Атăлъял клубне халăх йышлăн пухăнчĕ. Сăлтавĕ – çыравçăсемпе поэтсем, композиторсемпе юрăçсем ял клубне пĕрремĕш хут килни. Светлана Асамат, Валентина Тарават тата Лидия Сарине хăнара пулчĕç.

Чи малтан ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Çеçпĕл Мишши премийĕн лауреачĕ Светлана Асамат поэтесса, композитор сăмах илчĕ. Вăл – 17 кĕнеке авторĕ.

– Эпир Лидия Саринепе – Канаш районĕнчен. Вăл – Аслăялтан. Унăн сăввисемпе юрăсем хывнă, романссем те пур, – терĕ вăл паллаштарнă май. Хăй Шупашкарти Çар Мухтавĕн музейĕнче ĕçленĕ май Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă писательсемпе композиторсем çинчен каласа кăтартрĕ. Светлана Асамат куракансене çĕнĕ «Чунтан, чунтан, чунтан» кĕнекипе паллаштарчĕ. Мускавра Андриян Николаев космонавт 70 çул тултарнă ятпа иртнĕ уявра юбиляра юратнă «Вĕç-вĕç куккук» юрăпа саламлани çинчен каларĕ те çавăнтах юрă тăсса ячĕ. Клубри халăх та унран юлмарĕ. Вăл куракансене купăс каласа та савăнтарчĕ. Кĕнекисене библиотекăна парнелерĕ.

Чи инçетри хисеплĕ хăна çав каç РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валентина Тарават пулчĕ. Вăл Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнчи Турхан Упи ялĕнче çуралнă. Халĕ Чĕмпĕр облаçĕнчи Аслă Нагаткин ялĕнче пурăнать, унта «Шанăç» фольклор ушкăнне ертсе пырать. Вăл – 25 кĕнеке авторĕ, 100 ытла юрă кĕвĕленĕ. Сăвăсене вырăсла та, чăвашла та çырать. «Эпĕ хама телейлĕ тетĕп, алăпа тырă та вырса курнă», – аса илчĕ Валентина Тарават. Вăл «Анне çинчен» юрра юрланă вăхăтра залри амăшĕсен куçĕсем шывланчĕç.

Чăваш сăвăçи, çыравçи Лидия Сарине – 8 кĕнеке авторĕ. Автор хаваспах сăвăсемпе паллаштарчĕ.

Хаклă хăнасене авалхи йăлапа сĕтел хушшинче вĕри чейпе, кукăль-икерчĕпе сăйларĕç.

НИКОЛАЙ СМИРНОВ, АТĂЛЪЯЛ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости