М. Игнатьевăн рейтингĕ хăпарнă

Информаци коммуникацийĕсен «Рейтинг» центрĕ Раççей субъекчĕсен пуçлăхĕсен 2015 çулхи июль-август уйăхĕсенчи ĕçне хаклакан черетлĕ тĕпчев кăтартăвĕсене халăха пĕлтернĕ. Кĕпĕрнаттăрсен наци рейтингĕн кăтартăвĕсем тăрăх – Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев хăйĕн позицийĕсене çирĕплетнĕ – 25-мĕшĕнчен тăватă йĕрке çÿлерех хăпарса 21-мĕш вырăна тухнă.

«Чăваш Енĕн инвестици илĕртÿлĕхне ÿстерессине хамăн регион ертÿçин должноçĕнчи тĕп тĕллевсен вырăнне хуратăп», – тенĕ Михаил Васильевич ыйтăм кăтартăвĕсемпе çыхăннă комментарире. Эпир вара район çыннисен шухăшĕпе кăсăклантăмăр.

Мария СИМАКОВА, Шупашкар районĕн Хисеплĕ çынни:

– Халăхшăн çынлăхлă хутшăнусем пĕлтерĕшлĕрех, рейтинг мар. Уçăмлă политика тытса пынипе, халăха çывăх пулнипе Михаил Игнатьев хăйĕн позицийĕсене çирĕплетсех пырать. Пирĕншĕн унăн тимлĕхĕ пĕлтерĕшлĕ: кирек мĕнле ыйтупа тухсан та вăл итлеме, пулăшма яланах хатĕр. Вăл наци культурин аталанăвĕшĕн питĕ нумай тăрăшать. Пирĕн республикăшăн вара çакă яланах малти вырăнта. Наци культурин ыйтăвĕсене сÿтсе явнă çавра сĕтел ĕçĕсене те хутшăнать. Çакна, паллах, асăрхамасăр хăвараймăн.

Светлана ИЛЬИНА, Шупашкар районĕн Çамрăксен правительствин председателĕ:

– Михаил Игнатьев çамрăксене яланах пулăшать. Çакă физикăпа тата математикăпа патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсенче пысăк балл пухнă, республикăрах вĕренме юлса инженер специальноçĕсене илме хатĕрленекен студентсене стипенди хушса тÿленипе кăна мар, çамрăксен тĕрлĕ конкурсĕсемпе фестивалĕсене йĕркелеме укçа-тенкĕ уйăрнипе те палăрать. Вăл хăй хутшăнакан тата вĕсене йĕркелеме пулăшакан спорт мероприятийĕсем вара шутне те çухатнă – питĕ нумай. Çамрăк специалистсене ялта хăварассишĕн çине тăни те калама çук пĕлтерĕшлĕ. Çак тĕллевпе вĕсене çурт-йĕр çавăрма субсидипе тивĕçтереççĕ.

Сăмах май

Наци рейтингĕ пурĕ 3 ушкăнран тăрать: 1-25-мĕш вырăнсем – лидерсем, 26-60-мĕш вырăнсем – «вăтаммисем», 61-80-мĕш вырăнсем – «кайрисем».

www.tavanen.ru

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости