Мăнаçлă палăк умĕнче

Аслă Çĕнтерĕве халалласа майăн 9-мĕшĕнче Атăлъялта та митинг иртрĕ. Ялти 80 килтен юнлă вăрçа 84 çын тухса кайнă, вĕсенчен 31-шĕ кăна таврăннă. Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕнче паянхи куна 2 ветеран кăна юлнă: Вăрманкассинчи Николай Данилов тата пирĕн ялти Федор Никитин.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса ялти культура çурчĕпе юнашар лартнă палăк умне халăх йышлăн пухăнчĕ. Муркаш районне кĕрекен Шомик шкулĕнчен учительсемпе шкул ачисем çитрĕç. Вĕренекенсем «Вилĕмсĕр полк» акцие хутшăнчĕç. Вăрман-Çĕктер ял тăрăх пуçлăхĕ Олег Ерманов, ЧР таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕн председателĕ Сергей Сорокин, Леонид Фадеев поэт тата çак йĕркесен авторĕ сăмах илчĕç. Палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç. Майăн 9-мĕшĕ савăнăçлă та хаваслă уяв кăна мар, ку вăл – ас тăвăм палли те.

Олег Ерманов вăрçă ветеранне Федор Никитина килне çитсех чысларĕ. 92-ри Николай Данилов Çĕмĕрлерен Вăрманкассине хĕрĕ патне куçса килнĕ, пĕрле пурăнать. Олег Анисимович ун патне те çитрĕ, уяв ячĕпе саламларĕ. Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕнче Çĕнтерÿ кунне халалланă тĕп уява Хыркасси салинче анлăн паллă турĕç.

Николай Смирнов, Атăлъял

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости