Мĕнле шăтать парка калча?

Уй-хирте акнă тырăллă тата пăрçаллă культурăсем шăтса тухнă, вăй илсе пыраççĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе ХФХ-семшĕн ĕç чарăнса ларнă теме çук, тырăллă культурăсене вăхăтра апатлантарни, çум курăкпа сиен кÿрекен хурт-кăпшанкăна пĕтерме ятарлă препаратсемпе сапни пĕлтерĕшлĕ. Çак ĕçсене вăхăтра пурнăçлани тухăçа пысăк витĕм кÿресси каламасăрах паллă.

Ĕнер районти ял хуçалăх предприятисен тата ХФХ-сен ертÿçисем, агрономсем, райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн ертÿçисем, ытти специалистсем çурхи ака хыççăнхи тыр-пул шăтаслăхне тĕрĕслеме уй-хире тухрĕç. Пĕрлехи мероприятие Шупашкар райадминистраци пуçлăхĕ Георгий Егоров та хутшăнчĕ. Комисси членĕсем темиçе кăтарту тăрăх хакларĕç – вăрлăха им-çамланине, ăна витнĕ çĕр сийĕн тарăнăшне, ăна шăтарса тухнă калчасен çăралăхне, пĕр тикĕс шăтса тухнине, çум курăк пуррипе çуккине, уй-хире культурăланине, чирсемпе тата сиенлĕ хурт-кăпшанкăсемпе сиенленнине, вăрлăх пахалăхне кура.

Тĕрĕслев «Туруновское» СХПК-колхоз уй-хирĕнчен тытăнчĕ. Унăн ертÿçи Азиз Бадиров 500 ытла га çинче çур аки ĕçĕсене ирттернине палăртса хăварчĕ. Тĕрĕслев калчасем хавшакрах пулнине, хурт-кăпшанкăсемпе сиенленнине кăтартса пачĕ.

«Прогресс» тата «Чурачикское» хуçалăхсем 3-шер лаптăк кăтартрĕç. Константин Васильев агроном пĕлтернĕ тăрăх, хуçалăхсем 1300 га çурхи культурăсем, 500 га куккурус, 740 га кĕрхисене акса хăварнă. Унсăр пуçне хуçалăхсем 650 га нумай çул ÿсекен курăк тата 250 га козлятник ÿстереççĕ. Кăçал урпа ÿсекен ана çинче пĕлтĕр кăна курăк пулнă. Кĕркуннепе çуркунне пестицидсем сапса хăварни çум курăксен йышне самаях чакарма май панă. Çапах та калчасем хурт-кăпшанкăпа сиенленнĕ, вĕсене нумаях пулмасть им-çамланă пулсан та препарат витĕмĕ сисĕнмест. Чăвашстат представителĕ Алевтина Титова препарата тĕрĕслев витĕр кăларма, чире пула хавшанă калчасене кая юлмасăр им-çамлама сĕнчĕ.

«Эпир хамăрах чирсемпе сиенлĕ хурт-кăпшанкăсене аталанмалли условисем туса паратпăр. Ÿсен-тăрансен тымарĕсен çĕрес чирĕ ăçтан тупăнать тетĕр? Фитосанитари лару-тăрăвне пăснăран. Çĕре те тимлĕх уйăрмалла, культурăсене пĕр-пĕринпе улăштарсах тăмалла», – пĕлтерчĕ вăл хăйĕн шухăшне. Çакăнпа пĕрлех сиенлĕ хурт-кăпшанкă витĕмне тимлĕ сăнамаллине асăрхаттарчĕ.

Хирсенче сиенлĕ хурт-кăпшанкă нумай: ана пыйти те, трипс та, ыттисем те пур. Ÿсен-тăран тымарĕ ытларах чухне çĕрес мурпа аптăрать.

«Средняя Волга» Агрофирма ертÿçи икĕ уй-хирпе паллаштарчĕ. Иккĕшĕнче те «Эльф» сортлă урпа акнă. Комисси членĕсем уй-хирте çум курăк ларнине, калчасем хурт-кăпшанкăсемпе сиенленнине палăртрĕç.

«Приволжское» ОАО уй-хирĕсем тикĕс, çум курăк та курăнмасть. Кашни уйра мĕнле сорт, хăçан акнине, им-çамланă вăхăта çырса кăтартнă хÿмесем пур.

Калчасене тĕрĕслекенсем çавăн пекех С.Д. Чернуха ХФХ-че, Ленин тата Куйбышев ячĕллĕ колхоз-СХПК-сенче, «Юрма» агрохолдингра, «Ольдеевская» агрофирмăра, «Атлашевский» СХК-ра пулчĕç.

Тĕплĕнрех çитес номерте.

ВЕРА ШУМИЛОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости