«Мĕншĕн маларах вăхăт тупайман-ши?»

Тивĕçлĕ канăва тухнăшăн пĕрре те ÿпкелемелле мар, вăл – чун килĕштерекеннипе ĕçлемелли тапхăр, мĕншĕн тесен пушă вăхăт темĕн чухлех, пурнăçа йĕркеленĕ, ачасем ÿссе тухса кайнă, юратнă киленĕçпе аппалан та аппалан.

Çĕньялта пурăнакан Светлана Тявина та тивĕçлĕ канăва тухсан çеç кăмăлланă киленĕçпе вăхăт ирттерме пуçланă – çыхма тытăннă. Малтанхи çулсенче пурнăç ыйтнипе кăна, калăпăр, ывăл-хĕрне чăлха-нуски кирлĕ, ал ĕç тукаланă пулсан юлашки 5-6 çулта аллинчен йĕппе çип пачах та пăрахмасть. «Мĕншĕн маларах ал ĕç тумашкăн вăхăт тупайман-ши эпĕ», – ÿкĕнсех калаçать вăл халĕ. Çав çитменлĕхе пĕтерес тесех мĕн те пулин çыхмасăр пĕр куна та ирттермест.

Ытларах мĕн çыхма кăмăллать-ха? Тутăрсем, пĕчĕк ача кĕписем, салфеткăсем… Мăнукĕсене пурне те хăй ăсталанă кĕпесемпе тумлантарнă ĕнтĕ. «Ал ĕç тума ларатăп та пĕтермесĕр те чун канмасть тепĕр чухне», – мĕнле хавхаланупа тăрăшнине каласа парать хастар. Аллине йĕп тытать те… сисмесĕрех 4 сехет иртсе те каять. Хăш чухне вара тытăннă япалана вĕçлемесĕр те чарăнмасть, ĕçĕ мĕнле пулса тухнине хăвăртрах курас килет унăн. Юратнă киленĕç ăна нимĕн чухлĕ те ывăнтармасть, пачах урăхла, вăл уншăн – кану, пурăнмашкăн вăй парать. Светлана Тявина мĕн-мĕн çыхнине шутласа пыман пулин те нумай шухăшне пурнăçа кĕртнĕ ĕнтĕ. «Пĕр лав çыхрăм», – тет вăл шÿтлекелесе. Анчах та ĕмĕтри япаласем пур пĕрех пур-ха. Сăмахран, ывăлĕсене, кинĕсене кофта-свитер çыхса тăхăнтартасшăн.

Светланăна ку ăсталăха ятарласа никам та вĕрентмен, темиçе çул каялла вара юлташĕ аппаланнине курсан Светлана та иленнĕ. «Çавăнтанпа çыхассипе «чирлесех» кайрăм», – тет вăл кăсăклăхĕ кунсерен ÿссе пынине систерсе. Юлашки вăхăтра ăна интернет пулăшса пырать. Мĕнле майпа тетĕр-и? «Çыхнине кăтартакан видеокăларăмсем яратăп та, вĕсенчен эрешсем тума вĕренетĕп, çапла вара çĕнĕрен те çĕнĕ япаласем пулса тухаççĕ», – вăрттăнлăхне уçса парать хĕрарăм. Пуринчен ытла вăл ача кĕписем çыхма кăмăллать. Ĕçĕсене вара парнелесе пĕтерет, тепĕр чухне сутăн илекенсем пулсан та хирĕçлемест. Хăнасемпе, туянакансемпе пĕрлех унăн хитре япалисене çывăх çыннисем те хаклаççĕ, сăмахран, мăшăрĕ «маттур Ивановна» тет, ывăлĕсем вара урăх çын çыхнă япаласене тăхăнасшăн та мар. Çакна Анатолий ывăлĕ çапла ăнлантарать-мĕн: «Анне чунне парса ĕçлет, пасарта сутаканнине вара кам тата мĕнле кăмăл-туйăмпа çыхнине пĕлместпĕр те».

Чун киленĕçĕпе аппаланнă чухне тепĕр ĕç тума та ĕлкĕрет: аллисем çыхнă вăхăтра пуçĕнче çĕнĕ юрă йĕркисем упранса юлаççĕ. Вĕсене вара вырăнти фольклор ушкăнĕнче шăрантарать. Чун кăмăлланă киленĕçне Светлана Тявина хĕрне Ольăна пилленĕ, вăл та килĕштерсех çыхать, кинĕсем те кăсăкланма пуçланă иккен. Çывăх çыннисем унран ырă тĕслĕх илнĕшĕн савăнать Светлана. Унăн шухăшĕпе, кашни хĕрарăмăнах алă ĕç тума пĕлмелле.

ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости