Нар​ко​тик​сен за​кон​ла мар çав​рă​нăш​не хи​рĕç

«Кă​çал​хи 8 уйăх​ра Шу​паш​кар ра​йо​нĕн​че нар​ко​тик​сен за​кон​ла мар çав​рă​нă​шĕ​пе çы​хăн​нă 20 прес​туп​ле​ние ре​гист​ра​ци​ле​нĕ, ку пĕл​тĕр​хи çак тап​хăр​ти кă​тар​ту​ран 25% ыт​ла​рах…» – пĕ​тĕм​ле​тÿ​пе пал​лаш​тар​чĕ нар​ко​тик​се​не хи​рĕç кĕ​ре​ше​кен ко​мис​син че​рет​лĕ ла​рă​вĕн​че РФ ШĔМĕн ра​йон​ти уй​рă​мĕн​че участ​ко​вă​й​сем​пе ĕç­ле​кен пай пуç­лă​хĕ Анд​рей Ря​бов. Ла​рă​ва ра​йад​ми​нист​ра​ци пуç­лă​хĕ Геор​гий Его​ров ерт​се пы​чĕ.

А​сăн​нă 20 прес​туп​ле​ни​рен 8-​не ра​йон​ти по​ли​ци уй​рă​мĕн сот​руд​ни​кĕ​сем туп​са па​лăрт​нă, 12-​не – пат​ша​лăх нар​ко​конт​роль ĕç­че​нĕ​сем. Ăç­та нар​ко​тик уп​ра​нă? Ăнă хăш çĕр​тен ил​се кил​нĕ? Ка​ма сут​нă?.. Нар​ко​тик​сен за​кон​ла мар çав​рă​нă​шĕ​пе çы​хăн​нă прес​туп​ле​ни​се​не туп​са па​лăрт​ни пир​ки пи​чет кă​ла​рă​мĕн​че пĕл​тер​сех тă​рат​пăр. Нар​ко​тик этем​лĕх​шĕн чăн-​чăн нар​кă​мăш пул​ни​не, çын​се​не сиен кÿ​ни​не па​лăр​та​кан ма​те​риал та са​хал мар пи​чет​ле​нет ха​çат ст​ра​ни​ци​сен​че. Нар​ко​тик ху​тă​шĕл​лĕ та​та пси​хот​роп​лă япа​ла​сен​чен си​вĕ​тес​си, сы​вă пур​нăç йĕр​ки​не про​па​ган​дă​лас​си ха​çа​тăн тĕп ти​вĕ​çĕ​сен​чен пĕ​ри пул​са тă​рать. Шă​пах çа​кăн пир​ки пĕ​тĕм​лет​рĕ те ла​ру​ра «Тă​ван Ен» ха​çа​тăн тĕп ре​дак​то​рĕ Али​на Сус​ме​то​ва. Асăн​нă те​мă​па но​мер​тен но​ме​ре вун-​вун ма​те​риал пи​чет​ле​нет. Сă​ма​х​ран, кă​çал кă​на ра​йон ха​çа​тĕн​че вĕ​сем 40 ыт​ла кун çу​ти кур​чĕç.

Нар​ко​тик​сен за​кон​ла мар çав​рă​нăш​не хи​рĕç Иш​лей ял тă​рă​хĕн​че мĕн​ле ĕç­сем ту​са ирт​тер​ни çин​чен те пĕ​лес​шĕн пул​чĕç ла​рă​ва хут​шăн​ни​сем, кун пир​ки ял тă​рăх пуç­лă​хĕ Яков Ку​шев ка​ла​са па​чĕ, ан​чах унăн сă​ма​хĕ​сем ни​ка​ма та ти​вĕç­тер​ме​рĕç ахăр. Боль​ни​цă​ра, шкул​та «Ви​лĕ​ме ăç­та сут​ни​не пĕл​тер» ак​ци пир​ки пĕл​те​рÿ çап​ни​сĕр пуç­не урăх ĕç­сем пур​нăç­ла​ни пир​ки вăл ка​лай​ма​рĕ. Çа​вăн​пах ĕн​тĕ ра​йад​ми​нист​ра​ци пуç­лă​хĕ асăн​нă ял тă​рă​хĕн​че про​фи​лак​ти​ка ме​роп​рия​ти​йĕ​сем ирт​те​рес​си​пе çи​не тăр​са ĕç­ле​ме сĕн​чĕ.

Нар​ко​тик нар​кă​мăш пул​ни​не, вăл çын ор​га​низм​не сиен кÿ​ни​не пур​те пĕ​леç­çĕ, ан​чах ун​па ай​ка​ша​кан​сем пур пĕ​рех пур. Кă​çал​хи сен​тяб​рĕн 1-​мĕ​шĕ тĕл​не Шу​паш​кар ра​йо​нĕн тĕп боль​ни​цин​че нар​ко​лог па​тĕн​че 19 çын учет​ра тă​рать, вĕ​сен​чен 9-ĕн нар​ко​ман диаг​ноз​не çи​рĕп​лет​нĕ, урăх​ла ка​ла​сан, вĕ​сен «​нар​ко​тик пă​хăн​тар​нин» синд​ро​мĕ пур, ыт​ти​сен ун пек синд​ром пур​ри​не па​лăрт​ман.
Нар​ко​ти​ке хи​рĕç кĕ​ре​шес ĕç­ре чи кир​ли – про​фи​лак​ти​ка. Ку енĕ​пе ра​йон​та тĕр​лĕ ĕç пур​нăç­ла​нать. Сă​мах​ран, мар​тăн 17-28-​мĕ​шĕ​сен​че Пĕ​тĕм Раç­çей​ри «Ви​лĕ​ме ăç­та сут​ни​не пĕл​тер» ак​ци, икĕ тап​хăр​па «МАК» опе​ра​ци ирт​нĕ, нар​ко​тик​сен, пси​хот​роп​лă япа​ла​сен сие​нĕ пир​ки шкул​сен​че ача​сем​пе ка​ла​çу​сем йĕр​ке​ле​нĕ. Акă «МАК» опе​ра​ци вă​хă​тĕн​че по​ли​цейс​ки​сем ял тă​рăх пуç­лă​хĕ​сем​пе, кол​лек​тив​лă сад​сен пред​се​да​те​лĕ​сем​пе, ял ста​рос​ти​сем​пе тĕл пул​са ка​ла​çу​сем ирт​тер​нĕ, тав​ра​ра кан​тăр, мă​кăнь ÿс​те​ре​кен​се​не кур​сан тÿ​рех йĕр​ке ху​рал​çи​сем пат​не пĕл​тер​мел​ли​не асăр​хат​тар​нă.

ЛЮ​БОВЬ МАН

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости