«Наци кросĕ-2015» йыхравлать

Вырсарникун, сентябрĕн 27-мĕшĕнче, Раççейре, çавăн пекех Шупашкар районĕнче те, массăллă чупу – наци кросĕ – иртет. Чăваш Енре вăл кăçалхипе 12-мĕш хут пулать. Яланхи пекех, хальхинче те вăл сывă пурнăç йĕркине кăмăллакан çĕр-çĕр çынна пĕр çĕре пухĕ.

Районта массăллă чупу Кÿкеç поселокĕнчи «Советская» урамра иртет, старт 12 сехетре пуçланать. Мандат комиссийĕ «Улăп» ФОКра 10-11 сехетсенче ĕçлĕ. Наци кросне хутшăнакансем тĕрлĕ дистанцире ăмăртĕç.

Аса илтеретпĕр, иртнĕ çулхи массăллă чупăва Шупашкар районĕнче 2 пине яхăн çын хутшăннăччĕ.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости