Наци сĕмлĕ курав

Иртнĕ эрнере Кÿкеçри «Бичурин тата хальхи самана» музейра ентешĕн Георгий Фомиряковăн сăн ÿкерчĕксен куравĕ уçăлчĕ. Художник-футуристăн архивĕнчи сăн ÿкерчĕксем унăн пурнăçĕпе, юлташĕсемпе, пултарулăх çулĕн тĕрлĕ тапхăрĕпе паллаштараççĕ. Георгий Геннадьевич 1957 çулта Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче çуралнă. Ÿнерçĕ этнофутуризм стилĕпе ĕçлет. Хăйĕн композицийĕсенче наци символĕсене, эрешĕсене, руна çырăвĕсене усă курать. Унăн ĕçĕсенче чăвашсен авалхи тĕнчи хальхи вăхăтри наци искусствин никĕсĕ пулса тăрать. Маçтăр ĕçĕсем Раççейри ÿнер музейĕсенче кăна мар, Европа, Инди тата Пĕрлешнĕ Араб Эмирачĕсенче те упранаççĕ. Георгий Геннадьевич хăйĕн тăван ялĕнче Чаканарта «Хом Арек» экспериментлă студи-галерея те никĕсленĕ. Ентешĕн куравĕ майăн 19-мĕшĕнче Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче уçăлать. Çак кунсенче маçтăр сăн ÿкерчĕксем валли рамăсем хатĕрлет.

Шута илме

Майăн 20-мĕшĕнчен 21-мĕшне куçнă каç Раççейре 11-мĕш хут «Музейри каç» акци иртĕ. Çак кун çынсем музейсене, галерейăсене тÿлевсĕр кĕрсе экспозицисемпе паллашма пултараççĕ. Акцие майăн 18-мĕшĕнче пĕтĕм тĕнчипех уявлакан музейсен кунне халаллаççĕ.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости