Парнене сивлеççĕ-и?

«Эпир, Кÿкеçре «30 лет Победы» урамри 1Г çуртра пурăнакансем, картишсене илемлетессипе, хăтлăлатассипе поселокра иртнĕ конкурсра 3-мĕш вырăн йышăнтăмăр. Çавна май 20 пин тенкĕлĕх сертификата тивĕçрĕмĕр, унпа килĕшÿллĕн пире ял тăрăх администрацийĕ ача-пăча площадки валли вылямалли çурт е чуччу вырнаçтарса памаллаччĕ. Августранпа кĕтетпĕр, халĕ те çук…» – «Тăван Ен» хаçат редакцине çакнашкал хыпарпа çитрĕç хаçат вулакансем. Аптăранипе килнĕ ĕнтĕ…

Вăхăта вăраха тăсмасăр лару-тăрăва уçăмлатма васкарăмăр. Çынсен сăмахĕ тăрăх, вырăнти влаç органĕнче вĕсене ачасем валли «горка» лартса пама шантарнă. Ярăнмалли хатĕр вырăна çитеймен, паянхи кун та Кÿкеç ял тăрăх администрацийĕн çурчĕ çумĕнче ларать. Эппин шантарнă сăмах паян кунччен те пурнăçланман. Ку ыйтупа çынсем вырăнти влаç патне темиçе те пынă, тĕрĕссипе вĕсене ярăнмалли «сăрт» кирлĕ мар-мĕн, мĕншĕн тесен унашкалли картишре пур ĕнтĕ, ачасене ларса вылямашкăн сĕтелпе сак пулсан лайăхрах. Кунта тата тепĕр самант та пăшăрхантарать поселокри «30 лет Победы» урамра икĕ хутлă çуртсенче пурăнакансене, вĕсен шухăшĕпе, асăннă «горка» 20 пин тенкĕлĕх мар, чылай йÿнĕрех, унăн хакне вĕсем тĕрĕслесе пăхма та ĕлкĕрнĕ-мĕн.

Ку урам çыннисене пуринчен ытла шантарнă сăмаха тытманни пăшăрхантарать. «Пирĕншĕн мар-çке çакă, ачасемшĕн, вĕсене вара улталамалла мар…» – шухăш-кăмăлне палăртрĕç вĕсем.

Хускатнă тема мĕншĕн кăткăсланса кайнă? Хурава эпир вырăнти ял тăрăх администрацийĕнче шырарăмăр.

Компетентлă

Владимир ВЕРШИНИН, Кÿкеç ял тăрăх пуçлăхĕ:

– Тĕрĕс, картишсене хăтлăлăх кĕртесси енĕпе ирттернĕ конкурсра «30 лет Победы» урамри икĕ хутлă çуртсен картишĕ 3-мĕш вырăн йышăнчĕ, çавна май 20 пин тенкĕлĕх сертификата тивĕçрĕ. Эпир хамăр енчен мĕн шантарнине турăмăр: «горка» туянтăмăр. Ăна декабрь уйăхĕн пуçламăшĕнче çеç илсе килнипе вырнаçтарма ĕлкĕреймен-ха, çĕр ăшăнасса кĕтмелле. Вăл асăннă çĕрте хăйĕн вырăнне тупатех. Ман шухăшпа, пĕр картишре пĕрешкел ярăнчăксем пулни ытлашши пулмалла мар, пачах урăхла, ачасене савăнтармалла кăна. Хакĕ пирки каланипе те килĕшместĕп, «горка» шăп та лăп 20 пин тенкĕ тăрать.

«30 лет Победы» урамри икĕ хутлă çуртсенче пурăнакансем ыттисемпе, конкурсра 1, 2-мĕш вырăнсене йышăннисемпе, танлаштарсан хăйсен картишĕнче мĕн вырнаçтарассипе пуçарулăх кăтартмарĕç. Вĕсене çакăн евĕрлĕ тепĕр «горка» кирлĕ мар имĕш, енчен те кирлĕ мар тăк мĕншĕн вĕсем маларах администрацие килсе ку ыйтăва сÿтсе явман, хăйсен шухăшне палăртман? Ачасем валли сĕтелпе сак кирлĕ теççĕ… Тĕрĕссипе вара, вĕсене çуртра пурăнакан арçынсемех ăсталаса лартма пултараççĕ.

ЛЮБОВЬ МАН

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости