Пархатарлă служба

Çак уйрăм специалисчĕсем район центрĕнчен аякра вырнаçнă ялсене тухса çÿреççĕ, пĕччен пурăнакан ватăсене шыраса тупаççĕ. Вăхăтра вырăна тухса пулăшу кÿрекен уйрăм специалисчĕсем çулталăк хушшинче 17 ял тăрăхĕнчи 171 яла çитеççĕ. Мартăн 28-мĕшĕнче центр уйрăмĕн заведующийĕпе Екатерина Москаленкопа, Людмила Шубина специалист Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕнчи Ĕçпе вăрçă ветеранĕсен пурнăç условийĕсемпе паллашрĕç. Кÿкеçре пурăнакан Илья Захаров водитель пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ эрнекун центр специалисчĕсем Çĕнъялпа Ишлей ял тăрăхĕсенче пулнă.

Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕнче паянхи кун тĕлне 57 Ĕçпе вăрçă ветеранĕ пурăнать. Вĕсенчен 6-шĕ Атăлъялтан. Чи малтанах ĕçлĕ специалистсемпе пĕрле 87-ри Галина Хрисанфова патĕнче пултăмăр. Пурнăçра нумай хура-шур курнă ялти хисеплĕ хĕрарăм хăнасене тарават кĕтсе илчĕ, хăйĕн пурнăçĕ çинчен каласа пачĕ. 9 ача амăшĕ 7-шне ура çине тăратнă. Унăн 19 мăнукпа нумай кĕçĕн мăнук. Халĕ кинемей кĕçĕн ывăлĕн Олегăн çемйипе килĕштерсе пурăнать. Мăнукĕ Ростислав çартан таврăннă, çурт çĕклет. Сергей ывăлĕ те пулăшать ватă çынна.

89 çула çывхаракан Юлия Никитинăна çавăн чухлĕ çул параймастăн та пулĕ. Ватă çынсемшĕн çумри çынсем ăшшăн калаçни те питĕ паха. Вăл хĕрĕпе Валентинăпа, кĕрÿшĕпе Александрпа, 3 мăнукĕпе тата кĕçĕн мăнукĕпе пĕрле килĕштерсе пурăнать. 86-ри Анна Андреева 5 ачана ăс парса ура çине тăратнă. Халĕ кĕçĕн ывăлĕпе Владимирпа кинĕпе Ларисăпа тата икĕ мăнукĕпе пурăнать. Мăшăрĕн йăмăкĕ Раиса Андреева та ăна пулăшса пырать. Кашнин хăйĕн пÿлĕмĕ пур. Паян Анна Андреевăн 10 мăнук тата 7 кĕçĕн мăнук пур. 35 çынран тăракан пысăк йыш кашни çулах кине-мейпе пĕрле унăн çуралнă кунне уявлама хăтлă киле пуçтарăнать.

Ялти чи сумлă, аслă хĕрарăм – 94 çула кайнă Мария Фадеева. 7 ача амăшĕ вăл. Ăна кĕçĕн ывăлĕ Владимир пăхса тăрать. Мария Фадеевăна çулталăк каярах урине татнине пула пуринчен те йывăртарах тивет. Хĕрĕ Лидия та кашни эрнекун хуларан килсе амăшне пулăшать. 88-ти Зинаида Семенова икĕ ывăл амăшĕ, кĕçĕн ывăлĕпе Владимирпе тата мăнукĕн Сергейĕн çемйисемпе пĕрле килĕштерсе пурăнать. Кĕçĕн мăнукĕсем те савăнтараççĕ ватлăхра. Ялти чи аслă арçын – Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, 91 çула кайнă Федор Никитин. Вăл 2 ывăлпа 2 хĕр ашшĕ. Халĕ ăна тивĕçлĕ канăва тухнă ывăлĕ Геннадий пăхса пурăнать. Центр ĕçченĕсем пÿрте кĕрсенех ветерана палласа илчĕç. Вĕсем, иртнĕ çулхи кĕркунне кăна пулнă иккен кунта хăнара. Ватă, сумлă çынсене тимлĕх уйăрса, вĕсен пурнăç условийĕсемпе кăсăкланса, пулăшса пыракан центр специалисчĕсен ĕçĕ пархатарлă. Çынсемшĕн тăрăшакан служба ĕçченĕсем çывăх кунсенче Кÿкеç поселокĕнчи ватăсем патне çитме палăртаççĕ.

Николай Смирнов, Атăлъял

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости