Пачăшкă та, ватă кинемей те

Хăйне халăх театрĕнче тупнă

20 çул ытла халăх театрĕн сцени çинче тĕрлĕ сăнар калăпланă Тамара Егорова «Чăваш наци культурин халăх артисчĕ» хисеплĕ ята тивĕçесси çинчен шухăшламан та. Шăпах çак сумлă ята панине çирĕплетекен документа алăран тыттарнă кăçалхи февралĕн 10-мĕшĕнче Тамара Михайловнăна мĕн пур чăвашсен обществăпа культура центрĕн председателĕ Юхма Мишши.

Ватăсен тата арçынсен ролĕсене вылянă

«Çакă маншăн кĕтменлĕх пулчĕ. Савăнтăм паллах, хисеплĕ ята тивĕçни малашне тата тăрăшарах ĕçлеме хавхалантарать», – тет пурнăçне Котеркасси халăх театрĕпе çыхăнтарнă 74 çулти Тамара Михайловна. Вăл шкулта вĕреннĕ чухнех, 14-15 çулта, сцена çинче тĕрлĕ сăнара калăплама тытăннă. Çамрăк хĕрачана пачăшкăн, арçынсен тата ватă карчăксен ролĕсене сăнарлама шаннă.

Пирвайхи спектакльти ватă кинемей ролĕ ĕненмелле пултăр тесе вăл пĕрле пурăнакан, куçĕсем япăх куракан аккăшĕн (ашшĕн аппăшне çапла чĕннĕ вăл) тумтирне вăрттăн илсе тухса кайнă иккен… Кирек мĕнле вăрттăнлăх та çиеле тухатех теççĕ, кÿршĕ хĕрарăмĕ вĕсем патне хăнана пырса Тамара сцена çинче ăста вылянине мухтама тытăнать. «Сан кĕпÿне тăхăннă, саппунне çакнă, çăпатине сырнă – чисти эс вĕт, Наçтаç!» – Тамара пирки аккăшне каласа парать кÿрши. «Вилсен тăхăнмалли тумтире çылăха кĕртсе килтĕн ĕнтĕ», – тет аккăшĕ ÿпкелешсе. Мĕн вăл тăванĕ мăкăртаткалани, куракансем спектакле кăмăлтанах йышăнаççĕ пулсан! Шкулти сцена çинче инсценировкăсем лартни, клубра аслисемпе тан спектакльсенче выляни пултарулăха кунран-кун аталанса пыма пулăшать. Вĕрентекенсем те ăна ăсталăхне кура артиста вĕренме хистеççĕ, анчах çăмăл мар пурнăçа пула Тамара аякка тухса каяймасть. Çапах та сценăран уйрăлмасть вăл, ăна камитсенчи кинемисен ролĕсене шанса параççĕ. «Эс вылямасан спектакль интереслĕ те мар», – теççĕ ун пултарулăхне палăртса ял çыннисем.

«Пурнăçăм хăй – тепĕр спектакль…»

20 çула çитиччен тÿлеккĕн пынă пурнăç тăруккăн тепĕр май çаврăнать. Тамара Михайловнăна Пайтерек каччи вăрласа каять. «Пурнăçăм хăй – тепĕр спектакль», – тет шÿтлесе ун чухнехине аса илнĕ май халăх театрĕн артистки. Театр курма каятпăр тесе улталаса илсе тухнă хĕре каччă килне çитереççĕ. 3 хутчен тухса тарать Тамара Михайловна пулас мăшăрĕн килĕнчен, анчах 3 хутчен те каялла илсе каяççĕ. Юлашкинчен арăм пулма килĕшме лекетех Тамара Егоровăн. 40 çула яхăн пурăннă мăшăрĕпе 5 ача çуратса ÿстереççĕ. Халĕ унăн 13 мăнук, кĕçĕн мăнуксем те пур.

Иккĕмĕш хут – халăх театрне

Тамара Михайловна халăх театрне тепĕр хут пысăк тăхтав хыççăн, тивĕçлĕ канăва тухсан, 1992 çулта пырса кĕрет. Ачасене çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине тăратсан мăшăрĕпе иккĕшĕ Тутаркасси тăрăхне таврăнаççĕ. Вăл халăх театрĕнче вылянине ас тăвакансем ăна каялла коллектива чĕнсе илеççĕ.

Кашни артистăнах чуна çывăх, кăмăла каякан сăнарсем пур. Тамара Михайловнăшăн хăшĕ çывăх-ши? «Улькка кинĕн 3 кинĕ», «Шупашкарти савни» спектакльсенче амăшĕсен ролĕсем асра юлчĕç», – тет артистка. «Айтар» драмăри Пинерпи амăшĕ пулса сцена çине тухни те уншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Котеркасси халăх театрне çÿрекенсем пĕр вăхăтрах фольклор ансамблĕн артисчĕсем те. Пултаруллăскерсем районти ялсенче час-часах пулса юрри-ташшипе, спектакльсемпе савăнтараççĕ, ытти района та çитеççĕ.

«Театр маншăн вăл – савăнăç, чун киленĕçĕ», – тет сцена çинче иккĕмĕш пурнăç тупнă 74 çулти Тамара Егорова. Çавăнпа та каçхине выльăх-чĕрлĕхе пăхнă хыççăн клуба васкать…

ВЕРА ШУМИЛОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости