Паян та мăшăрне «чиперкке» тесе чĕнет

Июлĕн 8-мĕшĕнче Раç­çейре Юрату, çемье тата шанчăклăх кунне паллă тума йышăннă. 13-мĕш ĕмĕрте пурăннă Муром княç­не Петра тата унăн мăшăрне Февроние халалланă ăна. Вăл паян чи сăваплă уявсенчен пĕри пулса тăчĕ. Çак кун тĕслĕхлĕ çемьесене чыслаç­çĕ.

Чечек çыххипе кăмăлне çавăрнă

Юратупа шанчăклăх, пĕр-пĕрне ăнланса хисепленин никĕсĕ çинче чăмăртаннă çемье чи çирĕппи шутланать. Тарăн та çирĕп туйăмсем кăна йывăрлăхсене чăтса ирттерме, вăйлăрах та ăслăрах пулма пулăшаç­çĕ. Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕнчи Смирновсен, Апаш ял тăрăхĕнчи Павловсен тата Сарапакасси ял тăрăхĕнчи Журавлевсен çемйисене шăпах çакăн пеккисен шутне кĕртме пулать, вĕсене паян «Юратупа шанчăклăхшăн» медальпе чыслаççĕ.

Шорккари Владимирпа Александра Журавлевсен çемье стажĕ – 43 çул. Çемьери пурнăç урапине нумай çул пĕрле тытса пыракансем килĕшÿре пурăнаç­çĕ, ашшĕ-амăшне сума сăвакан ачасем пăхса ÿстернĕ. Александра Максимовна яланах мăшăрĕпе юнашар, ăна кирлĕ самантсенче пулăшса, хавхалантарса тăраканĕ. Мăшăрĕ пурнăç тăршшĕпех пĕлÿ илессишĕн тăрăшнă, çав вăхăтра килти ĕç­сене пурнăç­ласси, 5 ачине пăхасси ытларах этемлĕхĕн черчен çуррийĕн хулпуç­çийĕсем çине тиеннĕ. «Ялти тата Çатра-Хочехмат шкулне пĕтерсен Шупашкарти пĕр училищĕре каменщик профессине алла илтĕм, унтан стройкăра 2 çул вăй хутăм. 19 çулта салтак атти тăхăнса 3 çул авиаци çарĕнче службăра тăтăм. Унтан таврăнсан каллех стройкăра ĕç­лерĕм, çав вăхăтрах каç­хине тĕп хулари машиностроени техникумĕнче вĕрентĕм. Хурçă шăратакан пулма тĕллевленĕччĕ. Ватăлса пыракан атте-анне тăван яла таврăнма ÿкĕте кĕртрĕç, ялта кирлĕ професси алла илес тесе строительство техникумне вĕренме кĕтĕм. Ăна пĕтерсен малтан Шупашкарти, кайран Кÿкеç­ри пĕр предприятире техник-строительте ĕç­лерĕм», – сÿтет аса илÿ çăмхине çемье пуçĕ. Шăпах çавăн чухне пулас мăшăрĕпе, Вăрмар хĕрĕпе Александрăпа паллашать те 27 çулти каччă. Тăванĕсем авланма вăхăт çитнине аса илтерсех тăни те, хĕр кăмăла кайни те хăюллăрах утăмсем тума хистеççĕ ăна. Çак тăрăхри хĕр-юлташĕ каччăна ырланипе те яш çине тимлĕрех пăхать Вăрмар хĕрĕ. «Нумай калаçатчĕ пулсан та, вăхăт иртнĕçемĕн йĕркеллĕ каччă пулнине ăнлантăм. Чечек çыххипех кăмăла çавăрчĕ пулас. Чечекĕсем те туяннăскерсемех пулнă, те такам пахчинчен вăтăрса тухнисем», – шÿтре чăн-чăн туйăмĕсене пытарни сисĕнчĕ Александра Максимовна сăмахĕсенче.

«Ялти хунькасси вăл – чăмăрла çĕр улми, уй урли – месерле çăмарта», – тесе вĕрентнĕ иккен асламăшĕ Владимир Андреевича мăшăра аякри ялсенче шырама сĕнсе.

Тăванĕн сăмахĕсене ăша хывса ялти чиперуксемпе мар, пĕрре курса килĕштернĕ пикепе туслашнă та хайхи. Нумай та вăхăт иртмен, туй кĕрлеттернĕ. «Турри çапла çырнă. Çапла вĕт, чиперкке?», – пурнăç­ри чи пĕлтерĕшлĕ утăма тунине аса илсе хаш сывласа мар, кăмăллăн кулкаласа мăшăрĕпе пуплет Владимир Журавлев.

Çемьере те, пултарулăхра та юнашар

Александра Максимовна медицина училищи пĕтернĕ хыç­çăнах Кÿкеç­ больницин санитарипе эпидемиологи уйрăмĕнче ĕç­леме тытăннă та мĕн пенсие тухичченех унта вăй хунă. Владимир Андреевич вара амăшĕ чирлесе ÿксен вырăнти «Звезда» колхозра 2 çул ĕç­лет. Часах ăна кунти клубра ĕç вырăнĕ сĕнеç­çĕ. Пĕлĕве ÿстерме вăл Çĕрпÿри культурăпа çутĕç училищине çул тытать. Ун хыç­çăн И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ-ра культурологи факультетĕнче куçăмсăр майпа вĕренет. Юлашки диплома вăл 54 çулта алла илет. «Пĕр вăхăтра килтен виç­çĕн аслă пĕлÿ илни çинчен диплом илтĕмĕр – эпĕ тата 2 хĕрĕм. Пĕтĕмĕшле шутласа пăхрăм та – эпĕ хам пурнăçăмра 33! çул вĕреннĕ!» – мăнаç­лăх туйăмĕ сисĕнет унăн сăмахĕсенче. Мăшăрĕ вара ăна хавхалантарса тăнă. Ытти чăваш хĕрарăмĕ пекех хăйне сăпайлă тытса туйăмĕсем пирки калама юратмасть пулин те унăн куллинче, тыткаларăшĕнче мăшăрне хисеплени, сума суни сисĕнет.

Владимир Журавлев тăрăшулăхĕпех, 1985 çулта Шорккари «Туслăх» фольклор ушкăнĕ çуралнă. Хăйсем кăна мар, ачисене те шкулта вĕреннĕ чухне пултарулăха явăç­тарнă. «Районта концертпа çитмен ял тăрăхĕ юлман, республика шайĕнчи конкурссене те сахал мар хутшăннă. Кÿршĕ регионсене те çитнĕ», – аса илеç­çĕ ватăсем. Фольклор ушкăнĕн 30 çулхи юбилейне халалласа кĕнеке те кăларнă Владимир Андреевич. «Халĕ эпĕ вут хурса тăраканни кăна», – тет вăл хăйĕн паянхи обществăлла пурнăçĕ пирки шÿтлесе. Журавлевсем паян та пултарулăх ушкăнĕнчен уйрăлми, карчăкпа старик ролĕсене калăплама вĕсене шанаç­çĕ. Унсăр пуç­не Александра Максимовна спектакльсемпе интермедисенче вĕç­кĕнрех хĕрарăмсен сăнарĕсене калăплама кăмăллать. «Пурнăç­ра хама хам сăпайлă çын тесе шухăшлатăп, спектакльсенче вара хама вĕç­кĕнрех тытатăп», – тет вăл.

Çемье тĕшши мĕнре? Паллах, ачасенче. 4 хĕрпе 1 ывăла ÿстернĕ мăшăр, аякка саланман тĕпренчĕкĕсем – тĕп хуларан час-часах килсе çÿреç­çĕ. 5 мăнук парнеленĕ вĕсем ашшĕ-амăшне, паян вĕсемпе киленеç­çĕ Журавлевсем.

Пĕр-пĕринчен шÿтлесе тăрăхласси те, сăмахпа тĕртсе илни те пулкаласан та Журавлевсен çемйинче ăнланулăх, туслăх, килĕшÿ хуçаланать. Юрату шăпах çакăн çинче никĕсленмест-и вара?

Сăмах май

Районти ЗАГС уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, Çветтуй Петрпа Феврони кунĕнче 7 çамрăк мăшăр çемье çавăрма кăмăл тунă.

АННА ФИЛИППОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости