Педагог та, общественник та

«Тăван Ен» хаçатăн кашни номерĕнчех штатра тăман корреспондентсен материалĕсем пичетленеççĕ. Вĕсене вулакансем лайăх пĕлеççĕ ĕнтĕ. Кăçал, Литература çулталăкĕнче, вĕсем пирки çырса кăтартас шухăш çуралчĕ. Паянхи тĕрленчĕк Çĕньял ял тăрăхĕнче пурăнакан çыравçă, общество ĕçĕсене хастар хутшăнакан Ксения Петровна Михайлова пирки.

Ксения 1944 çулта Шупашкар районĕнчи Эсеккасси ялĕнче учитель çемйинче кун çути курнă. Унăн ашшĕ, Петр Макарович Макаров, вăрçă умĕнхи тата хыççăнхи çулсенче 40 çула яхăн, тивĕçлĕ канăва тухичченех, пуçламăш шкулти ачасене вĕрентнĕ. Вăрçа та хутшăннă, Сталинград хулишĕн çапăçнă чухне йывăр амансан унăн пĕр урине татаççĕ. Каярахпа 9 уйăх Оренбург, Ташкент хулисенче сипленет, сусăрланнăскере вара килне яраççĕ.

П. Макарова вăрçă хирĕнче çапăçнă чухне паттăрлăх кăтартнăшăн Хĕрлĕ Çăлтăр, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 1-мĕш степĕньлĕ орденĕсемпе тата «Сталинграда хÿтĕленĕшĕн» медальпе наградăланă. Мирлĕ ĕçре çамрăк ăрăва вĕрентсе воспитани парас енĕпе тунă çитĕнÿсемшĕн тата общество ĕçĕнче хастарлăх кăтартнăшăн унăн ĕçне пысăк хак панă, «Ĕçре палăрнăшăн» медальпе, «Хисеп палли» орденпа наградăланă. Вăл «Ĕç ветеранĕ», «Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ» ятсене тивĕçнĕ.

Ксения 1951 çулта Паçпакри пуçламăш шкула çÿреме пуçланă. 1955-1961 çулсенче Апашри вăтам шкулта ăс пухнă. Вунă çул вĕреннĕ хыççăн Кÿкеçри педагогика класне вĕренме кĕнĕ. Çапла майпа вăл ашшĕ çулĕпе кайса кăткăс та пархатарлă вĕрентекенĕн ĕçне суйласа илнĕ. 1962 çулта ăна Арккассинчи пуçламăш шкула ĕçлеме янă. Ун чухне ку шкула Арккасси, Опукасси, Чумкасси ялĕсенчен 128-130 ача таранах вĕренме çÿренĕ, тăватă учитель ĕçленĕ. Ксения Петровна çак шкулта 38 çул ачасене хушма-кăларма, чăвашпа вырăс чĕлхисене хисеплеме вĕрентнĕ. Çак шутран 27 çул шкул заведующийĕнче вăй хунă. Паллах, унăн вĕрентÿ ĕçне кирлĕ пек туса пынипе пĕрлех хуçалăх ĕçĕсене те пурнăçлама тивнĕ. Çав вăхăта Ксения Петровна çапларах аса илет:

– Ас тăватăп, пĕррехинче вутă патне кайрăмăр та каялла килнĕ чухне трактор прицепĕ çĕмĕрĕлсе ларчĕ. Тракторист Типçырма ялне кайса тепĕр прицеп кăкарса килчĕ. Вутă пÿленкисене пĕр прицепран теприн çине куçарса киле каç еннелле тин çитрĕмĕр. Кун пек тĕслĕхсем пĕрре мар пулнă унпала.

Ксения Петровна шкулта ĕçлеме пуçласанах ялта пулса иртекен общество мероприятийĕсене хастар хутшăнать. Пенсие тухичченех вырăнти суйлав комиссийĕн секретарĕ пулса вăй хурать. Ял старости пулнă чухне унăн нумай ĕç туса ирттерме тивет. Тĕслĕхрен, фельдшер пункчĕ патне çитиччен çул çине асфальт тĕпренчĕкĕсем сарнă чухне, ял кĕперне çĕнетнĕ вăхăтра, газ пăрăхĕсем хывнă тапхăрта… Вăл ялти халăхăн канăвне йĕркелес енĕпе те сахал мар тăрăшнă. Уявсене аякран артистсене илсе килес енĕпе тимленĕ.

К. Михайлова вĕрентекен виçĕ ача пăхса çитĕнтернĕ вăхăтра 1978 çулта куçăмсăр майпа И.Я. Яковлев ячĕллĕ педагогика институтне вĕренме кĕрсе 1983 çулта ăна пĕтерет. Нумай çул ачасене вĕрентсе воспитани парас ĕçре ăнăçлă ĕçленĕшĕн «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ. Хисеп хучĕсемпе тав çырăвĕсем те чылай унăн. Пенсие тухсан та хастар ахаль лармасть. Ăна Çĕньял ял тăрăхĕнчи, Шăмăш енчи 7 ялпа, ветерансен канашĕн ертÿçине, районти ветерансен канашĕн президиумĕн членне суйланă. Çак ĕçсене вăл чун хавалĕпе туса пырать. Вăрçă участникĕсемпе, тыл ĕçченĕсемпе, вăрçă ачисемпе тачă çыхăну тытать. Чылай çул «Тăван Ен» хаçатра статьясем пичетлет, тематики тĕрлĕ енлĕ. Шăмăшри ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн ертÿçи пулнă май чылай материалĕнче ватăсем çинчен çырать. Юлашки вăхăтра вăл Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнине халалланă материалсене кун çути кăтартрĕ.

Ксения Петровна – пултарулăх çынни. 2006 çулта республика шайĕнче пичетленсе тухнă «Память» (авторĕ Н.В. Пыркин) кĕнеке валли хăйсен тăрăхĕнчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсем çинчен материал пухса панă. 2009 çулта пичетленсе тухнă «Долгожители республики» (авторĕ Г.Н. Ксенофонтов) кĕнеке валли те 100 çула çитнĕ 5 çын çинчен тĕрленчĕксем хатĕрленĕ. Юлашкинчен çакна палăртса хăварас килет: Ксения Михайлова – Шупашкар районĕнчи хастар общественниксенчен пĕри.

ФАДЕЙ КОНСТАНТИНОВ, КИПЕККАССИ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости