Пин-пин çулхи аваллăх управçисем

Тĕрĕ – чăваш халăхĕн пысăк пуянлăхĕ. Алă ăстисен çак асамлă ĕçĕсем яланах хисепре пулнă, вĕсен пĕлтерĕшĕ паян та çухалмасть. Чăваш тĕррин хăйне евĕрлĕхĕ, илемĕ çинчен пĕтĕм тĕнче пĕлсе тăрать. Кунта район территорийĕнче вырнаçнă «Паха тĕрĕ» ООО ĕçĕ-хĕлĕ курăмлă. 1923 çулта ахаль артель пек ĕçлеме пуçланăскер тĕрлес енĕпе кăна мар, ÿнерĕн ытти тĕсĕпе те ĕçленĕ.

Кунта столярсем шашкăсемпе шахматсем касса кăларнă, ялта пурăнакансем ас тунă тăрăх, йывăçран пуканесем те калăпланă. Тĕрĕ ăстисен аллисем витĕр тухнă ал шăллисемпе тĕрлĕ япалан хакĕ те çук! Асăннă предприяти тата «Бичурин тата хальхи самана» музей йĕркеленипех иртнĕ кĕçнерникун Кÿкеçри тĕп культура çуртĕнче регионсен хушшинчи ача-пăча пултарулăхĕн «Асамлă тĕрĕ тĕнчи-2016» конкурсне пĕтĕмлетсе çĕнтерÿçĕсене чысларĕç.

Культура çурчĕн залне пухăннисене райадминистраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Зоя Маслова саламларĕ, çакăн евĕр конкурссене ирттерни чăваш ÿнерĕн пуянлăхĕ манăçа тухманнине, çĕнĕ вăйпа чĕрĕлсе пынине кăтартнине пĕлтерчĕ. Чăваш Республикинчи ачасен прависемпе уполномоченнăй Вячеслав Рафинов та пултарулăх ачасене асаттесен йăли-йĕркине асра тытма пулăшнине палăртрĕ. Уявра ЧР экономика министерствин тав хучĕсемпе «Асамлă тĕрĕ тĕнчи-2016» конкурсра çĕнтерÿçĕ ачасене хатĕрленĕ вĕрентекенсене, хушма пĕлÿ паракан педагогсене, тĕрĕ кружокĕсене ертсе пыракансене чысларĕç. Районти ача-пăча пултарулăх центрĕ, Кÿкеçри ача-пăча ÿнер шкулĕ, Кÿкеçри 1-мĕш шкул декораципе ĕçлев ÿнерне аталантарнăшăн ЧР культура министерствин тав хутне тивĕçрĕç.

«Чăваш тĕрри» музей ертÿçи Светлана Недвигина чăваш халăхĕ йăла-йĕркесен пуянлăхĕпе тата хăйне евĕрлĕхĕпе уйрăлса тăнине, вĕсене сыхласа хăварма тăрăшмаллине каларĕ. «Паян йăла-йĕркесене аталантарасси, сыхласа хăварасси – çирĕп алăра», – пĕтĕмлетрĕ вăл çамрăксен пултарулăхне хак парса.

«Паха тĕрĕ» ООО ертÿçи Наталья Посынкина çĕнтерÿçĕсене чысланă май хăйĕн шухăш-кăмăлне пĕлтерчĕ: «Ÿссе пыракан ăрура илемлĕх патне туртăнасси пулсан халăх тĕрри вилмест, вăл вăхăт тата пурнăç ыйтнипе улшăнса пырса иртнине, хальхине тата пулассине пĕрлештерсе аталанса пырать». Ĕçсене хаклакан жюри членĕсем те конкурса хутшăнакансен ĕçĕсем пысăк пахалăхлă пулнине, чи лайăххисене суйласа илме çăмăл пулманнине палăртрĕç.

Çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе тата парнесемпе чысларĕç, Кÿкеçри тĕп культура çурчĕ çумĕнчи «Илем» ансамбль «Тĕрĕ тĕрлекенсем» ташăпа тата Кÿкеçри ача-пăча ÿнер шкулĕн пултаруллă хĕрачи Дарья Белкова сцена çине тухни вĕсемшĕн чăн-чăн парне пулчĕ.

АННА ФИЛИППОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости