Пите хĕретес килет-и?

Е ачасене преступлени çулĕ çине мĕн тĕртет?

ШĔМĕн Шупашкар районĕнчи уйрăмĕн кăтартăвĕсемпе 2015 çулта çул çитмен çамрăксем тунă преступленисен шучĕ 2014 çултипе танлаштарсан 10 таран чакнă пулин те (36-ран 26 таран), лару-тăру сехрене хăпартма пăрахмасть-ха. Пур тĕслĕх те ют çын пурлăхне хапсăннипе çыхăннă. Çул çитменнисемпе ĕçлекен комисси членĕсен ларăвĕнче пăхса тухакан ыйтусем те ачасем вăрă çулĕ çине тăнипе, ашшĕ-амăшĕ вĕсене çителĕксĕр тимлĕх уйăрнипе, аслисем ачасем умĕнче эрех-сăрапа айкашнипе, хăш чухне вара çул çитменнисем хăйсем обществăлла вырăнта ÿсĕр çÿренипе çыхăннă. Ачасем кукăр çул çине тăрасран асăрханччăр, хăйсен йăнăшне вăхăтра ăнланса илччĕр тесе тимлеççĕ те çул çитменнисемпе ĕçлекен комисси членĕсем.

Çĕрĕпе урамра?!

Ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкĕсене çителĕклĕ тимлĕх уйăрманни, вĕсем пушă вăхăта епле ирттернипе кăсăкланманни преступлени сăлтавĕ пулса тăрать. 2015 çулхи апрель-май уйăхĕсенче çул çитмен 3 арçын ача дача çурчĕсенчен ют çын пурлăхне 10 хут вăрласа тухни пирки пĕлтереççĕ шалти ĕçсен пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен уйрăмĕнчен. Вĕсем тăрăх пуçарнă уголовнăй ĕçсене тĕрĕслесе тăрассине район прокуратури хăйĕн çине илнĕччĕ. Вăрă ĕçне вĕсем 23 сехетрен пуçласа ирхи 6-чен пурнăçланă. Çак вăхăтра ачасем килте пулмалла пек, ашшĕ-амăшĕ ăçта пăхнă? Пĕтĕмлетÿ савăнтармасть: аслисем ачасем çĕрле ăçта пулнипе кăсăкланман та. Кукăр çул çине тăнăскерсене çул çитменнисен комиссийĕн ларăвĕнче, шкулта ирттерекен ашшĕ-амăш пухăвĕнче пĕрре мар сÿтсе явнă. Шкул тата ШĔМ органĕсен справка-характеристикинчен ашшĕ-амăшĕ ачасен вĕренĕвĕпе, тыткаларăшĕпе кăсăкланманни курăннă.

2015 çулта районта çул çитменнисем обществăлла хăрушă 12 ĕç тунине тупса палăртнă. Шупашкар район прокуратури çавăн пекех ачасене тивĕçлĕ воспитани паманшăн, ашшĕ-амăш тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçламаншăн 212 çынна административлă майпа явап тыттарнă, 2014 çулта – 225 çынна. Пĕлтĕрхи январь-декабрь уйăхĕсенче ШĔМ çумĕнчи çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссие çул çитмен 31 ачана учета тăратнă, 34 çамрăка учетран хăтарнă – вĕсенчен 18-шне çул çитнине пула, тепĕр 11-шне – йăнăшне ăнланса тÿрленнин сăлтавĕпе. 2016 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне правона пăснăран учетра çул çитмен 43 ача тăни паллă, вĕсенчен 29-шĕ – шкулта вĕренекенсем, 6-шĕ – профучилищĕре, тепĕр 6-шĕ – техникумсемпе колледжсенче ăс пухакансем. Пĕлтĕр çул çитменнисемпе ĕçлекен комисси членĕсем 276 çемьене тĕрĕсленĕ, профилактика кунĕпе 47 рейд ирттернĕ.

Юлташĕпе – вăрра…

Çитĕнсе пыракан ăрăва тивĕçлĕ воспитани парасси – яваплă тивĕç. Пĕрре алăран вĕçерĕннĕ ачана мĕнле ăс кĕртмелле-ши? Поселокра пурăнакан М.-сен çемйи çакăн евĕр лару-тăрăва лекессе шухăшламан-тăр. Нумай пулмасть 15 çулти хĕрĕ киле ÿсĕр таврăннă. Ашшĕ çакна курса чăтса тăрайман, алла пиçиххи тытнă. Çапма тесе аллине те çĕкленĕ-ха вăл, лекеймен. Ÿсĕр хĕрача нумай шухăшласа тăман, полицие шăнкăравланă. Çемьери харкашу ШĔМ сотрудникĕсем хушша-хуппа кĕрсен кăна лăпланнă.

Салапайкасси ачисем вара ют çын пурлăхне çаратса пуйма шухăшланă. 2 юлташ, 10-мĕш класра ăс пухакансем, Шупашкарти пĕр лавккана кĕрсе тăхăнмалли япаласем вăрттăн илсе тухма шухăшланă. Çапах кирек мĕнле усал ĕç те çиеле тухатех, лавккара ĕçлекенсем арçын ачасене тыса чарса полици аллине панă. Ашшĕ-амăшĕ «симĕс çĕленпе» туслашнăран ачисем те çăмăлттайланма хăтланнă тĕслĕхсем тĕл пулаççĕ – шкулти уроксене сăлтавсăрах сиктереççĕ. Кун пек тĕслĕхсене темиçе те пăхса тухрĕç çул çитменнисемпе ĕçлекен комисси членĕсем.

Кама асăрхаттарасси, кама штраф тÿлеттересси, кама учета тăратасси пирки – тĕрлĕрен йышăну турĕç комисси членĕсем. Пурин те вĕсен пĕр тĕллев – тĕпренчĕкĕсем усал ĕç тунăшăн пите хĕретес мар тесен ашшĕ-амăшне паянах вĕсен воспитанийĕ пирки тĕплĕн шухăшлама хистесси.

Анна Филиппова

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости