Питĕ кăмăллă: награда илнисем йышĕнче пирĕн ĕçтешсем те

Çак кунсенче министерствăра ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ, ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникаци хатĕрĕсен министрĕ Александр Иванов ертсе пынипе тĕп редактор кунĕ иртрĕ.

Тĕл пулу хаваслă самантран пуçланчĕ, ĕçре палăрнисене патшалăх наградисемпе хисеп турĕç. Вĕсен йышĕнче ĕçтешсем те пур. «Тăван Ен» хаçатăн тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркинăна тăрăшса ĕçленĕшĕн тата массăллă информаци хатĕрĕсен сферине аталантарнăшăн министерствăн Хисеп грамотипе чысларĕç. Редакцин тĕп бухгалтерĕ Елена Жукова Тав хутне, вырăнти хăй тытăмлăх уйрăмĕн редакторĕ Елена Дадюкова вара федерацин Атăлçи тăрăхĕнчи «Победа» проекта хутшăннăшăн министрăн Тав çырăвне тивĕçрĕç.

Редактор кунĕнче тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе яврĕç: сентябрь уйăхĕнче пулакан суйлав кунĕнчен пуçласа паянхи хаçатсен дизайнĕ, вĕсене лайăхлатмалли меслетсем таранах.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости