Почта ĕçченĕсен династийĕ

Юлашки вăхăтра Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕнчи Хыркассинчи почта уйрăмĕ палăрмаллах улшăнчĕ. Почта çамрăк ĕçченсемпе пуянланчĕ тесен тĕрĕсрех пулать.

Октябрь уйăхĕнчен кунта Кипечкассинчи 20 çулти Елизавета Кириллова оператор ĕçĕсене пурнăç­ласа пырать. Вăл халăха тараватлăн кĕтсе илсе çутăшăн, газшăн тÿлекенсен укçисене йышăнать, хаçат-журнал çырăнтарать. Ĕçленĕ вăхăтрах Шупашкарти педагогика институтĕнче куçăмсăр майпа 2-мĕш курсра пĕлÿ пухать. Иртнĕ эрнере почта уйрăмĕн çамрăк ертÿçи Инна Емельянова декрета кайрĕ, иккĕмĕш пепкине кун çути кăтартма хатĕрленет. Хăй вырăнне, Хыркассинчи почта уйрăмне ертсе пыма, Варпуçĕнче пурăнакан 23 çулти Людмила Медниковăна шанса хăварчĕ. Людмила Медникова – кăçал Шупашкарти коопераци институтне вĕренсе пĕтернĕ çамрăк специалист-экономист. Унăн амăшĕ, Наталья Никифорова, чĕрĕк ĕмĕр кунта тăрăшать. Вăл Çĕктер поселокĕпе Криккакасси ялĕсенче çыру-хаçат валеçет. Кукамăшĕ Ираида Лукина вара 35 çул почта уйрăмĕнче тăрăшрĕ. Ĕç династийĕн пуçаруçи Малтипе Кайри Ункăпуç ялĕсенче почта валеç­рĕ. Халĕ çак ялсене 39 çулти 5 ача амăшĕ Любовь Ефимова хаçат-журналпа тивĕç­терет.

Почта уйрăмĕнче нумай ачаллă хĕрарăмсем татах та пур. 4-мĕш ача кĕтекен Рая Соминова Хыркасси салипе Вăрманкасси ялĕсене сукмак хывать. Ăна Ольга Герасимова пулăшса пырать. Шупашкаркассипе Питтикасси ялĕсенче Мая Костина ĕçлет. Сăмах май, Ольгăпа Мая иккĕшĕ те Шупашкаркассинчи «Шурăмпуç» фольклор ушкăнне çÿреççĕ. Çамрăксенчен тата 25 çулти Марина Дмитриевăна палăртмалла. Вăл Варпуç, Шарпаш тата Салапайкасси ялĕсенче почта валеçет. Станъял ялне тивĕçлĕ канăва тухнă Людмила Зайцева, Çÿлтикасси ялне Анат-Кĕнер шкулĕнче ĕçлекен Алевтина Мартьянова почта илсе çитереççĕ. Кипечкассине Галина Попова 5 çул утать. Ăна пулăшмалла Атăлъялпа Хорнсор ялĕсенче çак йĕркесен авторĕ хаçат-журнал салатать.

Çамрăксем почта уйрăмĕнче «Тăван Ен» хаçата 2015 çулхи 1-мĕш çур çулта илсе тăма çырăнтарас тесе те аван ĕçлеççĕ. Паянхи кун тĕлне 100 экземпляр таран çырăнтарнă, çырăнтару малалла пырать.

НИКОЛАЙ СМИРНОВ, АТĂЛЪЯЛ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости