Преступлени хыççăнхи чи паха талăк

Хăш-пĕр кăтарту самай ÿснĕ

Велосипедсем вăрлани – юлашки вăхăтра оперативлă сводкăсенче час-часах тĕл пулакан хыпар. Çак «транспортпа» çынсем сывлăхне çирĕплетме тăрăшни хĕпĕртеме сăлтав парать пулин те хăйсен пурлăхне мĕнлерех упрани вара пĕрре те савăнăç туйăмне çуратмасть, хуçисен явапсăрлăхне яр уççăн кăтартать çеç.

Районта, уйрăмах, Кÿкеç поселокĕнче юлашки темиçе кунра кăна 6 велосипед вăрланине шута илнĕ. Кукăр алăллă çынсем вĕсене мĕнле майпа йăкăртса каяççĕ тетĕр-и? Питĕ çăмăллăн: нумай хваттерлĕ çуртсен подъезчĕсенче нимĕнле çăрапа тыттарса хуман велосипедсене шутлă минутра çук тăваççĕ. Вăрланă тенĕрен, ку енĕпе статистика савăнтармасть. Эрне пуçламăшĕнче ЧР Шалти ĕçсен министрĕн çумĕ, юстици полковникĕ Ольга Кузнецова, район пуçлăхĕ Андрей Николаев, райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ Сергей Ванюшкин, район прокурорĕн çумĕ Рафил Ахмадуллин хутшăннипе иртнĕ канашлура районти шалти ĕçсен пайĕн кăçалхи çур çулхи кăтартăвĕсемпе паллаштарнă хыççăн юлашки вăхăтра мĕнлерех лару-тăру пулни яр уççăн сăнарланчĕ. «Иртнĕ çулхи пирвайхи çур çулпа танлаштарсан çаратнă тĕслĕхсем 10,6% ÿснĕ – 188-тан 208 таран», – пĕлтерчĕ РФ ШĔМĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕ Андрей Иванов пухăннисене пĕтĕмлетÿсемпе паллаштарнă май. Вăрланă (7,9%) тата çынна улталаса çаратнă тĕслĕхсем (200%) уйрăмах нумайланнă иккен, сăмахран, 2015 çулхи январь-июнь уйăхĕсенчи цифрăсемпе танлаштарсан хăваттерсенчен (8-тан 23 таран), гаражсенчен (1-рен 9 таран) автомобильсенчен (21-тен 35 таран) япаласем сĕтĕрни паллă. Пĕтĕмĕшле вара преступноç шайĕ ÿссе пынă – 332-рен 379 çитиех. Регистрациленнĕ преступленисем пысăкланса пынă çĕрте вĕсене уçса параслăх – 53,7%, 2015 çулта вара ку тапхăрта вăл 58,3% танлашнă. Статистикăпа паллашнă хыççăн мĕншĕн кунашкал лару-тăру пулнин сăлтавĕсене пĕлесшĕн пулчĕ те Ольга Викторовна. Паллă ĕнтĕ, Шупашкар районĕ хула çывăхĕнче вырнаçнăран кунта дача участокĕ нумай, тĕслĕхрен, района 146 коллективлă сад. Вĕсенчен тĕрлĕ япала вăрланă факт сахалланса пымасть, уçса памашкăн вара ансат мар. Мĕншĕн? Уголовлă шырав пайĕн пуçлăхĕ Антон Павлов ăнлантарнă тăрăх, вăрăсем мĕн те пулин йăкăртса кайнине хуçисем çуркунне дачисене таврăнсан кăна пĕлеççĕ, çавăнпа та ку е вăл преступление шăп та лăп хăçан тунине калама йывăр, вăрăсене тытма вара – пушшех те. Кунашкал хурав министр çумне питех çырлахтармарĕ, вăрланă ытти тĕслĕхе мĕнлерех уçса панине ăнлантарнине илтейменнипе хытарсах каларĕ: «Преступлени тунă хыççăнхи пĕр талăк – чи пахи. Шăпах çакăн чухне преступник йĕрĕ çине тухма çăмăл, çавăнпа та çак тапхăрта питĕ активлă пулмалла».

Улталаса банк карточкисенчен укçа вăрланă фактсем самай пысăкланнă. Калăпăр, 2015 çулхи çур çулта çакнашкал пĕр преступление регистрациленĕ пулсан кăçалхи ултă уйăхра – 31, кăтарту 3000% (!) ÿснĕ. Хальлĕхе вĕсенчен 2 уголовнăй ĕçе çеç суда çитерме май килнĕ. Каламасăрах паллă, виртуаллă анлăшра тăвакан преступленисен «хуçисене» тупса палăртма питĕ йывăр. Çавăнпа та профилактика ĕçĕ темĕнрен те паха. Ку енĕпе районти шалти ĕçсен пайĕ ĕçлемен мар, мĕнле меслет пур – почта уйрăмĕсенчен пуçласа халăхра памяткăсем салатни таранах – пуринпе те усă курнă. Антон Павлов унăн эффективлăхĕ – çынсем телефонри «мобильлĕ банк» услугăна чарма пуçланă-мĕн – пуррине асăнчĕ пулин те Ольга Кузнецова ку енĕпе çине тăрсах ĕçлемеллине тепĕр хут палăртса хăварчĕ.

Темиçе çын пурнăçламаллине, паллах, пĕри кăна ĕçлесе çитереймест, коллективра сотрудниксем çитменни ĕç кăтартăвне пушшех те тÿнтерле витĕм кÿрет. Çак сăлтавпа çыхăнтараççĕ те хăш-пĕр çитменлĕхе асăннă пайра. Сăмахран, участковăйсем сахаллине, нумаях пулмасть ку «пушăлăха» пĕтерме май килнĕ – 5 çынна ĕçе илнĕ. Участковăйсене асăннă май, вĕсен çынсене йышăнма палăртнă вăхăта улăштарма сĕнчĕ Сергей Алексеевич. Сĕнĕве йышăнса ыйтăва çитес вăхăтрах пăхса тухĕç. Тĕплĕн тишкерсен, пĕр-пĕр кунра, çирĕплетнĕ вăхăтра çынсене йышăнни питĕ кирлĕ, çакă, тен, преступленисене уçса пама пулăшĕ тата йĕрке хуралĕн сотрудникĕсене усăллă информаци пĕлтерме май парĕ. Асăнса хăвармалла, общество вырăнĕсенче тунă преступленисем те кăçалхи ултă уйăхра 35,2% пысăкланнă, çав шутра урамра – 39%. Ял тăрăхĕсене тишкерес пулсан, халăх нумай çÿрекен вырăнсенче чи нумай преступление Кÿкеç (22), Лапсар (10), Тутаркасси (8) ял тăрăхĕсенче регистрациленĕ.

Кăтартусене лайăхлатмалли пирки, кашни сотрудник ĕçе юратса та тÿрĕ кăмăлпа пурнăçламаллине палăртрĕ Ольга Кузнецова калаçăва пĕтĕмлетсе пынă май. «Çынсен полици сотрудникĕсем патне шанчăклăх туйăмĕ çуралтăр тесе вăй хумалла», – терĕ юстици полковникĕ.

Мĕнле мĕнле те, лайăх кăтартусем те пур районта, сăмахран, кăçалхи ултă уйăхра, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, авари пулнă тĕслĕх чакнă – 60 фактран 54 таран, вĕсенче вилекенсен – 61,5%, суранланакансен йышĕ 17,3% сахалланă. Районта экстремизмла пулăмсем, террорла актсем пулман.

Сăмах май

Хăйсен тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн Андрей Николаев çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн районти уйрăмĕн пуçлăхне Юрий Полякова Хисеп грамотипе, Александр Егоров тата Анатолий Никитин инспекторсене Тав хучĕпе чысларĕ.

ЛюБОВЬ МАН

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости