Проект пурнăçа кĕмеллех

Январĕн 14-мĕшĕнче райадминистраци пуçлăхĕ Георгий Егоров ĕçлĕ çулçÿревпе Тренккасси вăтам шкулĕнче тата «Родничок» ача садĕнче пулчĕ.

Чи малтанах Георгий Иванович нумай пулмасть юбилей паллă тунă шкулăн музейне кĕрсе курчĕ. Шкул директорĕ Викентий Фомин шкул историйĕпе, стендсемпе, экспонатсемпе паллаштарчĕ. Кунтах спортра, предмет олимпиадисенче çитĕнÿ тунă ачасен сăн ÿкерчĕкĕсем, вĕсем çĕнсе илнĕ кубоксемпе наградăсем.

Тренккасси шкулĕнче вăй хуракансем вĕренекенсене тĕрлĕ предметпа тивĕçлĕ пĕлÿ парас, ÿссе пыракан ăрăва ĕçе хăнăхтарас тĕлĕшĕпе тимлĕх уйăрма тăрăшаççĕ. Георгий Иванович технологи урокĕсене епле ирттернипе кăсăкланчĕ. Арçын ачасене урок вăхăтĕнче тĕрлĕ станокпа ĕçлеме хăнăхтараççĕ пулсан, хĕрачасене ку шкулта çĕвĕ машинипе çĕлеме, апат-çимĕç пĕçерме, ытти ĕçсене вĕрентеççĕ.

Районта эксперимент шучĕпе 5 вĕрентÿ учрежденийĕнче – Апаш, Атайкасси, Тренккасси шкулĕсенче, Кÿкеçри лицейпа 1-мĕш шкулта – математика тата çутçанталăк ăслăлăхĕсемпе тарăнрах пĕлÿ парас тĕллевпе хушма сехетсем кĕртме палăртнă. Ку йышăнăва 2014 çулти августра иртнĕ вĕрентекенсен канашлăвĕнчех йышăннă, ăна пурнăçа кĕртме район бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрма палăртнă. Эксперимента хутшăнакан шкулсенчи вĕрентекенсем вĕрентÿ программисене пурнăçласа Чăваш Республикин вĕрентÿ институтне тăратнă, халĕ вĕсене йĕркелесе çитерессипе тимлеççĕ. Георгий Иванович Тренккассинче проекта пурнăçа кĕртес ĕçсем мĕнле шайра пынипе кăсăкланчĕ, вăл пурнăçланасса шаннине пĕлтерчĕ.

Районта юлашки çулсенче чылай ушкăн уçăлнине, Кÿкеç­ре «Крепыш» ача сачĕ хута кайнине палăртмалла. Анчах та хăш-пĕрисем вырăн йышăннă хыççăн ачисене садике яланах çÿретмеççĕ, теприсем хăйсен пепкисен воспитанине аслашшĕ-асламăшне шанаççĕ. Çапах та ача садне çÿрекенсен шкул хатĕрленĕвĕ пысăкрах, лайăхрах пулнине палăртмалла. Аяккарах вырнаçнă ялсенчи ачасене ача садне илсе çÿреме майсем тупассине те палăртса хăварчĕ Георгий Иванович. Тренккасси шкулĕн директорĕ патне акă 30 яхăн ашшĕ-амăшĕ шкул çулне çитменнисене шкул автобусĕпе илсе çÿресси пирки ыйтупа тухнă. Çак тата ытти ыйтусене татса парассипе те калаçу пулчĕ тĕл пулура.

«Родничок» ача садĕнче райадминистраци пуçлăхĕ çулталăк вĕçĕнче уçăлнă ушкăнсемпе паллашрĕ.

Деомид Васильев

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости