Профессие уроксенче суйлаççĕ

Районта пĕрремĕш аграри класĕ уçăлчĕ

Районшăн çĕнĕ пулăмпа асра юлчĕ декабрĕн 6-мĕшĕ – ЧР вĕрентÿпе ял хуçалăх министерствисен, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн пĕрлехи проекчĕпе Янăш шкулĕнче савăнăçлă лару-тăрура районти пĕрремĕш аграри класĕ уçăлчĕ. Унăн тĕллевĕ – шкул ачисен профориентацине ÿстересси.

Интереслĕ те профессионаллă ĕç

Савăнăçлă мероприятие сумлă хăнасем те – ЧР вĕрентÿ министрĕ Юрий Исаев, ял хуçалăх министрĕн çумĕ Владимир Доброхотов, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн ректорĕ Андрей Макушев, райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ Сергей Ванюшкин – хутшăнчĕç.

«Çĕнĕ йышши технологисем вăя кĕрсе пынă вăхăтра ял хуçалăх отраслĕнче пысăк квалификациллĕ специалистсем кирлех. Аграри класĕнче ăс пухакан ачасен аслă вĕрентÿ заведенине вĕренме кĕрсе ял хуçалăх отрасльне çамрăк специалистсем пулса таврăнма май пур», – çакна палăртрĕ Сергей Ванюшкин пухăннисен умĕнче тухса калаçнă май. Юрий Исаев академин ырă пуçарăвне пысăк хак пачĕ. «Раççейĕн хăш-пĕр регионĕнче аграри класĕсене вĕрентÿ программине кĕртнĕ, Чăваш Енре çак ĕçе тытăнатпăр кăна.

Пурнăç ача çулĕсенченех мĕнле професси алла илесси çинчен шухăшлама ыйтать. Аслă классенче вĕренекенсемпе профориентаци ĕçне ирттерни пĕлтерĕшлĕ», – палăртрĕ вăл. Владимир Доброхотов пуласлăха ял хуçалăх отраслĕпе çыхăнтарма кăмăл тунă ачасене вĕренÿре ăнăçу сунчĕ.

«Паян ял хуçалăхĕ – нумай укçа-тенкĕ хывмалли «тĕпсĕр шăтăк» мар, интереслĕ те профессионаллă, пысăк ĕç укçиллĕ ĕç, – ял хуçалăх отрасльне паян еплерех курнине пĕлтерчĕ Андрей Евгеньевич. – Чăваш Енре аграри класĕсем уçăлни ял хуçалăх таварне туса илекенсемшĕн, академишĕн, министерсвăсемшĕн, шкулшăн кăна мар, пуринчен ытла ачасемшĕн пĕлтерĕшлĕ. Паллах, вĕренÿ ĕçĕнче сехетсем хушăнаççĕ, çапах та ачасемшĕн çĕнĕ пĕлÿ илни, республикăри предприятисене экскурсисене тухса çÿрени, мастер-классене хутшăнни кăсăклă пулĕ». Паянхи шкул ачисене çывăх вăхăтра студентсен, каярах ял хуçалăх отраслĕн çамрăк специалистсен ретĕнче курасса шаннине палăртрĕ Андрей Макушев, аграри класĕнче вĕренекенсене пĕлÿ парас ĕçре пулăшу кÿме шкула ноутбук парнелерĕ.

Çăмăллăх кÿрет

Вĕренÿ вăхăтĕнче Янăш тата Кăшавăш шкулĕсен 10-мĕш класс ачисене академи преподавателĕсем ял хуçалăх профессийĕсем, патшалăх çамрăк специалистсене кÿрекен пулăшу çинчен каласа парĕç, экономикăпа менеджмент, физика, хими пĕлĕвĕсене тарăнрах парĕç. Андрей Макушев каланă тăрăх, аграри класĕсенче пĕлÿ пухакансем вĕрентÿ программи тăрăх республикăри (çав шутра районти те) малта пыракан ял хуçалăх предприятийĕсен опычĕпе паллашма тухса çÿрĕç. Вĕрентÿ программи шкул ачисене ял хуçалăхĕнче кирлĕ професси суйласа илме пулăшĕ. Лайăх кăтартусемпе палăракан пултаруллă ачасем ятарлă стипенди илсе тăрĕç, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине вĕренме кĕнĕ чухне çăмăллăхсемпе усă курĕç.

10-мĕш класра ăс пухакан Георгий Кольцов аграри класĕнче ăс пухма тытăннăшăн кăмăллă. «Манăн атте – агроном, эпĕ те ун пекех пуласшăн, çак профессие алла илесшĕн. Аграри класне пĕтернĕ хыççăн Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине вĕренме кĕресшĕн», – пĕлтерчĕ вăл шкулти çĕнĕлĕх умри тĕллевсене пурнăçлама пулăшнине палăртса.

Шкул ачисем аграри класĕн пĕрремĕш урокне васкарĕç…

ДЕОМИД ВАСИЛЬЕВ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости