Пул­та­рул­ли­се­не – сти­пен­ди

Ха­çат­ра та, те­ле­ви­де­ни­пе ра­дио­ра та ЧР Пуç­лă­хĕн сти­пен­ди­не иле­кен­сем çин­чен час-­ча­сах асă­наç­çĕ. Пи­рĕн ра­йон­та вĕ­сен йы­шĕ мĕн чух­лĕ? Ăна кам ил­ме пул­та­рать?

К­се­ния БОГАТЫРЕВА, Иш­лей

Ва­лен­ти­на Алек­санд­ро­ва,Шу­паш­кар ра­йад­ми­нист­ра­цин вĕ­рен­тÿ па­йĕн спе­циа­лис­чĕ:

– ЧР Пуç­лă­хĕн сти­пен­ди­не вĕ­ре­нÿ­ре та­та ĕç­ре пу­çа­ру­лăх, çи­тĕ­нÿ кă­тар­та­кан, об­щест­вăл­ла ĕç­се­не хут­шă­на­кан пул­та­рул­лă 14-30 çул­хи çам­рăк­се­не па­раç­çĕ. Пĕл­тĕр кă­на 3 пин ыт­ла çам­рăк çак сум­лă ята ти­вĕ­çес те­се кон­кур­са хут­шăн­нă, пи­рĕн ра­йон­тан та 57 çын­ран 25-­шĕ ЧР Пуç­лă­хĕн сти­пен­ди­не ти­вĕç­нĕ. Пĕр çын сти­пен­дие 2 çул­та пĕр­ре кă­на ил­ме пул­та­рать. Кă­çал ЧР Пуç­лă­хĕн сти­пен­ди­не илес те­кен çам­рăк­сен ок­тяб­рĕн 1-­мĕ­шĕч­чен до­ку­мент­се­не тă­рат­мал­ла. Вĕ­сем çак­сем:

✔­кон­кур­са хут­шă­на­кан ячĕ­пе ор­га­ни­за­ци ер­тÿ­çи алă пус­са çи­рĕп­лет­нĕ çы­ру-п­редс­тав­ле­ни,

✔­ха­рак­те­рис­ти­ка, сăн ÿкер­чĕк,

✔­кон­кур­са хут­шă­на­ка­нăн ан­ке­ти,

✔­кол­лек­тив пу­хă­вĕн­че сти­пен­ди ил­ме ти­вĕç­ни çин­чен ĕнен­те­ре­кен про­то­кол вы­пис­ки,

✔­пас­порт ко­пи­йĕ,

✔­ре­гист­ра­ци сви­де­тельст­вин ко­пи­йĕ,

✔­за­чет кĕ­не­кин ко­пи­йĕ,

✔­ху­ша­ма­та, ята, аш­шĕ ят­не ыл­маш­тар­ни­не ĕнен­те­ре­кен до­ку­мент­сен ко­пи­йĕ,

✔­кон­кур­са хут­шă­на­ка­на тă­ра­та­кан ор­га­ни­за­цин уч­ре­ди­тель­нăй до­ку­мен­тăн мал­тан­хи ст­ра­ни­цин та­та ти­тул лис­тин ко­пи­йĕ­сем,

✔кон­кур­са хут­шă­на­ка­нăн заяв­ле­ни­йĕ,

✔­çи­тĕ­нÿ­се­не кă­тар­та­кан до­ку­мент­сен ко­пи­йĕ­сем (ю­лаш­ки 3 çул­та ил­нĕ Хи­сеп та­та Тав ху­чĕ­сем, ыт­ти наг­ра­да).

(Тăван Ен 35№, сентябрĕн 12-мĕшĕ, 2014 ç.)

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости