Пул​та​рул​лă çын​на су​ма су​са

Чă​рăш​кас​си ял тă​рăх​не кĕ​ре​кен ял​сен​че мух​та​ва ти​вĕçлĕ çын​ са​хал мар. Хă​шĕ-​пĕ​ри çĕр çинче çук та ĕн​тĕ. Вĕ​сен йы​шĕн​че ст​рои​тель​сем те, сад ĕр​че​те​кен​сем те, хăй вă​хă​тĕн​че кол​хо​за ерт​се пы​ра​кан​сем те, вĕ​рен​тÿ ĕçĕн​че вăй ху​ра​кан​сем те, хурт-​хă​мăр ĕр​че​те​кен​сем те та​та ыт​ти ĕçчен те пул​та​рул​лă çын​сем пул​нă.

В​ла​ди​мир Алан​гаев вĕ​рен​тÿ ĕçĕн​че па​лăр​ни​сĕр пуç­не хас​тар спортс​мен, му​зы​кант пул​ни​пе пал​лă. Вăл хă​йĕн пар​ха​тар​лă пур​нăçне шкул ачи​се​не вĕ​рен​тес ĕçпе çы​хăн​тар​нă, пĕр вă​хăт ра​йон​та спорт енĕ​пе ер​тÿ​çĕ​ре вăй ху​нă. Чă​рăш​кас​си ял тă​рăх​не куçса кил​сен шкул ĕç­не кÿ​лĕ​нет, çĕ​нĕ шкул ту​са ларт​сан ди​рек​тор​та вăй ху​рать. Вăл шкул​та вĕ​ре​не​кен​се​не акăл​чан чĕл​хи​пе пĕ​лÿ па​рас​си​пе тим​лет. Çĕ​нĕ хăт​лă шкул çурт​не ту​са ларт​нă хыç­çăн чы​лай вă​хăт ун​та вăй ху​рать.

В​ла​ди​мир Г​ри​горье​вич мă​шă​рĕ​пе Ли​дия Ни​ко​лаев​нă​па çемье​ре ки​лĕш​тер​се пу​рăн​нă, ху​çа​лăх​ра выльăх-​чĕр​лĕх ну​май тыт​нă. Ял​та выльăх​сăр май кил​мест, вĕ​сен кил кар​тин​че чăх-​чĕп​рен пуç­ла​са сыс​на та​ра​нах пул​нă. Мă​шăр ывăл​па хĕр пăх​са çи​тĕн​тер​нĕ, вĕ​сем ха​лĕ çемьел​лĕ. В​ла​ди​мир Алан​гаев ывăл​не те хă​йĕн пе​кех му​зы​кă​на юрат​ма хă​нăх​тар​нă. Ывă​лĕ му​зы​ка шкул​не пĕ​те​рет, эп ас тă​вас​са сце​на çин​че юрă ăс​ти​се​не баян​па ерт​се пы​рат​чĕ. Ха​лĕ унăн ывă​лĕ те шкул çул​не çит​нĕ, пур​нăç ма​йĕ​пен ма​лал​лах пы​рать. Ан​чах та кă​çал çемье​ре пы​сăк хуй​хă пул​са ирт​рĕ. В​ла​ди​мир Г​ри​горье​вич, 1948 çул​та çу​рал​нăс​кер, июнь уйă​хĕн​че, çи​мĕк эр​нин​че, тă​ван ял-​йыш​ран, çемйин​чен чи​ре пу​ла уй​рăл​са кай​рĕ.

Ял-​йыш, тă​ва​нĕ​сем унăн çу​тă сă​нар​не ас​ра тыт​са тă​раççĕ. Кă​çал сен​тябрь уйă​хĕн​че ăна ха​лал​ла​са шкул​та спорт ăмăр​тă​вĕ ирт​тер​чĕç. В​ла​ди​мир Г​ри​горье​ви​ча су​ма су​са, унăн пар​ха​тар​лă ĕçĕ​се​не шу​та ил​се те сен​тяб​рĕн 25-​мĕ​шĕн​че каш​ни çу​лах шкул​та çак​наш​кал ме​роп​рия​тие ирт​тер​ме ка​лаçса та​тăл​чĕç.

Çак ăмăр​ту​се​не ирт​тер​ме шкул ачи​се​не сыв​лăх су​нас ки​лет. Хас​тар та çам​рăк ăру яла​нах мал​ти​сен ре​тĕн​че пул​тăр, хи​сеп​лĕ çын ят​не яла​нах ас​ра тытар.

ВА​ЛЕН​ТИН СИ​НЕЛЬ​НИ​КОВ, ЧĂ​РĂШ​КАС​СИ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости