Пулăшăва – тивĕçлĕ шайра

Виçĕмкун районта ĕçлĕ çул çÿревпе ЧР ĕçпе социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев пулнă, Кÿкеçри ваттисен çуртĕнче районти социаллă учрежденисен ĕçченĕсемпе канашлу ирттернĕ. Унта райадминистраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Димитриев та хутшăннă.

Халăха социаллă пулăшу паракан центр ĕçченĕ Раиса Трофимова 2016 çул пуçланнăранпа центр 8322 çынна 82611 пулăшу кÿнине палăртса хăварнă. Районти ĕçпе тивĕçтерекен центр ертÿçи Олег Александров паянхи кун районта официаллă майпа регистрациленĕ ĕç шыракан 325 çын пулнине пĕлтернĕ. «Чувашский бройлер» чăх-чĕп фабрикинчи кăткăс лару-тăрăва пула ĕçсĕр тăрса юлнă çынсене ĕç тупассипе патшалăх та пулăшать. Малтанхи специальноçпа ĕç тупассипе йывăрлăх тÿсекенсене ĕç рынокĕнче кирлĕ профессисене алла илме вĕренмешкĕн, пенси çулне çывхараканнисене вăхăтран маларах пенсие кайма сĕннĕ.

«Халăха социаллă пулăшу паракан сфера – экономикăн пĕлтерĕшлĕ пайĕсенчен пĕри, район ăна малаллах аталантарса пырĕ», – палăртнă Владимир Димитриев, районăн 8 уйăхри социаллă пурнăçĕпе тата экономика аталанăвĕпе паллаштарнă май.

Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май Сергей Димитриев çапла каланă: «Граждансем хăйсене хÿтлĕхре туясси социаллă пулăшу кÿрекен сферăра вăй хуракансем хăйсен ĕçне яваплăха туйса пурнăçланинчен нумай килет. Пирĕн тĕллев – граждансене патшалăх тата социаллă пулăшусене тивĕçлĕ шайра тата пахалăхлă кÿресси».

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости