Пурне те пĕрлештерчĕ!

Район чемпионĕсем çĕршыв, тĕнче ăмăртăвĕсен çĕнтерÿçисемпе вăй виçме шикленмеççĕ

Спорта юратакансемшĕн нимĕнле чăрмав та çук. Иртнĕ шăматкун Кÿкеçри «Олимпийский» стадионра пĕтĕм çĕршыври XXVI Олимп тата çамрăксен кунĕсене халалласа йĕркеленĕ Спорт фестивалĕ çакна тепĕр хут ĕнентерчĕ.

Вăл республикăра уйăхсерен иртекен спортпа сывлăх кунĕпе тÿр килчĕ. Йăлана кĕнĕ йĕркепе, мероприяти унта хутшăнакансен парачĕпе пуçланчĕ. Ăна Шупашкар райадминистраци пуçлăхĕ Георгий Егоров, бадминтон енĕпе республика тата çĕршыв тава тивĕçлĕ тренерĕ Надежда Тонина тата спорт ветеранĕ, хăвăрт утассипе Раççейĕн темиçе хут чемпионĕ Петр Федоров йышăнчĕ. Фестивале уçнă май Георгий Иванович спорт чи кĕçĕннисемпе танах аслăрах çултисене те пĕрлештернĕшĕн савăннине пĕлтерчĕ – кунта ватти те, вĕтти те ир-ирех хĕвĕшетчĕ. Çулсем те, ăмăртусене хутшăнакансем хăйсем тĕллĕн çÿрейменни те пĕлтерĕшлĕ марччĕ: вăй виçме, тупăшма кашнин май пулчĕ. Акă виçĕ кустăрмаллă велосипед хуçисем тăватă çултан та аслăрах мар-ха, апла пулин те çĕнтерÿ патне пĕрремĕш утăмсене тунине халех ăнланаççĕ. 16 ачашăн çакăнти 20 метр тăршшĕ – велосипедсемпе ăмăртакансен йышĕ шăпах çакăн чухлĕ пулчĕ – спорт тĕнчин йыхравĕ пулчĕ. «Кунта пулас чемпионсем тупăшрĕç», – терĕ Георгий Иванович чи кĕçĕн ушкăнри çĕнтерÿçĕсене чысланă май. Ыттисене вара вăл пурне те ятран пылак парнесем валеçсе пачĕ. Никита Плечев финиша чи малтан çитеймерĕ пулин те, çитес ăмăртăва лайăхрах хатĕрленме тĕллев лартать – амăшĕ Светлана ăна шăпах çакăн пек лăплантарчĕ. Хальлĕхе вара вăл 60 метра чи малтан чупса çитнĕ аппăшĕпе Настьăпа мăнаçланĕ. Плечевсен спорт çемйин– тăватă ача. Вĕсем аслисене те сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнма хăнăхтарнă.

Спорта юратакансен йышне ачасем садик çулĕсенчех кĕни пирĕн район сывă район пулас шанчăка темиçе хут ÿстерет. Кунта вара воспитательсен тÿпи пысăк пулнине палăртмалла. Кÿкеçри «Пÿрнеске» ача садĕнче тăрăшакан Маргарита Иванова акă хăйĕн аслă ушкăнне фестивале тĕплĕ хатĕрленĕ. «Стадиона чупма çÿренĕ, садикре те ăмăртусем йĕркеленĕ», – пĕлтерчĕ вăл. Чăн та, вăл ертсе килнĕ ачасем хăйсен ушкăнĕнче лайăх кăтарусемпе палăрчĕç.

Кашни ăмăртăвăн хăйĕн çĕнтерÿçи. Кÿмепе кайса вăй виçекенсен хушшинче ку ята Николай Максимов тивĕçрĕ.

Çак хушăра чи хĕрÿ тупăшусем стадионра алă вăйĕ виçессипе иртрĕç. Арçынсем те, хĕрарăмсем те хăйсен черетне чăтăмсăррăн, хумханса кĕтрĕç. Юлия Долгова кăна хăп-хăмăр чакăр куçĕсемпе пĕр мăчлаттармасăр судья командине кĕтрĕ: вăй виçме хирĕç тăнă 60 кг виçе категорийĕнчи хĕрсен аллине вăл халь тесен халь сĕтел çине хума хатĕрччĕ. Çакă хăех сехĕрлентерет тейĕн. «Унпа çыхланма пурте хăю çитереймеççĕ», – терĕç «чирлекенсем» шÿтлесе. Çамрăк амăшĕ – вăл ача çуратнипе çыхăннă икĕ çулхи тăхтав хыççăн армспорта тин кăна таврăннă – хĕр пĕрчине темиçе хут та куç хĕсе-хĕсе илчĕ: «Çĕнтеретпĕрех!» Вăл вун тăватă çултах Раççей спорт мастерне парăнтарнă. Европа ăмăртăвĕсен икĕ хут, тĕнчен пĕр хут чемпионĕ. Тĕнче ăмăртăвĕсен кĕмĕл тата пăхăр призерĕ, Европăн – пăхăр медалисчĕ. «Улăп» спорт шкулĕн инструкторĕ 21 çул тултарман юниорсен Болгарири София хулинче иртнĕ ăмăртăвĕнчен иртнĕ уйăхра кăна-ха «ылтăнпа» таврăннă. Умра вара тепĕр тĕллев – тĕнче чемпионатне тивĕçлĕн хутшăнасси. Унта Юлия çĕршыв чысне хÿтĕлĕ. Кăçалхи сентябрь уйăхĕн вĕçĕнче вăл Малазире иртет.

Тĕрлĕ спорт тĕсĕпе тупăшса фестивале хутшăннă 16 ял тăрăх командисенчен малти вырăна Тутаркасси ял тăрăх команди тивĕçрĕ, Кÿкеç ял тăрăх команди 2-мĕш, çĕньялсем 3-мĕш пулчĕç. Предприятисен хушшинче вырăнсем çапла пайланчĕç: «Улăп» спортпа сывлăх центрĕ – 1-мĕш, Пенси фончĕ – 2-мĕш, Кÿкеçри ваттисен çурчĕ 3-мĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç.

ТАИСИЯ КРОТОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости