Пурнăçра тĕлĕнмелли, чăнах та, нумай

1947 çулхи августăн 13-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ Мăн Маркара пурăнакан Николай Исаакович Иванов.

Çемьере виçĕ ача пулнă, Коля – вăтамми. Ялти шкула пĕтерсен Етĕрне районĕнчи Советское салинчи механизаци шкулĕнче тракторист профессине алла илет. 1964 çулта 32 çамрăка практикăна Оренбург облаçне тыр-пул пуçтарма ăсатаççĕ. Çулталăкран военкомат Николая Шупашкарти ДОСААФа 6 уйăхлăха шофера вĕренме ярать. 1966 çулхи сентябрьте каччăна çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлама повестка параççĕ. Малтан Канаша, унтан Хусана, çар тумĕпе тивĕçтернĕ хыççăн поездпа аякри Германие çул тытаççĕ пулас салтаксем. 4 кунтан Ваймер хулине çитет, кайран Рудольштат хулинчи авторотăна лекет каччă. Присяга тытнă хыççăн Николай 500 километрлă марша хутшăнать. 50 машина пĕр чарăнмасăр Германи хулисемпе ялĕсем витĕр тухать.

Николай хĕсметре виçĕ çул пулнă. Малтан апат-çимĕç, кайран штаб начальникне турттарнă. Тăватă чăваш ачи пĕрле пулнă. Николай Исаакович пуçлăхсем чăваш каччисене хисеплени пирки те аса илчĕ. Çĕрле патруле тухсан курни пирки тĕлĕнсе каласа пачĕ вăл. Магазин хупнă хыççăн тавар тиесе килсен ăна урамрах лартса хăвараççĕ, никам та тĕкĕнмест.

Киле 1969 çулхи июльте «рядовой» званийĕпе таврăннă Мăн Марка каччи. Малтанхи вăхăтра «Слава» совхозра водительте ĕçленĕ, кайран тракториста куçнă. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех, 2006 çулччен, çак ĕçре тимленĕ.

Элĕк районĕнчи Писĕп ялĕнчи Вера ятлă хĕре «Славăна» Вăрнарти совхоз-техникум хыççăн ветеринари врачĕ пулма направленипе янă пулнă. Çавна куç хывнă та Николай. Çур çултан çемье çавăрнă каччăпа хĕр. 1985 çулта кирпĕчрен капмар çурт купаласа лартрĕç. Икĕ пăхаттир ывăл çитĕнтерчĕç Николай Исааковичпа Вера Егоровна. Сергей – полковник, çемйипе Мускав хулинче тĕпленсе пурăнать. Станислав – майор. Вăл та пиччĕшĕ пекех тивĕçлĕ канура, Шупашкарта çемйипе пурăнать. Тăватă мăнукпа савăнса пурăнаççĕ ватăсем.

Николай Исааковичăн пурнăçĕнче пĕр тĕлĕнмелле пулăм пур. Вăл районти Кайри Ункăпуç ялĕнчи Владимир Мефодьевич Ивановпа пĕрле Етĕрне районĕнче тракториста вĕреннĕ, пĕрле Оренбург облаçĕнче ĕçленĕ, хĕсмете пĕр кунта кайса пĕр çĕртех службăра пулнă, пĕр кунтах каялла таврăннă. Владимир кун-çулĕпе Вăрман-Çĕктер ял тăрăх администрацийĕпе çыхăнса паллашма пултартăм. Питĕ шел, 15-20 çул каялла йывăр чире пула Владимир Мефодьевич çĕре кĕнĕ. Çак хыпара пĕлтерсен Николай Исаакович чĕререн хурланчĕ. Вăл салтакри юлташĕпе тĕл пуласса питĕ шаннăччĕ…

Екатерина Григорьева, Мăн Марка

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости