Пурнăç тĕллевĕ – йĕр хăварасси

Кермен пек икĕ хутлă çурт, çур сăмахран ăнланакан ырă кăмăллă мăшăр, хисеплекен ывăлĕ-кинĕпе мăнукĕсем… Телейлĕ пулма ял çыннине тата мĕн кирлĕ-ши? Çакăн тупсăмне Иккассинче пурăнакан Петр Анисимовран лайăхрах пĕлекен çук та пулĕ. Сакăр теçетке çула хыçа хăварнă вăйпитти (çаплах калар-ха!) арçынпа курса калаçнă хыççăн шăпах çакăн пек пĕтĕмлетÿ патне килсе тухрăмăр.

Шупашкар районĕнче унăн ятне илтмен çын сахал. Çĕр ĕçĕпе хĕрнĕ чăваш алă вăй пур чух сухапуçне алран ямасть. Петр Анисимович паян та пахчаран кĕме пĕлмест, йăрансем патĕнче тăрмашать, пахча çимĕçе шăварать. Римма Евсеевнăна мăшăрĕпе чăнах та ăннă, хайхи хĕрхенет хĕрарăма. Сĕтне шеллемесĕрех антаракан качакана та сума шанмасть. Пĕтĕм ĕçе хăйĕн çине илме, хăй пурнăçлама хăнăхни çемье пурнăçне савăнăç кÿрет çеç. Мăшăрĕн тăрăшулăхне кура, паллах, кил хуçа арăмĕ те парăмра мар, кĕрĕк арки йăваласа лармасть. «Манăн – тĕпел умĕ», – тет вăл сĕтел тăссан туй халăхне те вырнаçмалăх пысăк кухньăна иртме сĕнсе. Иккĕмĕш хутра вĕсен – канмалли хăтлă пÿлĕмсем. Кунти стена çинче те, пĕрремĕшĕнчи пекех – йĕпе кристаллă пысăк телевизор. Картишĕнче – çемье пуçĕ хăй çÿрекен автомобиль (пире унпа ăсатса ячĕ). Кĕскен, йăлтах чи лайăх çемьесенчи пек. Хăнасене йышăнма çуртра пысăк зал пур. Петр Анисимовичăн юбилейне тăван-пĕтенне, ĕçтешĕсемпе юлташĕсене пухса шăпах çакăнта паллă тăваççĕ. Юлашкинчен асăннисем вара тăван колхозăн унчченхи председателĕн, ял тăрăх ертÿçин пушшех нумай. Çавра çулпа саламлама ентеш патне райадминистраци пуçлăхĕ Г. Егоров та çитсе килчĕ. Ĕç ветеранĕ, Шупашкар районĕн хисеплĕ гражданинĕ 1935 çулхи июнĕн 17-мĕшĕнче çуралнă. Пурнăçĕн кашни тапхăрĕ ăна çĕнĕ çынсемпе – пулас юлташĕсемпе, курнăçтарнă, çĕнĕ тĕрĕслевсем хатĕрленĕ. Кăмăл çирĕплĕхĕпе çынлăха упраса пурин витĕр те вăл тÿрĕ кăмăлпа тухма пултарнă.

Икĕ ĕмĕр çынни

Çакăн пек те калаççĕ çав вăхăтри çынсем пирки. Унăн тертлĕ ачалăхĕ тăшманăн ирсĕр атти çĕршыва пĕр хĕрхенÿсĕр таптанă çулсенче иртнĕ. Салтаксем ял тăрăх утнине паян та аса илсе каласа кăтартать ентешĕсене. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă çул вăл улттăра кăна пулнă. Совет çарĕн Кÿкеçри штабĕн салтакĕсем ун чухне Иккассинчи кивĕ чиркÿре вырнаçнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине вăйпитти арçынсем тухса кайнă. Ялти пĕтĕм ĕç вара хĕрарăмсемпе ачасен хулпуççийĕсем çине тиеннĕ. Вăрçă ачисем хирте те, вăрманта та вăй-хала шеллемесĕр ĕçленĕ. 19 тултарсан вара Петĕрĕн çар ретне тăма ят тухнă. Салтак тивĕçне пурнăçланă май пĕр хушă «Байконур» космодром çывăхĕнче те службăра тăмалла пулать унăн. Тĕнче уçлăхне тухас тĕллевсене çĕршыв шăпах çавăн чухне пурнăçа кĕртме пуçланă. Космос ракетисене тапратнине пĕр хутчен мар çывăхран сăнанă яш тĕлĕкре çав-çавах тăван киле, хăй такăрланă сукмаксене курнă. Çавăнпах тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă хыççăн Иккассинех таврăннă. Кунти «1 мая» колхозра пилĕк çула яхăн электромонтер тивĕçне пурнăçланă – хĕсметре телефонист ăсталăхне алла илни пурнăçра питĕ усăллă пулнă. Ĕçе тĕплĕ пурнăçлакан çамрăка ялти çынсем тÿрех асăрханă, колхоз председателĕн çумне суйланă. Яваплă тивĕçре унăн ертсе пырас пултарулăхĕ яр! уççăн курăннă. Çакна районта сăнаса тăнă, Петр Анисимова Шупашкарти партипе совет шкулне пĕлĕвне ÿстерме янă. Виçĕ çул вĕрентÿ лаççинче тĕплĕ хатĕрленĕ хыççăн ăна тÿрех хуçалăха ертсе пыма шаннă.

«Ĕçлекен çынна – ĕç укçи!»

«Эпĕ, вăтăр урлă тин çеç каçнă çамрăк, иккĕленсе-шикленсе пуçа та ыраттарман», – каласа кăтартать вăл халь. Хăрама-и? Пĕтĕм ял халăхĕ тепĕр куннех унăн вăйне ĕненме пуçланă. Малтан иккассисене, нумай-нумай чăваш колхозĕнчи пекех, ĕç кунĕшĕн мĕн килчĕ – çавăнпа кăна тÿлесе тăнă тăк Петр Анисимович çак йĕркене пăрахăçланă. «Ĕçлекен çынна – ĕç укçи!» – тенĕ вăл. Вара хуçалăхра тар тăкакансен чăн-чăн укçана алăра тытса курас ĕмĕчĕ тинех пурнăçланнă. Ентешĕсен пурнăç пахалăхне ÿстерессишĕн ырми-канми тăрăшнă вăл. Кÿкеçпе Иккассине çыхăнтаракан шăтăк-çурăклă çула асфальт çул сарас шухăш канăç паманнипех вăл аякри Перме çул тытнă. Унта облаçрен баржăсемпе гравий турттарса килме калаçса татăлнă. «Пĕр рейспа 5 пин те 500 тонна вак чул çитетчĕ. Вĕсене вара лапра çул тăрăх вырăна çитермеллеччĕ», – аса илет вăл хĕн-тертлĕ йывăр тапхăр пирки. Чăн-та, шухăш канăç паманнипе çывăрман çĕрсем те пулман маррине пытармасть. Анчах та сакăр çухрăма тăсăлакан «тамăк çулне» якатса сарнăшăн ял çыннисем тав туни çакăн хыççăн чĕре çине çу сĕрнĕ пекех туйăннă. Кÿкеçе çитме текех икшер-виçшер сехет çухатма тивмен иккассисен. Анчах та çакăнпа кăна çырлахать-и вара вăй-хал тапса тăракан Анисимов, колхоз председателĕ?! Хуçалăх хуралтисем çĕнелсех пынă, çĕр-çĕр ĕне тытмалăх витесем ÿсе-ÿсе ларнă, çĕр улми усрамалли хранилище, правленин çĕнĕ çурчĕ, мастерской… – вăл çине тăнипе хăпарнă объектсене пурне те асăнаймăнта. Анчах та ашшĕ-амăшĕ нимрен ытла хăйсен ачи-пăчишĕн тăрăшнине пысăка хунă. 320 ача вĕренмелĕх шкула та Петр Анисимович çине тăнипе туса лартнă. Çакăн чухлех çынна йышăнма пултаракан клуба та ял халăхĕ кĕтмен мар. Вĕсен шанăçне тÿрре кăларса ялта «культура вучахĕ» ялкăшма пуçланă. Хуçалăх лавне туртса пынă хушăра çичĕ плотина чавтарнă вăл. Пушар хăрушсăрлăхĕн тĕллевĕпе шыв объекчĕсем питĕ паха пулса тăнă. Кунсăр пуçне Платка, Шаккăл ялĕсенче вырнаçтарнă шыв колонкисемпе усă куракансем те «1 мая» колхоз ертÿçин ятне яланах ырăпа асăнаççĕ. Хуçалăха кĕрекен виçĕ ял кил-çурчĕ «кăвак çулăмпа» ăшăнать – куншăн та Петр Анисимовичах тав тумалла.

Халăх шанăçне тÿрре кăларма пултарнăшăн ăна ЧАССР Аслă канашĕн депутачĕсен йышне суйланă. 1970 çулта лайăх кăтартусемпе палăрнă «1 мая» колхоз коллективĕ РСФСР Министрсен Канашĕн тата ВЦСПСăн Хĕрлĕ Ялавне тивĕçнĕ, унăн ертÿçи – «Хисеп палли» ордена. 1990 – 1992 çулсенче вăл Иккасси ял канаш исполкомĕн халăх депутачĕсен председателĕ пулнă. Ырми-канми ĕçленĕ хушăра пуçтарăннă хисеп грамотисемпе тав хучĕсен вара шучĕ те çук. Ывăлĕсем те улми йывăççинчен аякка ÿкмест тенĕшкел, пурнăçра хăйсен çирĕп вырăнне тупнă, ашшĕне çитĕнĕвĕсемпе савăнтараççĕ.

Шупашкар район администрацийĕ районăн хисеплĕ çыннине, унăн аталанăвне курăмлă тÿпе хывнă Ĕç ветеранне, Иккассинче пурăнакан Петр Анисимович АНИСИМОВА юбилей ячĕпе саламланă май çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, канлĕ ватлăх тата ĕмĕтсене пурнăçа кĕртме иксĕлми вăй-хал сунать. Эсир паянхи ăрушăн ырă тĕслĕх пулса тăратăр, сирĕн кашни сĕнÿ-канашăр пирĕншĕн тем пек паха.

ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости