Пурте «Улăпа»!

Июнĕн 27-мĕшĕнче Кÿкеçри «Улăп» сывлăхпа спорт центрĕнче тата «Олимпийский» стадионра сывлăх кунĕ тата Пĕтĕм Раççейри Олимп кунне халалласа спорт фестивалĕ – чăн-чăн спорт уявĕ – иртет.

Унта кашниех хутшăнма пултарать, регистрациленмелле çеç. Спортăн 14 тĕсĕпе – сĕтелçи тенниспа, волейболпа, шахматпа, шашкăпа, кире пуканĕ çĕклессипе, армспортпа, çăмăл атлетикăпа тата ытти енĕпе – ăмăртусем пулĕç. Пĕчĕк ачасем валли те тупăшу пур, вĕсем виçĕ урапаллă велосипедсемпе ыткăнĕç. Сусăр çынсемшĕн те интереслĕ пулĕ, вĕсем кÿмесемпе ăмăртĕç.

Çак кун бассейна, тренажер залне тÿлевсĕрех кĕме пулать.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости