Путевкăсем пур – хуçисене кĕтеççĕ

Ача-пăчан çуллахи канăвне йĕркелес тимлĕх ÿсет. Кăçал ку тĕллеве пурнăçлама республикăра 360 млн тенкĕ уйăрма палăртнă. Йывăр лару-тăрура çитĕнекен ачасен канăвне йĕркелеме, сывлăхне çирĕплетме федераци бюджетĕнчен тата 19 млн тенкĕ куçĕ.

Çак укçа-тенкĕ 2016 çулта республикăри ачасен 65%, 99 пин çын канăвне сывлăха çирĕплетсе йĕркелеме хушма пулăшу кÿрĕ. Шăпах çакăн чухлĕ укçана правительство йывăр лару-тăрура çитĕнекен ачасен канăвĕ валли усă курасшăн.

Райадминистрацин вĕрентÿ управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çуллахи канупа сывлăха çирĕплетмелли тапхăра йĕркелеме 5,6 млн тенкĕ – çав шутра 3 млн тенкĕ хула тулашĕнчи лагерьсен путевкисемшĕн тÿлеме, 2,5 млн тенкĕ – шкул çумĕнчи кану лагерĕсен, 100 пин тенкĕ – палатка лагерьсен ĕçне йĕркелеме, уйăрма йышăннă. Паянхи кун тĕлне районта 173 путевка юлнă.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости