Путина курма ĕмĕтленнĕскер

Паллă уявсем хыçа юлчĕç пулин те чылайăшĕ вĕсене нумайччен аса илсе пурăнĕ, уйрăмах – ачасем. Кÿкеç лицейĕнче вĕренекен Нина Правдина вара кăçалхи Çĕнĕ çула нихăçан та манас çук. Чăн та, кун пекки ĕмĕрте пĕрре кăна пулать, е пачах та пулмасть.

Кремльти елкăра

Декабрь уйăхĕн вĕçĕнче вăл Мускава Кремльте иртнĕ елкăна кайса килнĕ. Чухларăр пулĕ, унта кашнинех йыхравламаççĕ, пин-пин ачаран чи пултаруллисене суйласа илеççĕ. Нина вара шăпах çавсен йышне лекнĕ. Вăл мĕнле çитĕнÿсемпе палăрнă тетĕр-и? Вĕсем унăн чăннипех те сахал мар, хăшне-пĕрне статья вĕçĕнче асăнăпăр. Тĕрĕссипе, 6-мĕш класри вĕренекен асăннă йыша лекессине никам та ĕненмен темелле. Лицейрен пĕлтернĕ тăрăх, темиçе хутчен те кандидатура сĕннĕ, анчах кăлăхах, çавăнпа та кăçал та шанăç пулман. Сасартăк хыпар! Кремльти елкăна Нинăн та каймалла! Кăна малтанах никам та ĕненмен те темелле. Çав шутра хĕрача хăй те. Ку тĕлĕк маррине вăл Мускава елкăна çитсен çеç туйса илнĕ. Мĕнпе асра юлнă-ха çулталăкри чи пысăк праçник?! Темĕнпе те! «Çакнашкал уяв пуласса тĕлленмен те! Питĕ нумай сăнар! Куçа илĕртекен тĕрлĕ-тĕрлĕ çутă!» – паян та çав залра ларнă пекех вăйлă туйăмсемпе каласа парать Нина. Вăл кăна мар, ашшĕ-амăшĕ, пиччĕшĕ, асламăшĕ-кукамăшĕ мĕнлерех савăннă уншăн?! «Анне пĕчĕк чухне Кремльти елкăра пулса курма ĕмĕтленнĕ, ăна эпĕ пурнăçларăм темелле», – уяв пирки пысăк хавхаланупа каласа панă май палăртать Нина Правдина. Унтан таврăннă-таврăнман ăна пĕрле вĕренекенĕсем, юлташĕсем хупăрласа илнĕ, уявпа кăсăкланнă. Тулли кăмăлпа таврăннăскер вара чунне уçсах калаçнă. Кивĕ çулпа Çĕнĕ çул тĕл пулни пирки юмах кăтартнă вĕсене. Ачасем – куракансем. «Эпĕ сăвă каласа пама та хатĕрччĕ…» – кирек мĕнле лару-тăрура та çухалса кайманнине палăртать савăнăçлăскер. Темĕнле сăнара та тĕл пулнă вăл унта, пуринчен ытла вара Раççей Президентне Владимир Путина курма ĕмĕтленнĕ иккен. Кремль елки тени, ахăртнех, унăн асĕнче çĕршывăмăр пуçлăхĕпе сăнарланса тăнă ĕнтĕ.

Нина Мускавран парнепе таврăннă – пылак çимĕçпе. «Кремль елки» тесе çырнă курупкана вăл чылайччен упрĕ-ха. Кунашкаллине çулсеренех илме май çук-çке.

Мускавра Чăваш Ен делегацийĕ – пурĕ 46 ача тата вĕсемпе кайнисен аслисем – 12 – виçĕ кун пулнă. Малтан цирка кайса курнă, унтан – елкăна, виççĕмĕш кунĕнче вара экскурсире çÿренĕ. Тĕп уявсăр пуçне Хĕрлĕ площадь те хĕрачан кăмăлне кайнă-мĕн. Мускавра вăл пĕрремĕш хут кăна мар пулин те тĕп хуламăр çамрăкăн чĕринче ырă-ырă туйăмсем хăварнă.

«Çавра отличник»

Кремльти елкăна ахаль-махаль вĕренекенсене йыхравламанни каламасăр паллă. Наука гранитне лайăх «кăшлакансене», вĕренÿре пысăк çитĕнÿсем тунисем кăна унта лекееççĕ. Ку енĕпе вара Нинăн нимĕнле йывăрлăх та çук. Унăн дневникĕнче лайăх паллăсем кăна. Программăна кĕртнĕ пур предмета та кăмăллать, пуринчен ытла вара математикăна юратать. «Шухăшлаттаракан задачăсене шутлама килĕштеретĕп», – тет вăл. Ÿссен вара çынсене хÿтĕлесшĕн, адвокат – унăн ĕмĕтĕнчи професси. Хĕрачан хушамачĕ те асăннă специальноçа суйласа илме хистет темелле. Кунашкаллипе тĕрĕслĕхшĕн ăнтăлакансем кăна çÿреççĕ пек туйăнать. Тĕрĕссипе, вăл ăçтан пулса кайни кăсăклантарса ячĕ мана. Акă мĕнле хыпар пĕлтерчĕ хĕрача ун пирки: мăн аслашшĕ Правдин хушамата хăй суйласа илнĕ-мĕн, малтан вара вĕсен йăхĕ Семеновсем пулнă. Ман шухăшпа, питĕ тĕрĕс йышăну! Мĕнле илтĕнет-ха?! Правдина!

Талантлă çын пур енчен те талантлă тени чăнлăхпа килĕшсе тăнине Нинăпа калаçса ларнă чух тепĕр хут туйса илтĕм. Вăл вĕренÿре кăна мар, ытти енĕпе те пултаруллă. Сăмахран, музыка шкулне çÿрет, картинăсем тĕрлет, спортпа та туслă. Кĕскен каласан, вăл юлташĕсемшĕн чăннипех те ырă тĕслĕх. Яланах çапла пултăрччĕ!

Сăмах май

Нинăн хăш-пĕр çитĕнĕвĕ: вырăс, чăваш чĕлхисемпе, информатикăпа шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри олимпиадин шкулти тапхăрĕнче çĕнтернĕ; акăлчан чĕлхипе тата биологипе асăннă олимпиадăн шкулти тапхăрĕн призерĕ пулнă; Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнине халалласа ирттернĕ «Живая память прошлого» районти конкурсра мала тухнă; историпе тата тăван тăрăх культурипе республика олимпиадинче малти вырăн йышăннă тата ытти те.

ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости