Пушар çинчен – выляса

Июнĕн 20-мĕшĕнче «Золотой колос» ача-пăча кану лагерĕнче пушар хăрушсăрлăхĕпе профилактикăпа вĕрентÿ мероприятийĕ иртрĕ. Лагерьти 1-мĕш смена вĕçленсе те пырать ĕнтĕ, 200 ача кĕçех сывлăхĕсене çирĕплетнĕ хыççăн килĕсене саланĕ. РФ МЧС ĕн Шупашкар районĕнчи уйрăмĕн ĕçченĕсем кунти ачасемпе, унта ĕçлекенсемпе пушар хăрушсăрлăхĕ пирки инструктаж, спорт викторинисем ирттерчĕç.

Профилактикăпа надзор ĕçĕ-хĕлĕн уйрăмĕн пуçлăхĕ Денис Портнов килте пушар тухсан кровать айне е тата урăх çĕре пытанма юраманни пирки аса илтерчĕ. Инкек сиксе тухсан сотовăй телефонпа 112 номерпа шăнкăравласа васкавлă службăсене чĕнмелле. Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене яланах асра тытмашкăн ачасене листовкăсем тата календарьсем салатса пачĕ. Муркашри 37-мĕш пушар чаçĕн çак тăрăхра тăракан уйрăм посчĕн пуçлăхĕ Геннадий Тютин ачасене пушар машинипе, вăл мĕнле ĕçленипе паллаштарнă хыççăн аслă отрядсене çÿрекен ачасем икĕ командăна пайланса çынна çунакан «çуртран кăларчĕç».

Кĕçĕнрех отрядсене çÿрекенсем çулăмпа тĕрĕс усă курассипе çыхăннă темăпа асфальт çинче тĕрлĕ тĕслĕ пурăпа ÿкерчĕç. 8-мĕш отрядри Кира Денисова тата Софья Исаева лагерь пурнăçĕпе кăмăллă. Кашни кун тĕрлĕ конкурс, ăмăрту ирттерни кичемленме памасть вĕсене. Асфальт çинче вĕсем газ плитинчен тухнă çулăма, ун çумĕнче тĕлĕнсе пăхса тăракан хĕрачана сăнларĕç. Пушар тухсан çийĕнчех пите йĕпе татăкпа хупласа тулалла тухмаллине те пĕлеççĕ. 5-мĕш отрядри Артем Федоров ача шăрпăк тытсан мĕнле инкек сиксе тухма пултарнине кăтартма тăрăшрĕ. «Эпĕ килте хам çывăракан кровать айне бутылкăсемпе шыв тултарса хунă», – тет вăл пушар тухсан ăна сÿнтерме шыв кирлине кăтартса. Саша Саперов вара вут-çулăма огнетушительпе сÿнтермелли пирки ăнлантарчĕ. Теприсем пушар хăрушсăрлăхĕн темипе пазлсем пуçтарчĕç. Конкурссене хутшăннă ачасене парнесемпе хавхалантарчĕç.

Анжелика Фадеева

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости